Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗпине (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑтраланса явӑнса тӑракан ҫӳҫ пайӑркисене тирпейленӗ, йӳнӗ ҫитсӑран ҫӗленӗ кӑвак ҫеҫкеллӗ, кӗске ҫанӑллӑ кӗпине тӳрлеткеленӗ, кӗлесӗр хӗрлӗ туфлийӗ ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗветӗр ҫакӑнта ҫитнӗ-ҫитменех кӗпине хывса пӑрахрӗ те майка вӗҫҫӗн ӗҫе тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тар шӑрши перекен хӑмӑр кӗпине ешӗл курӑк ҫине сарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Матӗрне пурне те кӑтартса ӑнлантарсан, Анук, ӗҫлеме тӑхӑннӑ кӗпине пӑрӑхса, пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук, кайри пӳртре пӗчченех юлсан, лампӑна пӗчӗклетсе, ҫиелти кӗпине хыврӗ те хӗрачипе юнашар выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗпине ҫӗлемен те ӗнтӗ, пырӗ, Кӗтерук кума киле таврӑнсан ҫӗлесе парӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тухса каяс вӑхӑт ҫывхарсан, Анук упӑшки парса янӑ сатинран ҫӗленӗ кӗпине, пушмакне тӑхӑнасшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӳле пилӗк кӗпине ҫӑтӑркӑларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне ҫӳлтен пӑрахут анмаллине аса илчӗ, лайӑх кӗпине тӑхӑнса унта тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗтӗм халӑх умӗнче кӗпине ҫӗклерӗҫ те ҫара ӳтрен ҫапма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, укҫине, сӑхманне, кӗпине тата ҫӗлӗкне ҫухатса, ҫаппа-ҫарамас тӑрса юлчӗ, арӑмӗн хаклӑ та ырӑ ятне хур кӳчӗ, хӑйне пӗтӗм тӗнче умӗнче тӳсейми намӑса кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтанах ӑна сӑхманӗпе кӗпине хывма тата тӑли-ҫӑлатисене салтса пӑрахма хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй тӗртнӗ кӑвак пиртен ҫӗленӗ кӗпине, фуфайкине тӑхӑнса ячӗ, ҫытар айӗнчи хунарне илчӗ, ыттисене вӑратасран чӗрне вӗҫҫӗн пуса-пуса, пӳрт умне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Тӗрӗллӗ кӗпине ҫурӑмӗ ҫине уртса ячӗ, ҫенӗкелле туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Чи хитре кӗпине тӑхӑнать, ҫӳҫне Нина пек ирӗке ярать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Наташа шӑппӑн «Тухрӑм эпӗ Атӑл хӗррине» юрӑна ӗнерлесе нумай пулмасть уявсене тухса ҫӳреме пысӑк чечеклӗ пуставран ҫӗлетнӗ кӗпине тӑхӑнчӗ, питне пудрӑпа сӑтӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кӑвак пурҫӑн кӗпине, аслӑ шкултан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ ятпа ашшӗпе амӑшӗ туянса панӑ ҫӳллӗ кӗлеллӗ сӑран пушмакне тӑхӑнчӗ, шурӑ тиртен ҫӗленӗ сумкине илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫемье тени вӑл — ҫапла, — Ӗҫшӗн ҫунса тӑмалла: Ачине те пӑхмалла, Яшкине те ҫакмалла, Ӗнине те сумалла, Кӗпине те ҫумалла…

Куҫарса пулӑш

Санюкпала Михала // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 17 с.

Амӑшӗ кӗпине улӑштарса тӑхӑнма сӗнчӗ, анчах та хӗрӗ пит васкамарӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Васса ачисене ҫитерсе тӑрантрӗ те хӑй юратакан сенкер кӑвак кӗпине тӑхӑнчӗ, капрон тутӑр ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех