Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кусем те, лешсем те ӑна мӑнкӑмӑллӑ тесе шутланӑ; кусем те, лешсем те ӑна калама ҫук лайӑх аристократ манерӗсемшӗн, унӑн ҫӗнтерӗвӗсем ҫинчен илтӗнекен хыпарсемшӗн, вӑл питӗ лайӑх тӑхӑннӑшӑн, яланхи лайӑх гостиницӑн чи лайӑх номерӗсенче чарӑнса тӑнӑшӑн, лайӑх апат ҫинӗшӗн, пӗррехинче Людовик-Филипп патӗнче Веллингтонпа апатланнӑшӑн, пур ҫӗрте те хӑйпе пӗрле кӗмӗл несессерпа ҫул ҫинче ҫӑвӑнмалли ваннӑ илсе ҫӳренӗшӗн; унран яланах хӑйне уйрӑм йышши «ырӑ» духи шӑрши кӗнӗшӗн; вистла лайӑх выляса яланах укҫа янӑшӑн; юлашкинчен тата, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн юратнӑ.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл ҫирӗп характерлӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ; кӑшт тӳрккес пек те туйӑннӑ, ҫиелтен пӑхсан, хӑйне хаяр та мӑнкӑмӑллӑ ҫын пек тытнӑ, ҫынсене ытлашши айӑпламан, ҫав вӑхӑтрах тӳрӗ каланӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Кунти художниксем пӗрре те Итали ҫӗршывӗнчи унти ҫутҫанталӑкпа кӑвак тӳпе пекех вӗри те мӑнкӑмӑллӑ художниксем пек мар, йӑлтах урӑхла, вӗсенчен нумайӑшӗсем ырӑ та йӑваш ҫынсем, вӗсем хӑюсӑр, хӑйсем ҫинчен сахал шутлаҫҫӗ, хӑйсен ӗҫне шӑппӑн ҫеҫ юратаҫҫӗ, пӗчӗк пӳлӗмӗсенче икӗ юлташӗпе чей ӗҫеҫҫӗ, хӑйсен юратнӑ ӗҫӗ ҫинчен шӑппӑн кӑна калаҫаҫҫӗ, пуян пурнӑҫпа пурӑнассишӗн пӗрре те ҫунмаҫҫӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Хӑнасем — мӑнкӑмӑллӑ халӑх мар.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл хӗрӳ вӑхӑтра Федор Лукич ҫамрӑк та вӗри чунлӑ, ҫак конюх-каччӑ пекех ҫӑра ҫӳҫлӗ пулнӑ, эскадронра мӑнкӑмӑллӑ та хӑйне евӗр ҫын пулнӑ…
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Маттур, мӑнкӑмӑллӑ мар, хӑйӗн хакне пӗлет, — шухӑшларӗ Стефан Петрович. — Пур енчен те аван ҫын пек курӑнать…»
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Епле мӑнкӑмӑллӑ, — шухӑшларӗ Сергей.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Эпир те мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем, хамӑра таптама памастпӑр.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Хӑйсемпе те, хӑйсен ӗҫӗпе те, калас пулать, хӑйсем ҫине тӑнипе те мӑнкӑмӑллӑ вӗсем.— Они гордятся и собой, и своим делом, и, я бы сказал, своей настойчивостью.
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Перископра ӗнтӗ мӑнкӑмӑллӑ та йӗркеллӗ, уяв вӑхӑтне калама ҫук капӑрланнӑ Хӗрлӗ площадь курӑнса та кайрӗ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ха, епле мӑнкӑмӑллӑ вӑл!
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл мана мӑнкӑмӑллӑ ҫын вырӑнне хучӗ.
XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Мӑнкӑмӑллӑ…
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗр тӑри кӑна пӗлӗтелле хӑпара-хӑпара, аслатипе тавлашнӑ пек, хӑйӗн савӑнӑҫлӑ юррине шӑратать, анчах аслати вӑйлӑн авӑтса пӗтӗм пӗлӗте чӗтретсе ярсан, мӑнкӑмӑллӑ юрӑҫӑ та ҫӗре ӳксе, хупах ҫулҫи айне пытанчӗ.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫӳҫӗ сапаланчӑк, хӑрах куҫӗ кӑшт чалӑшрах, сӑнран пӑхма темле, мӑнкӑмӑллӑ курӑнать, хускалӑвӗсенченех паллӑ ӗнтӗ, ку ҫын ҫынна мӗн те пулин хушма хӑнӑхнӑскер.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Ҫак самантра запорожец сӑн-питрен пӑхма самаях мӑнкӑмӑллӑ ҫын пулса тӑчӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Ҫак мӑнкӑмӑллӑ кайӑк ҫине, шӑллӑн-шӑллӑн ларса тухнӑ тӗксӗм-кӑвакрах сӑрт-тусем ҫине, вӗсене йӗри-таврашӗпех сырса илнӗ хура вӑрмансем ҫине, ҫак кӗтӳ ҫине, хыттӑн чупса юхакан шыв ҫине, куҫ умне тухса тӑракан пӗтӗм анлӑлӑха пӑхатӑн та, ӗненетӗн-и, кӑкӑрта калама ҫук кӑмӑла каякан сулхӑнлӑх сарӑлать!
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мӗн ун пекех мӑнкӑмӑллӑ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Стансовет тачанкине вӑшт ҫеҫ хӑваласа иртнӗ грузовой машинӑсен водителӗсем кучер ҫине мӑшкӑлласа пӑхса илнӗскерсем, ҫитменнине ытла мӑнкӑмӑллӑ пулнӑ, вӗсем алра руль мар, тилхепепе пушӑ тытасси арҫына тивӗҫлӗ япала пулмасть, тесе шутланӑ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кучерсен чун-чӗрине вӗсем шоферсен мӑнкӑмӑллӑ пичӗсенче мӑшкӑлласа кулнӑ паллӑ пуррине асӑрхаса илни ҫиллентерсе кӳрентерчӗ, тӗрӗссипе, кӳрентермерӗ, ӑмсантарчӗ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.