Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑйӗнчен (тĕпĕ: мӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чикарккине чӗртсе, ача Григорий утне тарлӑ мӑйӗнчен ачашласа илчӗ те: «Тавтапуҫ» тесе хӑварса, вӑкӑрсем патне чупрӗ.

Закурив, он погладил мокрую шею Григорьева коня, сказал: «Спасибочко», — и побежал к быкам.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл мӑйӗнчен хӑвӑрт амӑшӗн аллисене вӗҫертрӗ те, ӑмӑрланнӑ сӑнлӑскер, васкавлӑн крыльца ҫине чупса тухрӗ.

Он рознял на своей шее руки матери, — хмурясь, вырвался на крыльцо.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Амӑшӗ, кӗпе айӗнчен ҫакса ҫӳремелли пӗчӗкҫӗ хӗресе хыпашласа, хӑй ҫинчен хыврӗ те, ывӑлне чуп туса илсе, хӗрес хурса, мӑйӗнчен ҫакрӗ, ҫаккине ҫухави айне туса майларӗ: пӳрнисем хӑйӗн сивӗ тытнӑ пек тӑрӑлтатса чӗтрерӗҫ.

Мать, торопясь, сняла с себя нательный маленький крест, — целуя сына, крестя его, надела на шею, заправляла гайтан за воротник, а пальцы прыгали, кололи холодком.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кусем — Туземнӑй дивизи представителӗсем, — офицер ту ҫыннисем ҫине куҫӗпе кӑтартрӗ те, чӗлпӗрне карӑнтарса тытса, чӑм тара ӳкнӗ лашине мӑйӗнчен ачашласа илчӗ.

А это — представители Туземной дивизии, — офицер указал глазами на горцев и, туго натягивая поводья, погладил рукой мокрую глянцевую шею взмыленного коня.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав самантра Дарья сасартӑк аллисене сарса пӑрахрӗ те, хуняшшӗне мӑйӗнчен ыталаса илсе, пӳрнисене хӗреслесе тытрӗ, хӑйпе пӗрле ӑна арпалӑх еннелле сӗтӗрчӗ:

Дарья вдруг вскинула руки и, охватив шею свекра, скрестив пальцы, пятилась, увлекая его за собой:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анфиса, ашшӗ кӗнине курман пек, пӗр аллипе Ҫемене мӑйӗнчен ыталаса, тепӗр аллипе пуҫри бинтне салтса, ҫӗнӗрен ҫыхать.

Анфиса не замечала отца, перевязывая Семену голову, она одной рукой обняла его за шею, другой заматывала бинт.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл, йӗнер йӑрани ҫине тӑрса, хӗҫпе каснӑ пек турӗ те сыхланса пыракан венгереца улталарӗ, хӑй ҫав хушӑрах тепӗр май ҫаврӑнса, ӑна хул калакки хушшинчен хӗҫ вӗҫӗпе яшлаттарчӗ, унтан тата тепӗр хутчен мӑйӗнчен туртса касрӗ.

Привстав на стременах, он обманул бдительность венгерца ложным взмахом и, изменив направление удара, пырнул концом шашки, второй удар нанес в шею, где кончается позвоночный столб.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, хӑй ҫирӗп ларса пыманнине туйса, чӗреренех хӑраса ӳксе, йӗнер йӑранине шыраса тупрӗ; аялалла усӑнса, ӑна ярса тытрӗ, ура пуҫне тӑхӑнтартрӗ, унтан пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те ултӑ лаша кӳлнӗ тупӑ курчӗ; чи малти лаши ҫинче ларса пыракан юланутӑн пуҫне касса татса ывӑтса янӑ, анчах вӑл, аллисемпе ут мӑйӗнчен ярса тытнӑ та, пурпӗр ҫаплипех ларать, хӑйӗн кӗпи пӗтӗмпех юнпа тата пуҫ мимипе нимӗрленсе пӗтнӗ.

И Григорий, чувствуя свое неустойчивое положение в седле, ловил стремя с внутренним страхом; свесившись, поймал, вдел носок и, подняв глаза, увидел орудийную запряжку шестерней, на передней — обнявшего руками конскую шею зарубленного ездового, в заплавленной кровью и мозгами рубахе.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иванкова палаш вӗҫӗпе мӑйӗнчен шӑйӑрттарчӗҫ, Сулахай енчен ун пуҫӗ ҫине кӑнттам драгун кармашӑнчӗ, куҫӗ умӗнче сулса янӑ палаш ҫиҫсе илчӗ.

Иванкова концом палаша полоснули по шее, с левой стороны над ним вырос драгун, и блекло в глазах метнулся на взлете разящий палаш.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, сӑмсине туртса илсе, Григорипе юнашар лӑпчӑнчӗ те, кашкӑр хырӑмӗнчен шӑлӗсемпе уртӑннӑ йытта мӑйӗнчен туртса уйӑрчӗ, кашкӑра алӑ вӗҫҫӗнех кайрипе малти уринчен тӑллантарса тытрӗ.

Он, сопя, прилег рядом с Григорием и, оттягивая кожу на шее вгрызавшегося в волчье брюхо кобеля, пятерней стреножил волка.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мӑй сыппинчи тарласа кайнӑ хура та тарӑн лупашкасем кӗсри сывланӑ май вылянса тӑраҫҫӗ, хӑйӗн мӑйӗнчен юр ҫине тата ӑмри ҫине юн юхать.

Запотевшие у кострецов впадины, черные и глубокие, ходили в дыханье, с шеи на снег и на круглые шишки грудных мускулов текла кровь.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аякра, авӑ, тихасем тулхӑрса ҫӳреҫҫӗ, кӑнтӑр енчен вӑштӑртатакан вӗри ҫил вӗсен мӑйӗнчен ҫакса янӑ шӑнкравсен сассине Дон ҫинелле хӑваласа килет.

Вдали взбрыкивали жеребята, и тягучий смех балабонов, привешенных к их шеям, несло к Дону южным горячим ветром.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лиза ирӗксӗрех Митькӑн юпа пек хытӑ мӑйӗнчен ыталаса илчӗ, пепекленсе шӑппӑн кулса ячӗ.

Лиза невольно обхватила смуглый твердый столб Митькиной шеи, засмеялась воркующе и тихо.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька нумаях пулмасть хумханса ӳкнипе чӗтреме ернӗ алӑсемпе ӑйӑрне мӑйӗнчен ҫупӑрларӗ те, питне хускатмасӑр йӑл кулса, Григорий ҫине пӑхрӗ.

— Митька дрожащей от пережитого волнения рукой похлопал по шее жеребца и, деревянно улыбаясь, глянул на Григория.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий Григорьевич хӑйӗн яланхи вырӑнне, сӗтел вӗҫне ларчӗ те мӑйӗнчен салфетка ҫакса ячӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл цырульниксем хӑйсен вывескисем ҫине ӳкерекен геройсем евӗр пулса тӑчӗ.

Григорий Григорьевич сел на обыкновенном своем месте, в конце стола, завесившись огромною салфеткою и походя в этом виде на тех героев, которых рисуют цирюльники на своих вывесках.

IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Тытайратчӗ-и Петро пашана, тытаймастчӗ-и, анчах Иван ӑна, арканпа мӑйӗнчен ункӑласа та илнӗ ӗнтӗ, король патне сӗтӗрсе пырать.

Поймал ли бы еще или не поймал Петро, а уже Иван ведет пашу арканом за шею к самому королю.

XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑл хуллен ҫеҫ Солохӑна мӑйӗнчен тытса пӑхрӗ те, паҫӑрхи пекех, кӑшт каялла чакса тӑчӗ.

И схватив ее слегка рукою за шею, и таким же порядком отскочив назад.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Йӗкӗтсем голова мӑйӗнчен ҫакӑнчӗҫ.

Парубки повисли на его шею.

III. Кӗтмен йӗкӗт. Кавар // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Панночка хӑранипе сак ҫине сиксе хӑпарчӗ, тет; кушакӗ — ун хыҫҫӑн; унтан панночка хӑй вырӑнӗ ҫине сиксе ӳкет: кушакӗ каллех ун хыҫҫӑн, сиксе ларчӗ, тет те, пуҫларӗ, тет, панночкӑна мӑйӗнчен пӑвма.

В испуге вскочила она на лавку, — кошка за нею; перепрыгнула на лежанку, — кошка и туда, и вдруг бросилась к ней на шею и душит ее.

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Чӗн пиҫиххипе мӑйӗнчен ҫакса янӑ бандурине аяккалла ывӑтса ячӗ те вӑл хӗрне юнашар пӳрт алӑкӗ умне ларчӗ.

Отбросив бандуру, висевшую на длинном ремне у него на шее, и садясь вместе с нею у дверей хаты.

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех