Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртмелле (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Заводра ӗҫлеме ҫынсем кирлӗ, вӗсем валли пурӑнмалли ҫуртсем, социаллӑ пурнӑҫпа культура объекчӗсем ӗҫе кӗртмелле тесе ҫыршыв хыснинчен укҫа ҫителӗклӗ уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнчи коррупци сӗмӗллӗ преступленисене сӳтсе явнӑ май Михаил Игнатьев ЧР Строительство министерствине управляющи компанисене лицензи панӑ чухне вӗсен ӗҫне тӗрӗс хаклама сӗнчӗ, пулӑшу ӗҫӗсен рынокне таса мар чунлӑ организацисене кӗртмелле маррине чӗнсе каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Абрикос йывӑҫӗсене те вӑйлӑ энергизатор шутне кӗртмелле.

Деревья абрикосов тоже надо отнести к сильным энергизаторам.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

50-100 грамм типӗ курӑка 1 витре шыва ямалла, вӗреме кӗртмелле, вӑйсӑр ҫулӑм ҫинче 15 минут вӗретмелле, сӑрӑхтармалла.

Куҫарса пулӑш

Самӑрлӑхран — курӑк пулӑшнипе // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Ку чухне рациона симӗс апат, курӑк ҫӑнӑхӗ кӗртмелле.

В этих случаях в рацион надо включить зелёный корм, перемолотую траву.

Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Илемлӗ фильмсен шутне ҫавӑн пекех «Ял» (1928ҫ.), «Апайка» (1929ҫ.), «Киремет кати» (1931ҫ.), «Асту» (1932ҫ.) кӗртмелле.

К художественным фильмам надо занести таких как: "Вихрь на Волге" (1928г.), "Апайка"(1929г.), "Священная роща" (1931г.), "Помни" (1932г.).

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

2 апат кашӑкӗ типӗ чӗртавара ҫур литр шыва ямалла, вӗреме кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Ват хӑмпи япӑх ӗҫлет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Унӑн 42 объектне ӗҫе кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Анчах йӗркесӗр ҫемьесен кил хуҫисене мӗнле «тӑна кӗртмелле»?

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫак правилӑсене Патшалӑх Канашӗн ҫирӗплетсе саккун вӑйӗ памалла та ӗҫе кӗртмелле.

Эти правила должны получить законную силу в Государственном Совете и введены в действие.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗсен ӗҫне йӗркелемелле, координацилемелле, пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Паян пирӗн Чӑваш Республикине малалла тухӑҫлӑн аталантарма тата ӑна илемлӗрех те пуянрах тума пулӑшакан мӗнпур ӗҫе пурнӑҫа кӗртмелле!

И сегодня нам предстоит воплотить в жизнь все намеченное для развития и процветания родной Чувашской Республики!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ӑна пурнӑҫлас тесен усӑ курман производство хӑвачӗсене ӗҫе кӗртмелле тата ҫӗнӗ комплекссем тумалла, ҫапла майпа вара налуксем те хамӑр бюджета пуянлатӗҫ, ҫынсем те пахалӑхлӑ та экологи тӗлӗшӗнчен таса, хамӑр республикӑра туса хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ туянма пултарӗҫ.

Это необходимо реализовать за счет загрузки всех неиспользуемых производственных мощностей и строительства новых комплексов с тем, чтобы налоги поступали в наш бюджет и чтобы люди имели возможность покупать качественные, экологически чистые продукты, произведенные в нашей республике.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

«Сӑрӑ схемӑсемпе» ӗҫлекенсемпе кӗрешме тытӑнмалла, ҫынсене хӑйсен пуласлӑхӗ, республика ырлӑхӗ ҫинчен тарӑнрах шухӑшласа пӑхма ӳкӗте кӗртмелле.

Нужно всерьез заняться теми, кто работает по «серым схемам», убедить людей задуматься и о своем будущем, и о благополучии своих детей и республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ку проекта икӗ ҫулта пурнӑҫа кӗртмелле.

Этот проект будет реализован в течение 2 лет.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ятарлӑ инвестици контракчӗн мелӗсемпе усӑ курассине пурнӑҫа кӗртмелле, ун шайӗнче тупӑшран илекен налук ставкине нуле ҫитичченех чакарма май пулать.

Необходимо внедрить в практику использование механизмов специального инвестиционного контракта, в рамках которого возможно снижение ставки налога на прибыль до нуля.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫак вӑхӑт тӗлне «Чӑваш Енри халӑх ушкӑнӗсем» проекта предпринимательлӗх пӗрлӗхӗпе пӗрле пурнӑҫа кӗртмелле.

К этому времени проект «Этническая Чувашия» совместно с предпринимательским сообществом должен быть реализован.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫапах республикӑн Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине Э.Шамуков фермер хуҫалӑхӗн механизаторне Г.Васильева пӗр сӑмахсӑрах кӗртмелле.

Все-таки в республиканскую книгу рекордов Гиннесса без слов надо занести механизатора Г.Васильева из фермерского хозяйства Э.Шамукова.

Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Кӑҫал республикӑра 22,5 пин гектар пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Ҫураки ҫывхарса пынине кура техникӑна йӗркене кӗртмелле, вӑрлӑх хатӗрлемелле, удобрени кӳрсе килмелле, ҫунтармалли-сӗрмелли япаласене туянмалла тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех