Шырав
Шырав ĕçĕ:
Графиня ҫулталӑкра икӗ хутчен бал туса ирттерни ҫинчен те кала-кала параҫҫӗ, унта пӗтӗм кӗпӗрнери дворянсемпе чиновниксем, ҫав шутрах Варламов та, пыраҫҫӗ имӗш; пӗтӗм хӑна ҫавӑн чух кӗмӗл сӑмавартан чей ӗҫсе тӗлӗнмелле апат-ҫимӗҫ (сӑмахран, хӗлле Ҫӗнӗ ҫулта хӑмла ҫырлипе ҫӗр ҫырли) ҫиет имӗш, кунӗн те ҫӗрӗн пӗр чарӑнмасӑр янӑракан музыкӑпа ташлать.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӗрсе калакан музыкӑпа пӗрех.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Шӑлӗсем шатӑртатни, аллисенчи тимӗрсем чӑнклатни, ыратнипе йынӑшса яни, ҫӑткӑнлӑха пула ахлата-ахлата илни, татӑк аш тивменшӗн хирӗлсе кӑшкӑрни, выҫӑпа хаяррӑн ҫухӑрни — ҫаксем пурте пиншер хут ирӗксӗрлесе ҫуркаласа пӗтернӗ тупӑш ҫинче, ҫӗрӗн тӗрлӗ тӗслӗ пылчӑкӗпе вараланса пӗтнӗ виле тупӑш ҫинче янӑраса тӑракан музыкӑпа пӗрлешсе каяҫҫӗ.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Илемлӗ тискер кайӑксем, хӑранипе ухмаха ернӗ пек, ҫутӑсем йӑлтӑртатнипе суккӑрланса, музыкӑпа пӑшал сассине пула анраса кайса, тимӗр картасем хушшипе урнӑ пек ыткӑнса ҫӳреҫҫӗ, симӗс куҫӗсене ҫиҫтерсе ҫухӑраҫҫӗ, хӑрӑлтатаҫҫӗ; асав шӑлӗсене хаяррӑн кӑтартса, вӗсен тутисем чӗтреҫҫӗ, е пӗр ура, е унтан тепри хӑрушшӑн ҫӗкленсе сывлӑшалла кармашса илет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вӗсем, шуҫӑмпа пӗрлех мар пулин те, ирех тӑраҫҫӗ; нумайччен чей ӗҫсе ларма юратаҫҫӗ, хӑш чухне, ӳркеннӗ пекех, сӑмах чӗнмеҫҫӗ, унтан харпӑр хӑй кӗтессине каяҫҫӗ е пӗрле ӗҫеҫҫӗ, ҫиеҫҫӗ, уя кайса ҫӳреҫҫӗ, музыкӑпа киленеҫҫӗ… ыттисем пекех, Обломов ӗмӗтленни пекех.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Музыкӑпа литература, поэзири чӑваш халӑх пуянлӑхӗ», Петӗр Хусанкай 100 ҫулне тата Геннадий Волков ӑсчах 80 ҫулне халалланӑ чыславсем», «Язык ты мой — звенящая струна» программӑсемпе мешехесем капла халлӗн вулама та кӑсӑк.
«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html
Пӗрисем Ольгӑна айван, кӗске ӑслӑ тесе шутланӑ, мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫ ҫинчен, юрату ҫинчен ӑслӑ сӑмахсем пӑшӑлтатман, ҫынсем калаҫнӑ чухне никам кӗтмен хӑюллӑ сӑмахсем хӑвӑрттӑн каласа хуман, музыкӑпа литература пирки тишкернӗ чухне кӗнекесем ҫинчен вуласа е ҫынсенчен: илтсе пӗлнине калаҫура палӑртман: вӑл сахал калаҫнӑ, хӑйӗн ытлашши ӑслах мар шухӑшӗсене пӗлтернӗ — унран аслӑ та ҫивӗч «кавалерсем» пӑрӑннӑ; ҫивӗч маррисем, пачах урӑхла, ӑна ҫав тери ӑслӑ тесе шутланӑ, кӑштах унран хӑракаланӑ та.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗрре Расщепей мана, кулкаласа, чӑн-чӑн музыкӑпа «ӑша витерме» кунта ирхи концерта илсе килнӗччӗ.Как-то Расщепей взял нас на утренник, чтобы меня, как он пошутил, проняла настоящая музыка.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Музыкӑпа пырса кӗретӗн! — тесе хушса хучӗ.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫавӑнпа та, наступлени вӑхӑтӗнче батарея позици улӑштарнӑ чух, пӗрремӗш оруди музыкӑпа малалла пынӑ.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Уяв пултарулӑх учрежденийӗн иртнӗ тата хальхи пурнӑҫне сӑнлакан музыкӑпа театрализациленӗ представленипе пуҫланчӗ.
Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22
Концерт чӑн-чӑн музыкӑпа искусствӑна юратакансене савӑнӑҫ, илем, хавхалану, ҫурхи ырӑ кӑмӑл парнелерӗ.
Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02
Хусанти 12-мӗш номерлӗ музыкӑпа хореографи шкулӗнчи «Изумруд» ташӑ ушкӑнӗсен ячӗ конкурсран конкурса янравлӑрах та янравлӑрах илтӗнет.
Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Малалла ҫулҫӳревҫӗ вырӑнти Абай ячӗллӗ музыкӑпа драма театрне ҫитнӗ.Следующим пунктом у путешественника стал местный музыкально-драматический театр имени Абая.
Никита Васильев Семейри театрта каннӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12154.html
Пӗри илемлӗ литература, тепри - искусствӑпа, музыкӑпа ҫыхӑннӑ, психологи, ачасене воспитани парасси, философи кӗнекисем.
Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№