Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мухтанма (тĕпĕ: мухтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мухтанма, ытлашши калаҫма та юратмасть.

Не любит бахвалятся, много говорить.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ун чухне, паллах, сулмаклӑхӗпе тата мӑнаҫлӑхӗпе мухтанма пултарайман-ха.

В то время, конечно же не мог похвастаться весомостью и достоинством.

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Хамӑр несӗлӗмӗрсен ырӑ ӗҫӗсемпе мухтанма, вӗсене малалла аталантарма кам ура хурать?

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

12. Ҫынсене юрас теекенсем сире ӳтӗре кастарма хистеҫҫӗ — ҫакна вӗсем мухтанма, хӑйсене Христос хӗресӗшӗн ан хӗсӗрлеччӗр тесе тӑваҫҫӗ: 13. ӳтне кастаракансем хӑйсем те саккуна пурӑнӑҫламаҫҫӗ, хӑйсем вара сирӗн ӳтӗре кастарасшӑн — вӗсем ҫакӑнпа мухтанасшӑн.

12. Желающие хвалиться по плоти принуждают вас обрезываться только для того, чтобы не быть гонимыми за крест Христов, 13. ибо и сами обрезывающиеся не соблюдают закона, но хотят, чтобы вы обрезывались, дабы похвалиться в вашей плоти.

Гал 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

¦¦ Кам та кам мӗнпе те пулин мухтанма хӑять пулсассӑн, эпӗ те — ӑссӑрскер — ҫавӑнпа мухтанма хӑятӑп.

А если кто смеет хвалиться чем-либо, то скажу — по неразумию — смею и я.

2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ҫак тӗнче ҫыннисем мухтанма юрать теҫҫӗ пулсассӑн, эпӗ те мухтанам.

18. Как многие хвалятся по плоти, то и я буду хвалиться.

2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Эпир ҫакна хамӑра сирӗн умӑрта асла хурасшӑн каламастпӑр, чун-чӗрерипе мар, тулашӗнчипе мухтанакансене сирӗн хирӗҫ каламалли пултӑр тесе сире хамӑрпа мухтанма май паратпӑр.

12. Не снова представляем себя вам, но даем вам повод хвалиться нами, дабы имели вы что сказать тем, которые хвалятся лицем, а не сердцем.

2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13-14. Эпир сире ҫак хӑвӑр ӑнланма пултараканнине ҫеҫ ҫыратпӑр, урӑххине ҫырмастпӑр; эпӗ шанса тӑратӑп: эсир, пире ӑнланма пуҫланӑскерсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр кунӗнче пӗтӗмпех ӑнланса илетӗр, ун чухне эпир сирӗнпе мухтанма пултарнӑ пек, эсир пирӗнпе мухтанатӑр.

13. И мы пишем вам не иное, как то, что вы читаете или разумеете, и что, как надеюсь, до конца уразумеете, 14. так как вы отчасти и уразумели уже, что мы будем вашею похвалою, равно и вы нашею, в день Господа нашего Иисуса Христа.

2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Эпир таса кӑмӑлпах ҫакӑншӑн мухтанма пултаратпӑр: эпир тӗнчере — уйрӑмах сирӗн патӑрта — пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ тӳрӗлӗхпе, этем ӑсӗпе мар, Турӑ тивлечӗ кӑтартнипе пурӑнатпӑр.

12. Ибо похвала наша сия есть свидетельство совести нашей, что мы в простоте и богоугодной искренности, не по плотской мудрости, но по благодати Божией, жили в мире, особенно же у вас.

2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, Иисус Христоспа пӗрлешнӗскер, Турӑшӑн тунӑ ӗҫӗмпе мухтанма та пултаратӑп; 18. суя тӗнлисене ӗнентернӗ чухне эпӗ хам нимӗн те туман, пурне те ман урлӑ Христос турӗ: Вӑл суя тӗнлисене сӑмахпа, ӗҫпе, 19. паллӑсен те кӗтретсен вӑйӗпе, Турӑ Сывлӑшӗн хӑвачӗпе Турра ӗнентерекен турӗ.

17. Итак я могу похвалиться в Иисусе Христе в том, что относится к Богу, 18. ибо не осмелюсь сказать что-нибудь такое, чего не совершил Христос через меня, в покорении язычников вере, словом и делом, 19. силою знамений и чудес, силою Духа Божия,

Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Эсӗ Ассири ҫӗршывӗн хаяр патшине Сеннахирима — шутсӑр йышлӑ ҫарӗпе мухтанма юратнӑскере, хӑйӗн хӗҫӗпелен пӗтӗм ҫӗре парӑнтарса тухнӑскере, Хӑвӑн сӑваплӑ хулуна хирӗҫ ҫӗкленнӗскере, мӑнаҫлӑхӗпе те чӑрсӑрлӑхӗпе мӑшкӑлласа калаҫакана — Хӑвӑн хӑватна нумай-нумай халӑха уҫҫӑн кӑтартса ураран ӳкернӗ.

4. Ты жестокого царя Ассирийского Сеннахирима, тщеславившегося бесчисленными войсками, покорившего мечом всю землю и восставшего на святый город Твой, в гордости и дерзости произносившего хулы, низложил, явно показав многим народам Твою силу.

3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Кам хӑй ывӑлне ӑс парса ӳстерет, ҫавӑ унран ырӑлӑх курать, ҫын хушшинче те ывӑлӗпе мухтанма пултарать.

2. Кто наставляет своего сына, тот будет иметь помощь от него и среди знакомых будет хвалиться им.

Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мухтанма мухтан та — килӳнтех лар.

Величайся и сиди у себя дома.

4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӗр айӗнчи пуянлӑхпа мухтанма пултараймасан та конкурентлӑ тавар кӑлараҫҫӗ вӗсем, анӑҫ санкцийӗсене парӑнмасӑр малашлӑх ҫулне такӑрлатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Халӗ кашни хуҫа хӑйӗн командипе мухтанма тӑрӑшни ҫинчен вӗҫӗмсӗрех илтетпӗр-ха.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

«Ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсемпе мухтанма пултарайманнине пӑхмасӑр эпир конкурентлӑ тавар кӑларма пултаратпӑр. Ҫакна Чӑваш Енре иртнӗ кунсенче ӗҫлӗ визитпа пулнӑ Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ - «Единая Россия» парти ертӳҫи Дмитрий Медведев тата РФ вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Дмитрий Ливанов пысӑка хурса хакларӗҫ», - тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ишек шкулӗнче 6-мӗш класра ӑс пухакан Павелпа ашшӗпе амӑшӗ те, аппӑшӗпе пиччӗшӗ те тивӗҫлипех мухтанма пултараҫҫӗ.

Павлом, учеником 6-го класса Ишакской школы и родители, и сестра с братьями могут заслуженно гордиться.

Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Эпир хамӑр халӑхпа мухтанма тивӗҫлӗ.

Мы должны гордиться нашим народом.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех