Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑкӑрланакан (тĕпĕ: мӑкӑрлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗлӗм ванса кайрӗ, пӑхӑр пуҫӗ, мӑкӑрланакан табака сапаласа, аяккалла ыткӑнчӗ.

Трубка раскололась, а медная чашечка отскочила в сторону, рассыпав по земле дымящийся табак.

Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Мӑкӑрланакан тусан юххисен пуҫӗнче эпӗ хура пӑнчӑсем чупса пынине куртӑм.

Я увидел черные бегущие точки в голове клубящихся потоков.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӑл ҫухалчӗ, унӑн тӑрринчен пуҫласа тӗпӗ таранах темӗнле талкӑшӗпех кӗрлесе тӑракан ҫӑрӑлчӑк тата мӑкӑрланакан тӗтре курӑнать.

Она исчезла, от вершины и до самой подошвы, превратившись в сплошное ревущее месиво, в клубящуюся туманность.

VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Вара вӑл хӑйне темле куҫа курӑнман, ҫав тери ҫирӗп алӑсем ярса тытса ҫавӑркаланине туйнӑ, кунӗ-кунӗпе кӗрлекен шав, пуҫа тулса, ӗҫ пирки шухӑшлассисӗр пуҫне, ытти нимӗнле шухӑш валли те вырӑн хӑварман, фабрика трубинчен мӑкӑрланакан кӑтра тӗтӗм тавралӑха салхулӑхпа кичемлӗх сарса тӗксӗмлетнӗ.

Тогда он чувствовал, что его схватили и вертят невидимые, цепкие руки, целодневный шум, наполняя голову, не оставлял в ней места никаким иным мыслям, кроме тех, которые внушались делом, курчавый дым фабричной трубы темнил всё вокруг унынием и скукой.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ҫӑварӗнче мӑкӑрланакан сигар.

Держал во рту дымящуюся сигару.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Сӑрт ҫине улӑхнӑ май хӗр мӑкӑрланакан тӗтре хушшинчен тухма пуҫларӗ.

Поднимаясь на холм, девушка вырывалась из клубящегося тумана.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Аялта — мӑкӑрланакан тӗтре кӑна, пуҫ тӑрринче — сивӗ тӳпе тата хӑвӑртрах ҫитес шухӑш — хӑвӑртрах!

Только клубящийся туман внизу, да холодное небо над головой, да все поглощающее желание — скорее!

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӗлкӗшекен хӑю пек мӑкӑрланакан пӑспа тӗтӗм кантӑка пырса, ҫапӑннӑ, пӳлӗме те кӗнӗ…

Клуб пара и дыма, точно развевающаяся лента, махнул по окну, и несколько клочьев ворвалось в самую комнату…

VII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Эпир унталла чупнӑ хушӑра самолет сирпӗнме те ӗлкӗрчӗ, вара самолетпа хӗрес вырӑнне мӑкӑрланакан татӑк-кӗсӗк купи ҫеҫ выртса юлчӗ…

Пока мы бежали туда, ударил взрыв, и уже не было ни креста, ни самолета в его нормальном виде, а только дымящиеся обломки…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Халӗ ахаль куҫпа пӑхсан та унӑн икӗ мачтипе трубинчен мӑкӑрланакан хура тӗтӗмне сӑнаса илме пулать.

Уже можно было невооружённым глазом различить две мачты и клубы чёрного дыма, вырывающиеся из трубы.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗр ҫӗре пуҫтарӑннӑ маориецсем аслӑ вӑйран чӗтӗресе кӑна тӑраҫҫӗ, вӗсем Маунганаму сӑрчӗн мӑкӑрланакан тӑррине киленсех пӑхаҫҫӗ.

Новозеландцы, собравшись в кучки, с благоговейным трепетом взирали на курящуюся вершину Маунганаму.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем ӑшшинчен ытларах тӗтӗмпе мӑкӑрланакан кӑвайтне те аран-аран чӗртрӗҫ.

Не без труда они развели в очаге огонь, дававший больше дыма, чем тепла.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӗттӗм шӑплӑхра горн сасси янраса кайрӗ, вара ҫавӑнтах площадка хӗррисенче тӗтӗмпе мӑкӑрланакан пилӗк факел ҫути курӑнчӗ.

В тёмной тишине резко зазвучал горн, и сейчас же по краям площадки вспыхнули пять дымных факельных огней.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Качӑртатакан хытӑ юрлӑ, йывӑҫсем ҫине йӑлтӑркка пас тытнӑ, шупка изумруд тӳпеллӗ, мӑръесем ҫивчӗ ҫӗлӗк евӗр тӗтӗмлӗ, самантлӑха уҫнӑ алӑксенчен пӑс мӑкӑрланакан сивӗ ҫанталӑклӑ, ҫынсен пичӗсене ҫыртса илнӗ пек хӗретекен, шӑнса кайнӑ лашасене вашаватлӑн чуптаракан, лӑпкӑ та уяр, шартлама сивӗллӗ шурӑ хӗл тӑрать.

Стояла белая зима с жестокою тишиной безоблачных морозов, плотным, скрипучим снегом, розовым инеем на деревьях, бледно-изумрудным небом, шапками дыма над трубами, клубами пара из мгновенно раскрытых дверей, свежими, словно укушенными лицами людей и хлопотливым бегом продрогших лошадок.

XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Тинех ак эсӗ те! — терӗ хӗпӗртенӗ сасӑпа Копылов, таҫтан сӗтел тӗлӗнче мӑкӑрланакан кӑвак тӗтӗм пӗлӗчӗ хыҫӗнчен тухса.

— Наконец-то и ты! — обрадованно проговорил Копылов, появляясь откуда-то из сизого табачного облака, клубившегося над столом.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тепӗртакран, юпа пек ҫӗкленсе мӑкӑрланакан тусан ҫӑмхинчен иртсе, карттусӗ ҫумне шурӑ хӑю ҫӗлесе хунӑ юлан утлӑ казак, хул айне хӗстерсе тытнӑ карабинпа, тӑкӑрлӑкран вӑркӑнса тухрӗ.

А минуту спустя, опережая вихрь пыли, вывернулся верховой казак с белой перевязью на фуражке, с прижатым к боку карабином.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шухӑша кайрӗ, ҫырнине чӗрсе хучӗ, васкавлӑн пирус туртса ячӗ, вара мӑкӑрланакан пирусне сӗтел ҫине хурса, ҫырма тытӑнчӗ: «Эсир хӑвӑра айӑплӑр, мана мар…»

Задумался, зачеркнул написанное, торопливо закурил и, положив дымящуюся папиросу, написал: «Вы не меня обвиняйте, а себя…»

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫул ҫинче мӑкӑрланакан тусанӑн кӗрен шӑналӑкӗпе пӗркеннӗ виҫӗ юлан ут ялтан тухрӗҫ те сиккипе казаксем патнелле ӗрӗхтерсе килеҫҫӗ.

Три всадника, окутанные розовым батистом пыли, миновав деревню, стлались в намете.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казак картузӗсен хӗрлӗ кӑшӑлӗсем, кӑвак та хура мундирсемпе сюртуксем, ҫаннисене шурӑ тутӑр ҫыхнӑскерсем, хӗрарӑмсен тутрисем ҫинче йӑлкӑшакан асамат вӑййи, тӗрлӗ-мӗрлӗ юбкӑсем, мӑкӑрланакан ҫутӑ тусан хӳрисем вӗлтӗртетсе юлаҫҫӗ кашни урапа-кӳме хыҫӗнчен.

Красные околыши казачьих фуражек, синие и черные мундиры и сюртуки, рукава в белых перевязях, рассыпанная радуга бабьих шалевых платков, цветные юбки, кисейные шлейфы пыли за каждой бричкой.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн винокурӑн пӗчӗк ҫеҫ куҫӗсем ҫухалчӗҫ; вӗсем вырӑнне хӑлха таранах ҫутӑ пӑйӑркисем тӑсӑлчӗҫ; хытӑ кулнипе пӳ-сийӗ чӗтренме тытӑнчӗ, хаваслӑн кулакан тутисем самантлӑха мӑкӑрланакан чӗлӗмне пӑрахрӗҫ.

По произнесении сих слов глазки винокура пропали; вместо их протянулись лучи до самых ушей; все туловище стало колебаться от смеха, и веселые губы оставили на мгновение дымившуюся люльку.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех