Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳрши (тĕпĕ: кӳршӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен кӳрши.

Куҫарса пулӑш

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Курать карчӑк — урампала инҫех те мар, кӑваписем ӗмӗрлӗхех ҫӗрпе ҫыхӑннӑ, ял мӑкӗпе мӑкланнӑ урапа-ҫуна ӑстисем Карӑш Микулипе унӑн кӳрши Микиш Павӑлӗ — кас-йышри «Дон Кихотпа Санчо» — сӑмахпа перкелешсе, сӑмах-юмах сутти туса пуль, ҫурма катӑк шӑлӗсене килпетлӗн йӗрсе иртсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Те ывӑлӗ, те кӳрши

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пӗр кӳрши курӑка тикӗслесе ҫитерет те — тепри пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Чирлӗ хӗрарӑм умӗнче сакӑрвуннӑран иртнӗ кӳрши — Лисук кинемей тӑрать.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тимофей Иванович каллех сӗтел хушшине пырса ларать, хӑнине хӑй кӳрши ҫинчен каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Макҫӑм Ҫтаппанӑн чи тус-йышлӑ кӳрши тата чи килӗштерекен кумӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малашне мӗн тумалла унта? — калаҫӑва пуҫларӗ Ҫтаппан кӳрши Хивархи.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Варсан Викторович ывӑлӗ патӗнчен пӑрӑнчӗ те кӳрши ҫине пӑхмасӑрах пӳртрен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗншӗн хам киле мар, сирӗн пата лекнӗ-ха вӑл? — тӗлӗннӗ куҫӗсемпе кӳрши ҫине пӑхса ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑш-чикӗ тӑвӑнса ҫитнипе, халь-халь ҫурӑлса каяс пек, Варсан Викторович пӳлӗм тӑрӑх уткалама пуҫларӗ, унтан, мӑнтӑр аллисене ҫурӑмӗ хыҫне тытса, кӳрши умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӳрши лашана кил хуҫи умне мар, хӑй тӗлӗнче чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку арман хуҫин кӳрши пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Яшмаран хӑвӑр икӗ лаша ҫеҫ тытса килнӗшӗн тарӑхнӑ пулӗ-ха? — кӳрши ҫине кӑлин пӑхса ыйтрӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӳрши ҫеҫ питех те хаклӑ, питех те кирлӗ япала ҫухатнӑн ҫул ҫинче ним хускалмасӑр тӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Йӑван мучи те вырӑнта лараймарӗ, кӳрши патне каҫса, Гагарин ҫинчен каласа пачӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Кӳреннӗ кӳрши каяллах кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

— Ӗҫрӗм, — хуравлать кӳрши, куҫне пытарса.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Манӑнне те ытлашши татнӑ, — янрарӗ Варварисен кӳрши Кулине инке, хӗрӗх урлӑ каҫнӑ хӗрлӗ питлӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

— Паҫӑр виҫ енчен улатчӗҫ, — тет Ваҫуксен кӳрши Мирун-Мӑрси, — халӗ пӗр ҫӗре пуҫтарӑнчӗҫ.

— Давеча с трех сторон выли, — шепчет сосед Протопоповых Мирун-Мырза, — сейчас все в кучу сбились.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех