Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Эй тӑшман хӗрарӑм! маншӑн ан хӗпӗрте, ӳкрӗм пулин те — эпӗ тӑрӑп; эпӗ сӗмлӗхре пулин те — Ҫӳлхуҫа маншӑн ҫутӑ пулӗ.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана хуйхӑ ҫитрӗ! маншӑн халӗ — ҫуллахи ҫимӗҫсене пуҫтарса кӗртнӗ хыҫҫӑнхи пекех, иҫӗм ҫырлине татса пуҫтарнӑ хыҫҫӑнхи пекех: ҫиме пӗр ҫырла та, чуна пыракан пӗр пиҫнӗ ҫимӗҫ те ҫук.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хӗвел тухсан, Турӑ тухӑҫӑн шӑрӑх ҫилне вӗртернӗ, хӗвел Ионӑн пуҫне хӗртме пуҫланӑ; Иона пӗтӗмпех халтан кайса ҫитнӗ те хӑйшӗн вилӗм ыйтса каланӑ: маншӑн пулсан вилни пурӑннинчен аванрах, тенӗ.
Иона 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Халӗ вара, Ҫӳлхуҫамӑм, манран чунӑма ил: маншӑн пулсан вилни пурӑннинчен аванрах, тенӗ.3. И ныне, Господи, возьми душу мою от меня, ибо лучше мне умереть, нежели жить.
Иона 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем, эсир те Маншӑн Эфиопи ҫыннисен ывӑлӗсем пекех мар-и? тет Ҫӳлхуҫа.7. Не таковы ли, как сыны Ефиоплян, и вы для Меня, сыны Израилевы? говорит Господь.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тир, Сидон тата Филисти тӑрӑхӗ, мӗнех эсир Маншӑн?
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пушхирти иҫӗм ҫырли пек пулчӗ Маншӑн Израиль; смоква йывӑҫӗн малтанхи ҫырли пек, тин пиҫсе ҫитнӗ ҫырли пек, курӑнчӗҫ Мана сирӗн аҫӑрсем, анчах вӗсем Ваал-Фегор патне кайрӗҫ те намӑс ӗҫе тытӑнчӗҫ, хӑйсем те, хӑйсем саваканни пекех, ирсӗре тухрӗҫ.
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗрес темесессӗн ҫапла туманни, сирӗн алла ҫакланманни аванрах маншӑн.23. Лучше для меня не сделать этого и впасть в руки ваши, нежели согрешить пред Господом.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав самантрах ӑс-хакӑлӑм ман патӑма таврӑнчӗ; ман патӑма патша чапӗ те, чысӗ те, мухтавӗ те таврӑнчӗ; унччен маншӑн ӗҫлесе тӑнӑ канашҫӑсемпе аслӑ улпутсем мана йышӑнчӗҫ, мана ҫӗнӗрен патшана лартрӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн манӑн чапӑм унчченхинчен те ытларах ӳссе кайрӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль килӗ ӗнтӗ Маншӑн ҫунчӑк пулчӗ; вӗсем пурте — вучахри тӑхлан, пӑхӑр, тимӗр тата хура тӑхлан; вӗсем кӗмӗл ҫунчӑкӗ пек тӑрса юлчӗҫ.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Израиль килӗ чун-чӗрипе ӑнланса илтӗрччӗ, хӑйсен йӗрӗхӗсене пула вӗсем пурте Маншӑн юта тухрӗҫ.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Никам та ан савӑнтӑр маншӑн: тӑлӑха юлтӑм, мана нумайӑшӗ манӑҫларӗ, ачамсен ҫылӑхӗсемшӗн пушанса юлтӑм: вӗсем Турӑ саккунӗнчен пӑрӑнчӗҫ.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Маншӑн вӑл пытанса тӑракан упа пек, вӑрттӑн ҫӗрти арӑслан пек пулса тӑчӗ; 11. манӑн ҫулсене хупларӗ те мана туласа тӑкрӗ, мана ниме тӑман ҫын туса хучӗ; 12. уххине туртса карӑнтарчӗ те — мана ҫӗмрен ҫитсе тӑрӑнмалли тӗле тӑратрӗ; 13. йӗннинчен кӑларнӑ ҫӗмренӗсене манӑн пӳреме тӗллесе ячӗ.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлти ҫара шутласа кӑлараймастӑн, тинӗс хӑйӑрне виҫсе тухаймастӑн — Эпӗ Давид чурамӑн йӑхне тата Маншӑн ӗҫлесе тӑракан левитсене ҫапла йышлӑлантарса ярӑп, тет.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ: 20. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Манӑн кунпа хывнӑ халалӑма, каҫпа хывнӑ халалӑма, кунпа каҫ хӑй вӑхӑтӗнче килсе тӑнине пӑрахӑҫлаятӑр пулсассӑн, 21. Манӑн Давид чурампа хывнӑ халалӑм та пӑрахӑҫланӗ: унӑн тӑхӑмӗнче патша пуканӗ ҫинче лараканӗ пулмӗ, Маншӑн ӗҫлесе тӑракан левит-священниксемпе хывнӑ халалӑм та пӑрахӑҫланӗ.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иерусалим Маншӑн хаваслӑ ят пулӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсемшӗн пуриншӗн те вӑл мухтавпа чап пулса тӑрӗ, вӗсем Эпӗ уншӑн тунӑ мӗнпур ырӑлӑх ҫинчен илтӗҫ, Эпӗ панӑ ырӑлӑхпа тӑнӑҫлӑхран тӗлӗнсе те чӗтресе ӳкӗҫ.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫак вӑхӑтра эпӗ вӑрантӑм та куҫа уҫрӑм, тӗлӗкӗм кӑмӑллӑ пулчӗ маншӑн.26. При этом я пробудился и посмотрел, и сон мой был приятен мне.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ефрем ывӑлӑм маншӑн хаклӑ мар-и вара? юратнӑ ачам мар-и вӑл? ун ҫинчен калаҫма пуҫласанах ӑна яланах юратса аса илетӗп; уншӑн Манӑн ӑшчикӗм пӑлханать; Эпӗ хӗрхенӗп ӑна, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 5. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Иудейӑран куҫса кайнисем, ҫак вырӑнтан Халдея ҫӗрне Эпӗ Хам куҫарнӑ ҫынсем, Маншӑн ҫак лайӑх ҫырла пек лайӑх пулӗҫ; 6. вӗсене ырӑлӑх парса, Эпӗ вӗсен енне ҫаврӑнса пӑхӑп, вӗсене ҫак ҫӗр ҫине каялла илсе килӗп, вӗсене тӗреклӗлетӗп — пӗтермӗп, вырӑнаҫтарса лартӑп — кӑкламӑп; 7. Эпӗ вӗсене Ҫӳлхуҫана пӗлме пултаракан чӗре парӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп: ӗнтӗ вӗсем пӗтӗм чӗрипе Ман енне ҫаврӑнӗҫ.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Иудея патшийӗн керменӗ ҫинчен ҫапла калать: эсӗ Маншӑн — Галаад пекех, Ливан тӑрри пекех; анчах Эпӗ сана пушхир, хулусене никам пурӑнман вырӑн тӑватӑп, 7. сана хирӗҫ тӑма пӗтермӗшсем хатӗрлерӗм, кашнийӗ хӑйӗн кӑралӗпе пулӗ, вӗсем санӑн чи лайӑх кедр йывӑҫҫисене касса тухӗҫ те вута пӑрахӗҫ.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.