Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мазин кӗсменсем илчӗ.
46 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Кӗсменсем лекекен вырӑнсенче шыв ҫийӗпе пӗчӗк ункӑсем сарӑла-сарӑла юлнӑ.
Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.
Хӑшпӗр кимӗсенчен пурӗ те хӑма татӑкӗсем тата хумсем ҫинче ишсе ҫӳрекен кӗсменсем ҫеҫ тӑрса юлнӑ.От некоторых лодок остались лишь куски досок и весел, плававшие по волнам.
Ҫапӑҫу // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Кӗсменсем шыва кӑпӑклантарнӑ.
Ҫапӑҫу // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Петр ҫӳллӗ чул ҫине тӑрса тинӗсе тухса кайнӑ кимӗсем ҫинче кӗсменсем ҫӗклене-ҫӗклене аннине нумайччен пӑхса тӑнӑ.Петр стоял на высоком камне и наблюдал, как поднимались и опускались весла уходивших в море лодок.
Петр маневрӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Кӗсменсем пӗр харӑс ҫӗкленсе пӗр харӑс шыва ӳкнӗ.
Похода! // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Вӑрӑм авӑрлӑ кӗсменсем, вакланса пӗтнӗ пӑр таткисене сирсе шыва кӑпӑклантарнӑ.Длинные весла галер пенили воду, расталкивая мелкие остатки льда.
Похода! // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Кӗсменсем каллех пӗр харӑссӑн ҫапма пуҫларӗҫ, кимӗ те капланса килекен хумсене каллех савӑнӑҫлӑн та ҫӑмӑллӑн касса пыма тытӑнчӗ.Опять мерно застучали весла, и лодка снова весело и легко начала резать набегавшие волны.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ункисем тӗлӗнче виҫеллӗн, пӗр евӗрлӗн шаккаса пыракан кӗсменсем темиҫе самантлӑха шыва путаҫҫӗ, унтан кӗсменҫӗсем вӗсене шывран пӗр харӑсах туртса кӑларсан, каллех хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса илеҫҫӗ.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫурхи сивӗ ҫил, шыва кӗсменсем ҫинчен уйӑрса илет те унӑн сирпӗнчӗкӗсене аяккалла сапалать.Весенний холодный ветер срывал с весел воду и разносил брызги.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Юханшыв ҫийӗн инҫете пӑхсан, чи малтанах хура тӑрӑх куратӑн — ку вӑл леш е чи вӑрман, халлӗхе куҫ урӑх нимӗн те палӑртаймасть-ха, унтан пӗлӗт хӗрри ҫуталать, ҫутӑ тӑрӑхӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать, халь акӑ юханшыв та, — ун тӑрӑх инҫете пӑхсан, — хура мар, сӑрӑрах тӗслӗн курӑнать; аякра-аякра пӗчӗк хура пӑнчӑсем шӑваҫҫӗ — кусем шаландӑсемпе пӗчӗк кимӗсем, хура вӑрӑм тӑрӑхсем — сулӑсем; хӑш-пӗр чухне кӗсменсем чӗриклетни, ҫынсем кӑшт сӑмахлани илтӗнет — питӗ шӑп чухне сасӑ шыв ҫийӗн аякка каять; майӗпен-майӗпен шыв ҫийӗ кӑтраланни те курӑнакан пулать, ҫакӑн тӑрӑх ку тӗлте шыв юххи вӑйлине, вӑл тунката ҫине ҫапӑннине пӗлетӗн, — шыв ҫийӗ ҫавӑнпа кӑтраланать; унтан юханшыв ҫийӗн тӗтре йӑсӑрланма тытӑнать; хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт хӗрелет, юханшыва та хӗрлӗ тӗс ҫапать, леш ҫыранра мӗн пурри те йӑлтах курӑнать ӗнтӗ — авӑ, вӑрман хӗрринче пӗчӗк йывӑҫ ҫурт ларать, йывӑҫ складне хураллакан пурӑнать пулас унта, ҫуртне алапаш тукаланӑ, пӗренесем хушшинчи шӑтӑксенчен кушак та кӗме пултарать; кӗҫех лӑпкӑ ҫил тухать, вӑл пит-куҫа уҫӑлтарса вӗрет, вӑрман шӑршипе чечек шӑрши илсе килет, хӑш-пӗр чух япӑх шӑршӑ та килкелет, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче ҫӗрӗк пулӑ купи выртать, унтан усал шӑршӑ сарӑлать; кӗҫех ҫутӑ кун пуҫланать, тавралӑх йӑлтӑр кулӑпа ҫиҫет тейӗн — хӗвел тухрӗ, кайӑксем юрласа ячӗҫ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Анчах вӑл ҫапла кӑшкӑрнине илтрӗм те, алӑсем лӑштӑрах усӑнчӗҫ, кӗсменсем аран-аран ҫӗкленекен пулчӗҫ.Но как только он это сказал, у меня и руки опустились, теперь я греб еле-еле.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
«Пӗр-ик миля ишсен, хунар ҫут, эпӗ таврӑнмасӑр ӑна ан сӳнтер», — терӗм; унтан эпӗ кӗсменсем тытрӑм та ҫутӑ курӑннӑ ҫӗрелле кайрӑм.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Джим кӗсменсем тытрӗ, хамӑр сулла хӑваласа ҫитес тесе хӑвӑртрах ишме тытӑнтӑмӑр.Тут Джим взялся за весла, и мы пустились вдогонку за своим плотом.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хӑлхана тӑратрӑм: ку вӑл ҫӗрлехи лӑпкӑ вӑхӑтра кӗсменсем хӑйсен хӑлӑпӗнче хирӗннипе пулакан сасӑ иккен.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Гондолӑсем хӑйсен пӗчӗккӗ хӗрлӗ ҫутисемпе унчченхинчен те хӑвӑртрах ишнӗн туйӑнаҫҫӗ; анланса илмелле мар йӑлтӑртатаҫҫӗ вӗсен хурса кӗсменӗсем — ӑнланса илмелле маррӑн хӑпарса анаҫҫӗ кӗсменсем, кӗмӗл пулӑсем пек курӑнса чӑмпӑлтатакан шыв пайӑркисем ҫийӗн; унта та кунта та гондольерсем кӗскен, шӑппӑн кӑшкӑрни илтӗнет (халь весӗм нихҫан та юрламаҫҫӗ); ытти сасӑсем илтӗнменпе пӗрех.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Венецие тинӗс хумӗсем ҫапса кӑларнӑ хӑйӑр сӑмсахран уйӑрса тӑракан Лидо ятлӑ сарлака лагунӑра, кӗсменҫӗ вӑрӑм кӗсменсем ҫине ӳпӗнмессеренех шӗвӗр пуҫлӑ кимӗ — гондола — лӑпкӑн чӳхенкелесе ишет.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Йӗпе кӗсменсем ҫунатсем евӗр ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ те урӑх аялалла анмарӗҫ, вӗсенчен тумла шӑпӑртатни янӑравлӑн илтӗнсе тӑчӗ; кимӗ тата кӑштах малалла шурӗ, унтан акӑш пек пӗр вырӑнта ҫаврӑнкаласа чарӑнса ларчӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Джон Мангльс, Мак-Набс тата Вильсонпа Мюльреди кӗсменсем ярса тытрӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Астӑватӑп, вӑл мана кимӗ ҫинче кӗсменсем тыттарса лартатчӗ те, эпир каҫхине юханшыв тӑрӑх ишсе пыраттӑмӑр.Помню, как посадит он меня, бывало, за весла, и плывем мы с ним вечером по реке.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.