Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗпине (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑтланса пӑхӑр, вӑн ҫитеет-и? — пырса хӗр ачин хутланса пӗтнӗ кӗпине тӳрлеткелерӗ Чураппа.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Черемисинов амӑшӗпе Тукай Нухрата ҫавӑра-ҫавӑра пӑхаҫҫӗ, карчӑк хӑйӗн кӗпине хӑй ырласа тӑранаймасть.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Черемисинов амӑшӗ Нухрат кӗпине аллипе тытса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пысӑк пӳлӗмре пӗр ватӑ тухтӑр, шӗвӗр сухаллӑскер, йывӑҫ трубкипе итлекелесе пӑхрӗ те унӑн ӳпки-чӗрине ятне тунӑ пек (кӗпине те хывӑнтармарӗ, ҫӳлелле тавӑрма ҫеҫ хушрӗ).

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ева Терентьева, тип кӑна леди Мильфорд кӗпине тӑхӑнса, тӗкӗр умӗнче ҫутӑ парикне кӑтралатса ларнӑ вӑхӑтра Эльгеев пырса кӗчӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ырзем, — те кӗпине варалас мар тесе, те «вилӗм» сӑмаха калама хӑранипе, — хӑрах урипе чӗркуҫленчӗ те, чӗтрекен сасӑпа пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗпине те, пиншакне те, кив кӗрӗкне те хӑйӗнне пачӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑй те пӗлмерӗ, темшӗн унӑн чи юратнӑ кӗпине — Наровчатра менелник кунӗнче тӑхӑннине — ҫакӑран илсе ыталарӗ, куҫҫулленчӗ… вара каллех ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Юратман пулсан — каламалла пулнӑ венчет кӗпине ҫӗличченех.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Венчет кӗпине чиркӗве кайиччен арҫынсене кӑтартмаҫҫӗ, — тесе Павлика хӗрарӑмсем хӑйсенчен уйӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Арҫынсем беседкӑрах юлчӗҫ, хӗрарӑмсем венчет кӗпине виҫме кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Михаил Николаевич ҫири кӗпине чӳхесе-пӑрса типӗтме кӑвайт умне ҫакнӑ хушӑра Виктӑр икӗ пулӑ тыткаларӗ, анчах иккӗш те пуҫ пӳрнерен пысӑк мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗпине ухаймарӑм-ҫке, ывӑлӑм.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вилмелле пулнӑ сан пӗрех хутчен пӗчӗклех — ҫак мӑшкӑла кӑтартиччен! — тӑнран кайнӑ пек кӑшкӑрать Тоскинеев, юратнӑ хӗрӗн кӗпине ҫура-ҫура пӗтерсе.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тумтир тӗркемне кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытса Джесси унран хурарах хӗрлӗ кӗпине силлесе кӑларчӗ те йӑнӑш тӳмелерӗ; пуҫне кӑвак шарфпа хупларӗ; йӑпшӑна-йӑпшӑна чупса хӑйӗн пӳлӗмне таврӑнчӗ; чӑлхине, ури тӗлне лекнӗ пушмакне тӑхӑнчӗ, укҫана ҫыру чикрӗ те — чӳрече уҫса тӑкӑрлӑкри тротуар ҫине сиксе анчӗ.

Прижав к груди ворох одежды, Джесси вытряхнула из него коричневое платье, криво застегнув кнопки; окутала голову голубым шарфом; крадучись, бегом вернулась к себе; натянула чулки, сунула ноги в какие попало туфли, захватила деньги, письмо и выскочила, открыв окно, на тротуар переулка.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Ӗҫсе тултартӑн эппин? — ҫилӗллӗн каласа хучӗ Розита кӗпине эрех тумламӗсенчен тасатнӑ май.

— Напилась-таки? — злобно сказала Розита, стирая с платья брызги вина.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Джесси сӗвек газон ҫине ярса пусрӗ, кӗпине ҫӗклесе аллине тӑсрӗ; шыв хӗрринчех тӑрать, акӑша йыхӑрма пикенчӗ:

Джесси ступила на покатый газон и, подобрав платье, протянула руку; стоя у самой воды, она стала звать лебедя:

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тӗнче тепӗр чухне ачасене ҫапкаланса ҫӳреме кӑларса ярать те — лӳчӗркеннӗ кӗпине те туртса тӳрлетмест, лешсем вара аркине ҫӑварне чикеҫҫӗ, ҫапах та ҫӗкленӳллӗн те шиклӗн капӑрланса тӑраҫҫӗ; ҫакна ӑнкарнисӗр пуҫне манӑн Дэзи тӗлӗшпе тинкерӳлли тата хӗрӳ туйӑмли нимӗн те ҫук; хамӑн кӑмӑл ҫирӗплӗхне, ӑна-тӑна йӳле яни те пулманах.

Мир время от времени пускает бродить детей, даже не позаботившись обдернуть им рубашку, подол которой они суют в рот, красуясь торжественно и пугливо, не было у меня к этой девушке ничего пристального или знойного, что могло бы быть выражено вопреки воле и памяти.

XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл хуллен ларчӗ те кӗпине темиҫе йӑрӑм туса ҫурчӗ, аяк пӗрчисене вӗсемпе бинт евӗр ҫыхрӗ.

Присев, он разорвал рубашку на несколько широких полос и, сделав из них нечто вроде бинта, туго обмотал ребра.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ҫиҫкӗнчӗк, тӑрӑ кӳлӗ, путакан пӗлӗтсемпе тулсах ларнӑскер, тӳлек, ҫын йӗрри-паллисӗр, ҫавӑнпа та Горн ҫав самантрах питӗ хӑвӑрт, талтлатса тапакан чӗрипе ҫаврӑнчӗ; каттӑркӑҫ сиксе тӑнӑ, унӑн ҫӗҫҫин йӑнӑш сулӑмӗ Горн кӗпине ҫурса ячӗ.

Сияющее, прозрачное озеро, наполненное тонувшими облаками, было так явно безлюдно, что в тот же момент он еще быстрее, с заколотившимся сердцем, повернулся к вскочившему каторжнику. Неверный удар ножа распорол блузу.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех