Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗпине (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Курмарӗ-ши хуть? Ах, ма килсе тухрӗ-ши пӗрех хут?» — тесе, аллисемпе кӗпине хуплама тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан кӗпине йытӑ ҫурнине ас турӗ те, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ вут пек тӗлкӗшме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй йӗп-йӗпе тар пулнӑ, кивелсе кайнӑ кӗпине йӳле янӑ, урисене аран сӗтӗрсе утать.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахтупай ывӑлӗ ҫинчи сӑхмана асӑрхануллӑн хывса илчӗ, икӗ хут кӗпине те ҫурчӗ, суранне туртса ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак, лайӑхрах пӑх, лайӑхрах пӑх Тукай мана мӗн тунине, — Мампч-Берден казакин ҫаннисене ҫӳле хӑпартрӗ, кӗпине сирчӗ, Эпселем умӗнче ҫаврӑнкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак ҫакӑ, — вӑл хӑйӗн хыҫӗнче воевода сапарне — тимӗр кӗпине — тытса пыракан юлан ут ҫинелле кӑтартрӗ, — пӗтӗм вӑйран хӗҫпе туртса та ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай ун ҫине хӑйӗн сӑхманне уртса ячӗ те арӑмне вучах кутнелле тӗртрӗ, хӑй ун кӗпине вут умне саркаласа тытса унпа юнашар тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл хывать кӗпине!

Куҫарса пулӑш

Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.

Гена, якатнӑ кӗпине илсе, тӗкӗр умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Унӑн шура ҫухаллӑ кӑвак кӗпине курсан, Катя мана чӗпӗтсе илмесӗр тӳсеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Учительницӑн шурӑ ҫухаллӑ тӗттӗм кӑвак кӗпине эпӗ те юратса пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑшт тӑрсан Ваҫҫа кӗпине турткаласа, ҫӳҫне якаткаласа урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче Ваҫҫа хыҫҫӑн ҫилӗллӗн пӑхса юлчӗ те, пиҫиххирен тухса кайнӑ тӗрӗллӗ шурӑ кӗпине турткаласа, килелле кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эх, сирпӗтет, эх сирпӗтет ҫӳлелле, Ваҫукӑн пӗтӗм питне-куҫне хупларӗ, кӗпине лачкам шыв турӗ, урайне йӗпетрӗ.

Мужчина вымок с головы до ног, намочил пол…

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавӑнпа вӑл, курса киленӗр, пӑхса ӑмсанӑр тенӗ майлӑ, кӗпине вӑр-вар ҫех хывса печӗ.

потому она, наверно, так проворно и скинула с себя платье: нате, любуйтесь мной, наслаждайтесь моей красотой!

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Укка ун питне-куҫне чӑрмаланине пӑхмасӑр хӗрарӑма пусахласа каясшӑн пулнӑ вӑл, чӑрсӑррӑн турткаласа кӗпине ҫурса пӗтернӗ.

Несмотря на ее сопротивление — Укка даже поцарапала ему лицо, — мужчина решил добиться своего, порвал на ней платье.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл кӗпине йӑтрӗ те килтен тухса тарчӗ.

Укка подхватила одежку и убежала из дома.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗри хӗрӗн кӗпине пӑрса ҫакрӗ, тепри хӗре хӑйне ҫӑвӑнма пулӑшрӗ, виҫҫӗмӗшӗ апат хатӗрлерӗ, Савтепи ҫӳхе ҫитӗпе кӑкӑрӗ тӗлӗнчен аялалла пӗркеннӗ те лаҫ кӗтессинче шалта кичеммӗн пӑхкаласа ларать.

Одна постирала и повесила сушиться ее платье, другая помогла девушке помыться, третья хлопотала над обедом, Савдеби в тоненькой нижней сорочке смиренно уселась в уголке лачуги.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗрача Ваҫука пусӑ патне ҫавӑтса пынӑ, валашкари ӑшӑ шывпа ун кӗпине ҫуса тасатнӑ.

Деловито подвела к колодцу и принялась застирывать выпачканную рубаху.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Кам кӗпине?

— Чью?

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех