Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтеҫҫӗ (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пурте кӗтеҫҫӗ.

— Все поджидают.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ӑна полкра кӗтеҫҫӗ.

— Его в полку ждут.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мана обозра кӗтеҫҫӗ

— Меня ждут в обозе…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вырӑнтан вырӑна куҫнипе службӑра туса тӑнӑ яланхи ӗҫсенчен хӑпнӑ казаксем тавар турттармалли вакунсенче тӗмсӗлсе лараҫҫӗ, хӑйсене Дон тӑрӑхӗнчи хуторсене ярасса кӗтеҫҫӗ (иккӗмӗш черетпе ҫара илнисене киле яраҫҫӗ текен хыпара пурте хытӑ ӗненсе лартнӑ), лашисене ӳрӗк-сӳрӗккӗн ҫеҫ пӑхаҫҫӗ, кунӗ-кунӗпе пасар тӑрӑх янкӑртатса ҫӳреҫҫӗ, халӑх хӑвӑрт туянакан япаласене — нимӗҫ утиялӗсене, штык, пачка, шинель, сӑран сумка, табак таврашӗсене тата позицире тӑнӑ чух пухса хатӗрленӗ ытти ӑпӑр-тапӑрсене сута-сута яраҫҫӗ…

Вырванные переброской из обычного круга обязанностей, казаки томились в теплушках, ждали отправки на Дон (слух о том, что второочередников будут распускать по домам, держался весьма упорно), небрежно ухаживали за лошадьми, дни насквозь толкались на базарной площади, торговали запасенными с позиций ходкими предметами продажи: немецкими одеялами, штыками, пилами, шинелями, кожаными ранцами, табаком…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотньӑсем ӑна чӑтӑмлӑн кӗтеҫҫӗ: — ӗ-ӗ-ӗ… хурҫӑ пек ҫирӗп пулас пулать.

Сотни терпеливо ждали: — э-э-э… тверды как сталь.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пире кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хир ҫинчен, хула ҫинчен каласа панисем пурне те питӗ килӗшрӗҫ, анчах малтанхи пекех, пурте малалла пулассине кӗтеҫҫӗ

Всем нравился его рассказ и о степи, и о городе, но все по-прежнему думали, что это тоже не главное…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пурте Сергее сывламасӑр итлесе ларчӗҫ, анчах Сергей халӗ пӗчӗк ӗҫсем ҫинчен ҫеҫ каланине, чи кирли малалла пулассине кӗтеҫҫӗ.

Слушали его внимательно, но все знали, что говорит Сергей пока не о главном, что самое интересное где-то еще впереди.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унта сана кӗтеҫҫӗ

Там тебя ждут…

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шанчӗҫ мана, тачанка та, лашасем те пачӗҫ, халӗ мана пурте кӗтеҫҫӗ унта, йывӑҫ нарячӗ илсе пырасса шанаҫҫӗ…

Поверили мне, дали новую тачанку и лошадей, а теперь все ждут меня и надеются, что привезу наряд на древесину…

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мана тахҫанах пахчара кӗтеҫҫӗ

Меня давно на огороде ждут…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӗҫлекен ҫынсем те пире кӗтеҫҫӗ.

И людишки работящие нас ждут.

Митяй тете // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Патша, кӗтеҫҫӗ, кӗтеҫҫӗ сана заводра.

— Государь, ждут, ждут тебя на заводах.

Урала // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Патша сӑмахне кӗтеҫҫӗ.

Ждут царского слова.

Ҫакас е каҫарас // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Губернатор килӗнче Гагарин офицер команди каялла таврӑнасса кӗтеҫҫӗ.

В губернаторском доме ждали возвращения команды офицера Гагарина.

Пыллӑ пӗремӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вулакансем ӑна пысӑк шанчӑкпа, чунтан кӗтеҫҫӗ.

Читатели ждут его с большой надеждой и искренностью.

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

Вӗсем хӑйсене хуҫа тараватлӑн ӗҫтерсе-ҫитерессе кӗтеҫҫӗ тата туй вӑхӑтӗнче пӗр-икӗ кун хушши нимӗн ӗҫсӗрех пурӑнасса ӗмӗтленеҫҫӗ.

Они ждали щедрого от хозяина угощенья и надеялись на пару свободных во время гульбы дней.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Асту вара, Солопий: тепӗр сехетрен сан патӑнта пулатӑп, халь каях ӗнтӗ киле: сана унта кӗсрӳпе туллуна илме пынӑ ҫынсем кӗтеҫҫӗ».

— Смотри ж, Солопий, через час я буду к тебе; а теперь ступай домой: там ожидают тебя покупщики твоей кобылы и пшеницы!

XII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Халь пирӗн пурте ҫакна ҫеҫ кӗтеҫҫӗ! — терӗ вӑл шухӑшлӑн.

— Теперь все у нас только и ждут этого! — сказал он мечтательно.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хушасса кӗтеҫҫӗ

Ждут свистка…

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех