Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларнӑ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
15. Хутаҫҫинчи шывӗ пӗтнӗ, вӑл ачине пӗр тӗм айне пӑрахса хӑварнӑ та 16. аякка, ухӑ йӗппи вӗҫсе ӳкес чухлӗ, кайса ларнӑ.

15. И не стало воды в мехе, и она оставила отрока под одним кустом 16. и пошла, села вдали, в расстоянии на один выстрел из лука.

Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Лот Содом хапхи патӗнче ларнӑ чухне хайхи икӗ Ангел каҫпа Содома пырса ҫитнӗ.

1. И пришли те два Ангела в Содом вечером, когда Лот сидел у ворот Содома.

Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Кӑнтӑрлахи шӑрӑхра Мамре юманлӑхӗнче хӑй чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче ларнӑ чухне ӑна Ҫӳлхуҫа курӑннӑ.

1. И явился ему Господь у дубравы Мамре, когда он сидел при входе в шатер [свой], во время зноя дневного.

Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Аврам чатӑрне пуҫтарса хускалса кайнӑ та Хевронри Мамре юманлӑхне пырса ларнӑ; унта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ туса лартнӑ.

18. И двинул Аврам шатер, и пошел, и поселился у дубравы Мамре, что в Хевроне; и создал там жертвенник Господу.

Пулт 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Тӗпсӗр авӑрӑн ҫӑлӗсем, пӗлӗт чӳречисем хупӑнса ларнӑ, вара тӳперен ҫумӑр ҫума чарӑннӑ.

2. И закрылись источники бездны и окна небесные, и перестал дождь с неба.

Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сӗтел хушшинче ларнӑ вӑхӑтрах пуҫӑма кӗвӗ килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пӗр эрнеренех хак 15 тенке анса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Пассажир самолечӗн штурвалӗ умӗнче 20 ҫул ларнӑ, тӗрлӗ хулана вӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Настя йӑмӑкне унта вырттарнӑ, шӑллӗне алӑра тытса утьӑкка сиктернӗ, ларнӑ ҫӗртех кравате силленӗ — Сара ҫапла ҫывӑрса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

1-мӗш класа кайсан хӗрача вӗрентекене итлемен, ун ҫине хӑпарса ларнӑ, пуҫӗпе стенана ҫапнӑ…

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗррехинче фермӑра ҫутӑ пӗтнӗ, вара сӑвӑм та чарӑнса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ачапа декретра 7 уйӑх ларнӑ эпӗ.

С ребенком 7 месяцев я сидела в декрете.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Сӑнӳкерчӗксене пӑхса ларнӑ май чун чӑннипех те савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2670.html

Ленин ячӗллӗ, «Эмметево», «Яманчурино», «Сатурн», «Победа», «Комбайн», «Рассвет», «АСК-Яльчики» ял хуҫалӑх организацийӗсенче, Ю. Цветков, А. Мясников фермерсен хуҫалӑхӗсенче тӗрӗслеттернӗ вӑрлӑх йӑлтах кондицие ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Тӳрӗ мар кӑмӑллӑ инвесторсен преступлениллӗ ӗҫӗсене пула темиҫе ҫӗр пайҫӑ хӑйсене пама шантарнӑ хваттерсӗр тӑрса юлнӑ, вӗсен умӗнчи пурнӑҫламан тивӗҫсен виҫи 2 миллиард тенке ҫитнӗ, ҫурт-йӗре комплекслӑ майпа лартмалли «Ҫӗнӗ хула» чи пысӑк проект пурнӑҫланма чарӑнса ларнӑ.

Из-за преступной деятельности недобросовестных инвесторов несколько сотен дольщиков не получили обещанных квартир, размер не выполненных перед ними обязательств достиг 2 млрд. рублей, был заморожен самый крупный проект комплексной застройки – «Новый город».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Иккӗшӗ юлашки гранатӑпа сирпӗнсе кайма хатӗрленсе ларнӑ.

Двое готовились к подрыву последней гранатой.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех