Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнекесемпе (тĕпĕ: кӗнеке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗнекесемпе тӗрлӗ задачӑсенчен мӗнле канатӑр?

Как отдыхаете от книг и разных задач?

Ҫӗнӗ пурнӑҫа — ҫамрӑк хӑватпа // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Каникулта вулама панӑ кӗнекесемпе пикенсех паллашаҫҫӗ, ялти библиотекӑсене ҫӳреме те вӑхӑт тупаҫҫӗ.

Знакомятся книгами, заданными на каникулярный период, находят время для посещения сельской библиотеки.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Тӗрлӗ мероприятире пуҫлӑхсем отчет тӑваҫҫӗ, клуб ӗҫченӗсем концерт кӑтартаҫҫӗ пулсан вулавӑш ӗҫченӗсем ҫынсене ҫӗнӗ кӗнекесемпе, хаҫат-журналпа паллаштараҫҫӗ, куравсем йӗркелеҫҫӗ.

Если на разных мероприятиях руководители делают отчет, работники клуба показывают концерт, то сотрудники библиотеки знакомят людей с новыми книгами, газетами-журналами, организовывают встречи.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Юлашки вӑхӑтра библиотека ҫынсем парнеленӗ кӗнекесемпе пуянланчӗ.

В последнее время библиотека обогатилась книгами, подаренными людьми.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ку вӑхӑтра теттепе вылямалла манӑн, велосипедпа ярӑнмалла, хитре ӳкерчӗклӗ кӗнекесемпе савӑнмалла. Анчах унпа та, кунпа та выляс кӑмӑл ҫук. Аттене ҫеҫ ҫӑласчӗ», — шухӑшланӑ куҫҫульленсе.

В это время мне нужно играть в игрушки, кататься на велосипеде, радоваться книжкам с красивыми картинками. Только нет желания играть ни в то, ни в другое. Только бы отца спасти", - думал он со слезами.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ара, ҫӗнӗ кӗнекесемпе, хаҫат-журналпа тӗрлӗ майпа паллашма пулать.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Вулакансене конкурса хутшӑнакан кӗнекесемпе паллашма, вӗсемшӗн сасӑлама ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем кӗнекесемпе паллашнӑ // С.ПЕТРОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ял ҫыннисем конкурса хутшӑнакан кӗнекесемпе савӑнса паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем кӗнекесемпе паллашнӑ // С.ПЕТРОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ырӑ Асамҫӑ, Клоун тата Читайка юмахри шатера ҫитсе кӗнекесемпе паллашма, вӗсене вулама, сӑнӳкерчӗксем тума, библиотекӑна ҫӳреме йыхравланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем кӗнекесемпе паллашнӑ // С.ПЕТРОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Районти тата ял библиотекисенче тӑрӑшакансем конкурсра ҫӗнтернӗ кӗнекесемпе куравсем йӗркелӗҫ, вулакансен конференцийӗсемпе диспутсем ирттерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Вулакансем куравра Ю. Викторовӑн «Элли Юрьев. Художник и время», С. Щербаковӑн «Государственные символы Чувашской Республики», «Гербы и флаги современной Чувашии», Элли Михайлович илемлетнӗ «Венгри поэчӗсем», А. Пушкинӑн «Пӗчӗк трагедисем», К. Ивановӑн «Нарспи», ытти кӗнекесемпе паллашма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳнерçĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать // Д. Викторов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех