Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

математика сăмах пирĕн базăра пур.
математика (тĕпĕ: математика) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Математика урокӗ каллех ҫитрӗ.

Опять — урок математики.

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

Шкулта естествознани, математика, вырӑс чӗлхипе литературине, тӑван чӗлхене вӗрентнӗ, физкультура урокӗсем иртнӗ.

В школе учили естествознание, математикц, русский язык и литературу, родной язык, проходили уроки физкультуры.

Йӳҫкасси шкулӗ 120 ҫулта // Н. НИКОЛАЕВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6992-j-ka ... l-120-ulta

Тӗслӗхрен, пулас профессорсем — Иван Андреевпа Николай Петров чӗлхеҫӗсем — пединститут преподавателӗсем сӗннипе урӑх ҫӗртен куҫнӑ: пӗри — вырӑс уйрӑмӗнчен, тепри — физикӑпа математика факультетӗнчен.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Ишекри вӑтам шкулта тӑваттӑмӗш класран пуҫласа алла аттестат иличченех Г.Калининпа унӑн юлташӗсене Ю.Пигалицина учительница математика вӗрентнӗ, вӑлах вӗсен класс ертӳҫи пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

МГУна куҫнӑ математика ҫӑлтӑрӗ хӑех мӗне тӑратчӗ!

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫакна палӑртмалла, кӑҫалхи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗччен шкулсене географи, вырӑс чӗлхипе литератури, истори, математика, акӑлчан чӗлхи, биологи предмечӗсемпе ҫӗнӗ кӗнекесем килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсене кӗнекесем килнӗ // Л.КУЗНЕЦОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Мӑшӑрӑм Сергей Николаевич ЧПУн физикӑпа математика факультетне пӗтернӗ.

Супруг Сергей Николаевич закончил физико-математический факультет ЧГУ.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӑл каланӑ тӑрӑх, закон питӗ ансат иккен, логикӑллӑ мӗнпур пӗтӗмлетӳсем физикӑпа математика пӗлӗвӗсенче шӑнӑҫаҫҫӗ.

По его рассказам, закон очень прост, все логические умозаключения умещаются в границы знаний математики и физики.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

«Унӑн математика формулине каламастӑп сире, ӑнланмӑр», – терӗ Геннадий.

"Я не буду рассказывать о ее математической формуле, не поймете", - сказал Геннадий.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Иртнӗ ҫулсенче акӑ математика, чӑваш чӗлхи, биологи предмечӗсемпе малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Вот в прошлом году по математике, чувашскому языку, биологии заняла первые места.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Асли, Сергей, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн физикӑпа математика факультетне пӗтернӗ.

Старший, Сергей, окончил физико-математический факультет Чувашского государственного педагогического университета.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

1991-1993 ҫулсенче математика анализӗн кафедринче преподавательте ӗҫленӗ.

1991-1993 годах работал в кафедре математического анализа.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Шкул пӗтерсен И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне /халӗ университет/ ҫул тытать, физикӑпа математика факультетӗнче ӑс пухать.

После школы направляется в Чувашский государственный педагогический институт имени И.Я.Яковлева (ныне университет), учится на физико-математическом факультете.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Тӗрӗс ӑслӑлӑхсене юратни, класс ертӳҫине - математика учительне Елена Ивановна Федотовӑна хисеплени унӑн малашнехи пурнӑҫ ҫул-йӗрне палӑртнӑ.

Любовь к точным наукам, уважение к классному руководителю - учителю математики Елене Ивановне Федотовой, предопределят его дальнейшую судьбу.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Математика урокне лайӑх ӑнлантаратчӗ.

Хорошо объясняла на уроке математики.

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Вӗсем электроникӑпа математика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ҫавӑнпа манӑн математика вӗрентекенӗ пулас килетчӗ.

Поэтому мне хотелось быть учителем математики.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Манӑн асанне Федора Романовна Ершова физикӑпа математика вӗрентнӗ.

Моя бабушка Федора Романовна Ершова преподавала физику и математику.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

А.И. Степанова тата Э.В. Соловьева вӗрентекенсем математика эрни валли ятарласа сӑн ӳкерчӗксен стендне те хатӗрленӗ.

Учителя А.И. Степанова и Э.В. Соловьева для недели математики приготовили специальный фотостенд.

КВН-ра вӑй виҫрӗмӗр // Анастасия Ильина. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Икӗ ушкӑна пайланса 5-мӗш тата 3-4-мӗш классенче вӗренекенсем кам чи ӑсли, чи тавҫӑрулли, математика предмечӗн вӗрентекенне чи тимлӗ итлесе лараканнине палӑртассипе тупӑшрӗҫ.

Разделяясь в две команды учащиеся 5-ого и 3-4-ых классов соревновались в номинациях кто самый умный, самый сообразительный, самый внимательный слушатель учителя математики.

КВН-ра вӑй виҫрӗмӗр // Анастасия Ильина. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех