Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мухтанас (тĕпĕ: мухтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
 — Паянхи кун ҫинчен отчет парасшӑн, пирвайхи пӗчӗк ҫитӗнӳсемпе мухтанас кӑмӑл пур!..

Хочу отчитаться за сегодняшний день, похвастаться первыми маленькими успехами!..

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑл та хӑйне Игнат пекех лӑпкӑ тытрӗ, васкамасӑр каларӗ, ытлашши мухтанас мар тесе тӑрӑшрӗ.

Он тоже держался как Игнат спокойно, говорил не спеша, старался особо не хвалиться.

3 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Эпӗр хамӑра авалхи чӑвашсен йӑлине тытатпӑр тетпӗр ӗнтӗ, — мухтанас ӗмӗтпе каласа хучӗ кил хуҫи, хӑй умӗнчи эрех куркине сӗтел варринерех шутарса.

Ну мы, конечно, обычаи свои старинные стараемся поддерживать, — не упустил случая похвалиться хозяин, отодвигая от себя на середину стола чарку с водкой.

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ыттисен, тепӗр чух, мухтанас йӑла та пулать, вӗҫкенленме пӑхаҫҫӗ, Тухтар ҫавӑн пек ушкӑнран пӑрӑнать.

Тухтар даже норовит отойти от той компании, где кто-то вдруг начинает бахвалиться, выставляться.

IV. Ҫӑлӑнӑҫ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Янавар чунпа мӗн тума ҫӳрӗн, хӑш чух кӑштах мухтанас йӑли те хӑйпе пӗрлех ҫуралнӑ пуль ҫав; тен, вӑл ҫавӑн пек каласа, чунне кӑна йӑпатнӑ пуль, ватӑ чӗрине ӑшӑтна пуль, ҫын куҫ умне курӑнма ытлах вӑтанмалла ан пултӑр тенӗрен те каланӑ пуль, — кунҫулӗ сӳннӗ сехетре ҫавӑншӑн тӳре пулмӑпӑр ун тӗлне.

Да, таков, видимо, человек — не может все время ходить мрачным да понурым, вот и рождается в нем желание хоть чем-нибудь порадовать себя, пусть даже солгать самому себе; вероятно, в такие минуты он больше тешил свою душу, а может, перед людьми не хотелось выглядеть совсем уж последним человеком, — так что не стоит его попрекать этим в минуты угасания жизни.

Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хам ӗҫ ҫинчен эпӗ сире ним те ҫырмастӑп, мӗншӗн тесен вӑл ӗҫ Сире мӗнле интереслентернине эпӗ халӗ пӗлместӗп, ҫапах та мӗнпе те пулин Сирӗн умра питӗ мухтанас килет.

Я ничего не пишу вам о своей работе, потому что сейчас уже не знаю, насколько она вас интересует, хотя ужасно хотела бы кое-чем похвастаться.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

«Мана мухтассине пӗлетӗп, — теҫҫӗ унӑн ҫутӑ куҫӗсем, — санӑн мана епле мухтас мар-ха, хамӑн тата епле мухтанас мар!»

«Знаю, что похвалишь меня, — говорили ее лучистые глаза, — да и как тебе не похвалить меня, а мне не погордиться!»

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӗренекенсем тӑхасене ҫап-ҫутӑ пуличченех пурӑпа тасатнӑ, приходскисем умӗнче мухтанас тесе, тумтир тӳмисене вӗҫертсе ҫӳреме юратнӑ.

Пряжку ученики начищали мелом до ослепительного блеска и любили ходить нараспашку, чтобы лишний раз щегольнуть перед приходскими своей формой.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Мӗншӗн-ха мухтанас?..»

Да хвастаться-то зачем?..»

Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Мӑнтарӑн ачин питӗ мухтанас килетчӗ!

А как ему, бедняге, хотелось похвастаться!

Самонька // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

— Пӗлместӗп, мухтанас килмест.

— Не знаю, хвастаться не хочу.

XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Хӑйӗн савӑнӑҫне ҫынсене ҫав тери пӗлтерес, мухтанас килнине ниҫта шӑнӑҫтарайман енне, старик чылайӑшне хӑйӗнчен суйрӗ.

Старик сочинял, испытывая неодолимую потребность поделиться своей радостью, прихвастнуть.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Е каппайланас, пурин умӗнче те мухтанас килет-и?

Или пыль в глаза пустить хочется, покрасоваться перед всеми?

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл та, колхозри ытти ҫынсем пекех, облаҫ пуҫлӑхӗ вӗсен ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫын пулнипе мухтаннӑ тата — мӗн пытармалли пур ӗнтӗ! — унӑн ӑна мӗнпе те пулин тӗлӗнтерес, ҫӗнӗ ҫурт-хуралтсемпе, хуҫалӑх валли туяннӑ япаласемпе мухтанас килнӗ, Любушкина типтерлӗ хуҫа пулнӑ, хӑйне хӑй питӗ хисепленӗ, ҫавӑнпа Пробатова мӗн те пулин кӑмӑла каяс мар пулсан, вӑл хӑйне калама ҫук кӳреннӗ пулӗччӗ.

Как и все в колхозе, она гордилась, что руководитель области был уроженцем их деревни, и — чего греха таить! — ей хотелось чем-нибудь удивить его, похвалиться новыми постройками, ценной для хозяйства покупкой, как истая и рачительная хозяйка, она была до крайности самолюбива и несказанно огорчилась бы и обиделась, если бы Пробатову что-либо пришлось не по душе.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ мухтанас тесе йышӑнмарӑм.

— Я признавался не от лихости.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эх, эх, мӗншӗн мухтанас!

— Эх, эх, и чего хвастал!

Галие // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вӑл икӗ ҫыруне те аллипе чӑмӑртаса тытать те хутор тӑрӑх кускаласа ҫӳрет, хут пӗлекен ҫынсене тытса чарса, ҫырӑвӗсене вулаттарать, — ҫук, хӑйшӗн мар вулаттарать вӑл, кая юлса килнӗ савӑнӑҫпа пӗтӗм хутор умӗнче мухтанас килет унӑн.

Он, сграбастав оба письма, ходил с ними по хутору, ловил грамотных и заставлял читать, — нет, не для себя, а радостью поздней хвастал старик перед всем хутором.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мухтанас йӑли те ҫукрах унӑн!

— И хвастовства у нее мало!

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кайран, «ӑслӑ арӑмпа» мухтанас шутпа, Штольц Ольгӑна ытлашши ӑслӑ япаласем ҫинчен вӗрентмен.

Он не навязывал ей ученой техники, чтоб потом, с глупейшею из хвастливостей, гордиться «ученой женой».

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ ӑна тӗплӗн, киленсе кайса ӑнлантартӑм, пӗр кукӑра та сиктермерӗм, хӑш-пӗр ятсене юри, мухтанас кӑмӑлпа, пусарах каларӑм: «Швивая горка», «Яузские ворота» т. ыт. те.

Я объясняю ему подробно, с наслаждением, пространно, называю все повороты, щеголяю названиями: «Швивая горка», «Яузские ворота».

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех