Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗпине (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй ҫав вӑхӑтрах бушлатне йӳле ярать те, ҫийӗнчи ҫӳхе кӗпине чӗрнисемпе туртса сирсе, кӑкӑрӗ ҫинчи драконне кӑтартать.

Он распахнул бушлат, ногтями рванул тельник на груди, обнажая синего дракона.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Унӑн ҫаннисене тата кӗпине таткалама пуҫланӑ.

Начали рвать на нем рукава и рубаху.

10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тул ҫутӑласпа вӑл, ҫӗрлехи тӗттӗме сиреймен кукӑр-макӑр Чир ҫырми патнелле пӑрӑнчӗ те, йывӑҫ тӗмисем хушшине кӗрсе, ҫӗтӗк кӗпине хыврӗ.

На рассвете свернула с дороги к извилистой, еще таящей ночную мглу, речонке Чир, в кустах сбросила рваное платье.

9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Сарайӑн уҫӑ алӑкӗ ҫинче Агриппинӑн шурӑ кӗпине курса, сасартӑк чарӑнса тӑчӗ.

Вдруг стал, увидев мутно белеющее агриппинино платье в раскрытых дверях сарая.

9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пӳрт алӑкӗ шалт туса уҫӑлчӗ те килкартине Иона тухрӗ, вӑл кӗпе вӗҫҫӗн кӑна, кӗпине лампаслӑ шалавар айне пуҫтарса чикнӗ.

В хате рванули дверь, на двор вышел Иона — в одной рубашке, заправленной в штаны с лампасами.

9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Иван Прохватилов, кӗпине какӑрӗ тӗлӗнчен ҫурса пӑрахнӑскер, ҫара урисене тутарла хутлатса ларать.

Иван Прохватилов, в разодранной на груди рубахе, сидел, поджав по-татарски босые ноги.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Хулпуҫҫи ҫунтарать, — терӗ те Васька , ыратнипе авкаланса, хӑй ҫинчи кӗпине туртса ҫурчӗ.

— Плечо жгет, — корчась от боли, сказал Васька и, потянув, разорвал на себе рубашку.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унӑн кӑвак погонӗсем хулпуҫҫисем тӗлӗнче авӑннӑ, салтаксем тӑхӑнакан симӗс кӗпине сарлака чӗн пиҫиххипе ҫыхса лартнӑ.

Синие погоны выгнулись на плечах, защитного цвета солдатская гимнастерка была перехвачена широким ремнем и пузырилась на спине.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл ҫурӑмӗпе манн еннелле ҫаврӑнчӗ те кӗпине ҫӗклерӗ.

Он поднял рубаху и показал мне спину.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Абдулка Цыган алӑк патнех кайса ларнӑ та хӑйӗн хӗрлӗ кӗпине хӑювӑн-хӑювӑн ҫурать.

Абдулка Цыган сидел у самой двери и зачем-то разрывал на полосы свою красную рубашку.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ленин ҫара уранах курӑк ҫинче тӑрать; ҫийӗнчи тӗксӗмрех тӗслӗ чалӑш ҫухаллӑ кӗпине ярханах янӑ; куҫӗсенче палланӑ хӗлхемсем — пӑлханнӑ тата хӗрсе кайнӑ самантсенче ҫиҫсе йӑлтӑртатакан вӗри хӗлхемсем хыпса илсе сӳнеҫҫӗ.

Ленин стоял босиком в траве, темная косоворотка на нем была расстегнута, а в глазах зажигались и гасли искорки, знакомые искорки, появлявшиеся там в минуты волнения и азарта.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Вӑл хӑмач пек хӗрелсе кайрӗ, кӗпине туртса майларӗ те чикмек тӑрӑх мачча ҫине хӑпарма тытӑнчӗ.

Он густо покраснел, обдернул рубашку и стал подниматься по лесенке на чердак.

5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эмиль ашшӗ вара ӗҫре тарласа кайнӑскер кӑшт уҫӑлас тесе кӗпине шӑпах пилӗк таран уҫса хунӑччӗ.

Папа Эмиля так разгорячился во время работы, что расстегнул рубаху чуть ли не до пояса.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кӗпине улӑштарса тӑхӑнма та вӑхӑт пулмарӗ вӗт унӑн паян.

Да ещё в одной рубашке, у него даже не было времени одеться.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Нумай пулмасть унран тухнӑранпа Эмиль кӗпине те улӑштарса тӑхӑнайманччӗ-ха, ҫывӑрмалли кӗпипех вӑл.

Эмиль был всё ещё в одной рубашке.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Чӑнах та, йӑрӑмлӑ-йӑрӑмлӑ костюм тӑхӑннӑ тата хӑйне пӑхӑнман ҫутӑ ҫӑра ҫӳҫӗ ҫине кепка лартса янӑ Эмиле, ҫӗнӗ хӗрлӗ кӗпине шурӑ шарфпа ҫавӑрса ҫыхнӑ Идӑна пӑхса ытармалла мар.

И в самом деле, Эмиль в полосатом воскресном костюмчике, с кепочкой на непокорных светлых волосах и Ида в новом красном платьице, подпоясанном белым шарфом, выглядели прелестно.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Феня ури ҫине тӑнӑ, тӑхӑнам та каям тесе кӗпине те тытнӑ; анчах ун аллисем усӑннӑ, вӑл каллах хӑйӗнчен хӑй ыйтнӑ: «Мӗн тӑвас-ха? Мӗн тӑвас?»

Феня встала и взялась было за платье, чтобы надеть и идти, но руки ее опустились, и она снова спрашивала себя: «Что же делать? Что делать?»

VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Ҫуркунне ҫитеспе Соломин арчара выртакан ашшӗ туприсенчен икӗ кӗпине яла кайса сутнӑ та вӑрлӑхлӑх ҫӗрулми тата пахча-ҫимӗҫ вӑррисем илсе килнӗ.

Перед весной Соломин сходил в деревню и, продав две рубашки все из того же неиссякаемого сундука, купил посадочного картофеля.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Лена кулса янӑ та кӗпине пит енӗ май тӑхӑннӑ.

Лена засмеялась и вывернула платье.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Тем вӑхӑт унӑн чӑлхисене шыранӑ тата кӗпине кӑштах тӳнтерле тӑхӑнтарса лартман.

Долго искал чулки и чуть не надел платье наизнанку.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех