Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑшт вӑхӑт иртсенех виҫӗ юланутҫа, шыв урлӑ каҫса, Яман-Джалга патнелле ҫул тытрӗҫ; вӗсем лашисене пӗрре ҫумӑр вырттарнӑ хӑмӑлпа, тепре ҫырмасемпе тӗмесем хушшинчи сип-симӗс те йӗпе курӑк тӑрӑх уттарчӗҫ: лашасен ура чӗрнийӗсем акӑ ӑҫта шыва кӗрсе тасалчӗҫ те ӗнтӗ!
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лашасен ҫӗнӗ йӑхӗ те — Кнышев урхамахӗ пур; унпа чӑннипех те мухтанмалла!У них даже есть новое племя — рысь Кнышева; ему действительно есть, чем гордиться!
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Йӗнерсем ҫинче, лашасен ҫурӑмӗсене хупласа илнӗ буркӑсем тӑхӑнса, Тутариновпа Стегачев мар, «Рассвет» колхозри партипе комсомол руководителӗсем лараҫҫӗ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тепӗр ҫирӗм минутран лашасен хуҫисене карчӑк пӳртне пуҫтарса, Травкин васкавлӑн расписка чӑрмалакаласа панӑ та, ҫапла каланӑ:
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Мӗншӗн-ха вӑл ватӑлмалӑх кунӗнче юланутпа чуптарса ҫӳрет тата лашасен тӗрлӗ йӑхне ӳстерет?Почему он при старости лет джигитует на коне и там разную новую конскую породу выращивает?
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл фронта пулӑшассине вӑйлатма кирли ҫинчен, лашасен ҫӗнӗ йӑхне тупса ӳстермелли, курӑксене ытларах акмалли, утӑ хатӗрлемелли ҫинчен тата тепӗр сехет каланӑ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑшпӗр арҫынсем вара татах та канлӗрех «вырӑн» йышӑннӑ: лашасен ҫурӑмӗсем ҫинче урисене, сакӑ ҫинчи пек, пӗр еннелле усса лараҫҫӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӗрес илнӗскер! — мухтансарах каласа пачӗ Дегтярев чупса пынӑ салтаксене, лашасен ҫӑварлӑхӗсене вӗҫертнӗ май.С крестом! — хвастливо объявил Дегтярев подбегавшим солдатам, по-хозяйски разнуздывая коней.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чӗрнисем, куҫӗ, шӑлӗ-ҫӑварӗ — ҫаксем, пурте сывӑ та чипер, вӗсем ӑрат паллисене уҫҫӑнах кӑтартса тӑраҫҫӗ, чи таса юнлӑ лашасен ҫеҫ ҫавнашкал пулать.
XXVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Лашасем, тулхӑра-тулхӑра, васкамасӑр чӑмларӗҫ, Дениска вӗсем патӗнчех ҫӳрерӗ, хуҫасем хӑяр, кукӑль, ҫӑмарта ҫини хӑйшӗн ниме те пӗлтерменнине кӑтартасшӑн пулса, ҫине тӑрсах лашасен ҫурӑмӗсемпе хырӑмӗсене сӑрса илнӗ шӑна-пӑвана вӗлерес ӗҫпе тӑрмашрӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫуралнӑранпа нихҫан та хӗрелсе курман, унта хӗрелме вӗрентӗм: шӑварма хӑвалас тесе, лашасен пӗр ушкӑнӗ патне пыратӑп кӑна, акӑ сана, пӑх та кур, хӗр пек хӗрелме пуҫлатӑп…
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лашасен ҫурӑмӗсем ҫийӗн пушӑ явӑнса илсе шартлатрӗ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лашасен станокӗсем тӗлӗнчен иртсе пыратӑп, ҫынсен лашисене куратӑп, — хӑнк та тумастӑп, анчах хам лаша тӗлне ҫитсен, унӑн хура чӗнлӗ ҫурӑмӗ ҫине, паллӑ туса янӑ сулахай хӑлхи ҫине пӑхсан, тӳрех чӗре сурса ыратма тытӑнать, — ҫав самантра вӑл мана хамӑн арӑмран та тӑванрах пек туйӑнса каять.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лашасен йывӑр ури сассисем хӑваласа ҫите пуҫланӑ, салтаксем уланӑ, вӗсен лашисем аманнисем, ӳкнисем, вилнисем урлӑ каҫа-каҫа кайнӑ, хӗҫӗсем йӑлтӑртатнӑ, вӑхӑчӗпе хурҫӑ шӑхӑрса илсе, шӑмӑ ҫумне ҫапӑнни илтӗннӗ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Лашасен ячӗсене ватӑ-ҫамрӑк, арлӑхпа ӑратлӑх тӗлӗшӗнчен пӗтӗмпех шута илсе тухаҫҫӗ, ҫилхисене, ура чӗрнисене, кӳлмелли таврашсене астуса пӑхаҫҫӗ.Перебрали все возрасты, полы и породы лошадей, вспомнили гриву, копыта, сбрую…
Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.
Ҫакӑнтах, утине сӳрӗккӗн кавлекен лашасен ури айӗнче, ачасем ҫуйӑха-ҫуйӑха кӗрмешеҫҫӗ.Ребятишки возились и визжали тут же, под ногами лошадей, равнодушно жевавших сено.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Яланах каретӑпа ҫӳрет, лашисене питӗ упрать: кӳмене ларас умӗн йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнать, ут хатӗрӗсене, лашасен чӗрнисене те тӗрӗслет, е тепӗр чухне тутӑр кӑларать те лашасене лайӑх тасатнӑ-и тесе, шӑлса пӑхать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран амӑшӗ ӑна тепӗр хут ачашласа илет те, сад пахчине, картишне, ҫаран ҫине выляма кӑларса ярать; ачана пӗччен хӑвармалла марри ҫинчен, лашасен ҫывӑхне, йытӑсемпе качакасем патне ямалла марри ҫинчен, килтен аякка кӑймалла марри ҫинчен, уйрӑмах, ялта усал вырӑн тесе шутлакан типӗ ҫырмана, чи хӑрушӑ вырӑна, ҫывӑхне те пымалла марри ҫинчен няньӑна хыттӑн асӑрхаттарать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун чухне трубасем ҫухӑраҫҫӗ, кӑвак улма-чӑпар лашасен юр пек шурӑ ҫилхисем, хӳрисем вӗлкӗшеҫҫӗ.При раздирающих криках труб, с развевающимися белоснежными гривами и хвостами лошадей.
XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хуть мӗн пулсан та, киле ҫитсенех аттене ҫак лашасен куҫӗсене хуплакан хура илемлӗ япаласене Кудлатка йӗвенӗсем ҫумне те ҫыпӑҫтарса пама ыйтасах пулать.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949