Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларнӑ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
11. Давид Израиль патшалӑхне хӗрӗх ҫул тытса тӑнӑ: Хеврон хулинче вӑл ҫичӗ ҫул, Иерусалимра вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ.

11. Времени царствования Давида над Израилем было сорок лет: в Хевроне царствовал он семь лет и тридцать три года царствовал в Иерусалиме.

3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

46. Соломон ӗнтӗ патша пуканӗ ҫине ларнӑ.

46. И Соломон уже сел на царском престоле.

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Айя хӗрӗ Рицпа хуйхӑ тумтирӗ илнӗ те ӑна ҫавӑнта ту ҫине сарса хунӑ, ӗҫҫи пуҫламӑшӗнчен пуҫласа Турӑ шывӗ тӳперен тӑкӑнма тытӑничченех ҫавӑнта ларнӑ, вилесене кӑнтӑрла вӗҫен кайӑксенчен, ҫӗрле тискер кайӑксенчен сыхланӑ, вӗсене тӗкӗнме паман.

10. Тогда Рицпа, дочь Айя, взяла вретище и разостлала его себе на той горе и сидела от начала жатвы до того времени, пока не полились на них воды Божии с неба, и не допускала касаться их птицам небесным днем и зверям полевым ночью.

2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вара патша хапха умне тухса ларнӑ, мӗнпур халӑха «патша хапха умӗнче ларать» тесе пӗлтернӗ.

8. И встал царь и сел у ворот, а всему народу возвестили, что царь сидит у ворот.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Ҫав вӑхӑтра Давид икӗ хапха хушшинче ларнӑ.

24. Давид тогда сидел между двумя воротами.

2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн аммонсен патши вилнӗ, ун вырӑнне унӑн ывӑлӗ Аннон патшана ларнӑ.

1. Спустя несколько времени умер царь Аммонитский, и воцарился вместо него сын его Аннон.

2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Хевронра вӑл ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх таран Иудея патши пулнӑ, пӗтӗм Израильпе Иудея патши пулса вӑтӑр виҫӗ ҫул Иерусалимра патшара ларнӑ.

5. В Хевроне царствовал над Иудою семь лет и шесть месяцев, и в Иерусалиме царствовал тридцать три года над всем Израилем и Иудою.

2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Патшана ларнӑ чухне Давид вӑтӑрта пулнӑ; вӑл хӗрӗх ҫул патшара ларнӑ.

4. Тридцать лет было Давиду, когда он воцарился; царствовал сорок лет.

2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем Гаваон пушхирне каякан ҫул ҫинчи Гиах патӗнчи Амма сӑрчӗ тӗлне ҫитнӗ ҫӗре хӗвел те анса ларнӑ.

Солнце уже зашло, когда они пришли к холму Амма, что против Гиаха, на дороге к пустыне Гаваонской.

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Давид Хевронра иудейсен патшинче ларнӑ вӑхӑт пӗтӗмпе ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх пулнӑ.

11. Всего времени, в которое Давид царствовал в Хевроне над домом Иудиным, было семь лет и шесть месяцев.

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Израиль патшине ларнӑ чухне Саул ывӑлӗ Иевосфей хӗрӗх ҫулта пулнӑ, вӑл икӗ ҫул патшара ларнӑ.

10. Сорок лет было Иевосфею, сыну Саулову, когда он воцарился над Израилем, и царствовал два года.

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Филистимсем хӑйсенӗн мӗнпур ҫарне Афек хулине пуҫтарнӑ, Израиль ҫыннисем Изреельри ҫӑлкуҫ патӗнче тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ.

1. И собрали Филистимляне все ополчения свои в Афеке, а Израильтяне расположились станом у источника, что в Изрееле.

1 Пат 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӑна ӗнтӗ тарҫисем те, хӗрарӑм та ӳкӗтленӗ; вӑл вара, ҫӗр ҫинче лараканскер, вӗсене итлесе, вырӑн ҫине тӑрса ларнӑ.

И стали уговаривать его слуги его, а также и женщина; и он послушался голоса их, и встал с земли и сел на ложе.

1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Авигея васкасах пуҫтарӑннӑ та ашак ҫине ларнӑ, унпа пӗрле пилӗк тарҫи пынӑ; вӑл Давид ҫыннисем хыҫҫӑн кайнӑ, ҫапла Давид арӑмӗ пулса тӑнӑ.

42. И собралась Авигея поспешно и села на осла, и пять служанок сопровождали ее; и пошла она за послами Давида и сделалась его женою.

1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вӗсем ҫул хӗрринчи сурӑх карти патне пырса тухнӑ; унта ҫӗр хӑвӑлӗ пулнӑ, Саул унта тула тухма кӗнӗ; Давидпа унӑн ҫыннисем вара ҫӗр хӑвӑлӗнче шаларах ларнӑ.

4. И пришел к загону овечьему, при дороге; там была пещера, и зашел туда Саул для нужды; Давид же и люди его сидели в глубине пещеры.

1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саул ун чухне Гивӑра ту ҫинчи юман айӗнче ларнӑ, унӑн аллинче сӑнӑ пулнӑ, ӑна хӑйӗн пӗтӗм тарҫи хупӑрласа тӑнӑ.

Саул сидел тогда в Гиве под дубом на горе, с копьем в руке, и все слуги его окружали его.

1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Патша, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, хӑй вырӑнне стена ҫумӗнчи ларкӑч ҫине ларнӑ, Ионафан Саула хирӗҫ ларнӑ, Авенир Саул ҫывӑхне ларнӑ; Давид вырӑнӗ вара пушах пулнӑ.

25. Царь сел на своем месте, по обычаю, на седалище у стены, и Ионафан встал, и Авенир сел подле Саула; место же Давида осталось праздным.

1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӗнӗ уйӑх уявӗ ҫитнӗ, акӑ патша апатланма ларнӑ.

И наступило новомесячие, и сел царь обедать.

1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Саул сӑннипелен Давида стена ҫумне пӑталаса лартасшӑн пулнӑ, анчах Давид Саулран пӑрӑнса ӗлкӗрнӗ, сӑнни стенана тӑрӑнса ларнӑ; Давид ҫав каҫ тухса тарса ҫӑлӑнса юлнӑ.

10. И хотел Саул пригвоздить Давида копьем к стене, но Давид отскочил от Саула, и копье вонзилось в стену; Давид же убежал и спасся в ту ночь.

1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Турӑ ирӗкӗпе Саула каллех усал сывлӑш тапӑннӑ, пӗррехинче вӑл килӗнче ларнӑ пулнӑ, аллинче сӑнӑ пулнӑ, Давид кӗсле каласа ларнӑ.

9. И злой дух от Бога напал на Саула, и он сидел в доме своем, и копье его было в руке его, а Давид играл рукою своею на струнах.

1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех