Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗлте сăмах пирĕн базăра пур.
кӗлте (тĕпĕ: кӗлте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Утнӑ ҫемӗн ӑна пухман пучахсем тата та йышлӑн курӑнакан пулчӗҫ, Ятман вара кӗлте ҫыхакансене вӑрҫмаллипех вӑрҫса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Илтетӗн-и? — терӗ Ятман кӗлте ҫыххи туса тӑракан Укахвие.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Людмила, кӗлте ҫыххине пӑрахса, пӗчӗк ача пек ҫӑмӑллӑн каялла чупса кайрӗ те чӗресне йӑтса та килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Людмила, мӗнле, пилӗк ыратакан пулмарӗ-и-ха сан? — терӗ Укахви, тӗмӗ патне кӗлте хума пырса.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун хыҫҫӑн темиҫе хӗрарӑм васкаса кӗлте ҫыхса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акнӑ, сӳреленӗ, ҫӗртме тунӑ, тырӑ вырнӑ, кӗлте кӳнӗ, патшалӑха тырӑ леҫнӗ, — ача чухнехи йӑлипе пӳрнисене тытсах шутласа кайрӗ Ваҫук.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫук, Ахтупай вӗсене кӗлте ывӑтнӑ пек ывӑтатчӗ, хӑйӗн аллипех пӑва-пӑва пӑрахатчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепие такамӑн тарлӑ алли хыпашласа тупрӗ, ӑна кӗлте пек хул хушшине хӗстерсе тула илсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗклесе илеҫҫӗ те кантрапа наччас йӗнер ҫумне кӗлте ҫыхнӑ пек ҫыхса лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗр ача, чӑрсӑр йӗкӗт хул хушшинче кӗлте пек ҫакӑнса пыраканскер, хӑйне кӳрентернӗ усала ним тума та пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл пире пурне те кӗлте купаланӑ пек купаласа хурать.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Так умӑн-хыҫҫӑн хӗрӗх-алӑ урапа — кӗлте урапи унта, ҫатан урапа унта — умӑн-хыҫҫӑн лашасӑр чупса килӗҫ.

Друг за дружкой сорок-пятьдесят телег со снопами, с корзинами и — без лошадей поедут.

II // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Укҫине аппапа пӗрле тыр вырма тухмасӑр юлман вара Татюк та, упӑшкине кӗлте тиеме те пулӑшнӑ.

а в страдную пору и жнет, и молотит, и снопы на воз мужу навивает…

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кутран ларса тухнӑ кӗлте тӗмӗсемпе ҫӗмелсем кусен тырри ӑнса пулнине пӗлтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уйра Эмиль ашшӗпе Альфред тулӑ выраҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн Линӑпа Крюссе-Майя кӗлте ҫыхса пыраҫҫӗ.

На поле папа Эмиля и Альфред жали пшеницу, а за ними следом шли Лина и Крёсе-Майя, сгребали в кучки колосья и вязали снопы.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль ашшӗ йӗтем ҫине кайса ҫерҫисем валли темиҫе кӗлте сӗлӗ илсе килчӗ.

А папа Эмиля пошёл на гумно и достал там несколько снопов овса, которые он приберёг для воробьёв.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

«Тӑшман кӗлте пек, — тенӗ французсем, — мӗн чухлӗ ытларах ҫапатӑн, ҫавӑн чухлӗ ытларах ҫапса кӑларатӑн».

«Враг, как сноп, — говорили французы: — чем больше бьешь, тем больше выколачиваешь».

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Аркебузпа персе ӳкернӗ рыцарьсем хула урамӗнче кӗлте пек йӑвалана-йӑвалана выртнӑ.

Рыцари, сраженные пулями аркебуз, валились, как снопы.

Павий патӗнчи ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Кун пирки ачасем паян кӑна, кӗлте турттарнӑ чухне, тавлашса илнӗччӗ!

Да ведь об этом они только сегодня спорили, когда возили снопы!

VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ачасем кӗлте патне тата тепӗр хут кайса килчӗҫ, унтан вара лашана колхоз картишне леҫсе пачӗҫ: лаша ытти ӗҫсем валли кирлӗ пулчӗ.

Ребята съездили еще раз за снопами и отвели коня на колхозный двор: лошадь требовалась для других работ.

VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех