Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗлте сăмах пирĕн базăра пур.
кӗлте (тĕпĕ: кӗлте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тахҫан, хӑй пӗчӗкҫӗ чухне, амӑшӗпе пӗрле хирте кӗлте ҫыхни асӑ килет ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Аслисемпе пӗрле вӗсем те пур ӗҫе те хутшӑннӑ, ҫурлапа тырӑ вырнӑ, кӗлте ҫыхнӑ, ҫум ҫумланӑ…

Куҫарса пулӑш

«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/

Кӗлте хыҫҫӑн кӗлте тӑвать вӑл.

Она вяжет сноп за снопом.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Ҫавна пуҫтарса кӗлте ҫыхассипе ӗҫленӗ.

Она занималась тем, что подвязывала их в снопы.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

«Хӑҫан лашасемпе кӗлте турттарӑпӑр-ши?»

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тепӗр ушкӑн хӗрарӑм вӑкӑрсемпе кӗлте турттарать.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Нумаях пулмасть-ха вӑкӑрпа кӗлте кӳреттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

— Хӑшӗ кӗлте ҫыхма ӗлкӗртӗр-ха?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Нумай пулатчӗ хирте сурат-ҫӗмел курманни, ял ҫынни алӑпа тырӑ вырма, кӗлте ҫыхма, тырра картасем туса, салтаксем туса типӗтме манса кайрӗ пуль тесе шутлама та сӑлтав пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кунта виҫӗ ҫунатлӑ жнейка кайӑк пек хӑлаҫланать, шурӑ ҫи-пуҫ тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем кӗлте ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Суха сухаланӑ, тырӑ акнӑ, тырӑ вырнӑ, кӗлте турттарнӑ, капана хывнӑ, авӑн ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Акӑ малтисем, сӑрӑ гимнастерка тӑхӑннӑскерсем, кӗлте пек йӑванса ӳкеҫҫӗ, анчах ыттисем пысӑк чулсем, йывӑҫ тӗмисем хыҫне пытанчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Кӗлте турттармалли кӑрман пек, анчах кӑрмантан пӗчӗкрех те хӑмасемпе ҫапса лайӑх та нӑкӑ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Акӑ халь те Шурикпа эпир пӗр кӗлте чечек пухрӑмӑр та чечек ҫыххисем туса ларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ула Тимӗр, тӑруках «кӗлте урапи пуслӑхӗпех» пусӑрӑнса илсе, тӳрех нимӗн те хуравламарӗ: таҫтан инҫех те мар катаран, шыв-шурлӑ иртнинчен, сулхӑн, хура ҫилсем вашлатса-«хашлатса» илчӗҫ тейӗн; тӗксӗм, шӗшкӗ кӑчки пек йӳҫек, амӑш евӗкӗсӗр ачалӑха «куракан» куҫӗсене вӗри куҫҫуль те хупласа хурасшӑн пулчӗ, вара каччӑ, чунне хытарса, хуравне ҫӑмӑлрах, чун кӗлекен япалапа сӑлтавлама шутларӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗлте пек ҫыхса пӑрахнӑ «мемме ачи» мунча кӑмаки айӗнче выртнӑ, имӗш.

«Маменькин сынок» лежал, связанный как сноп, под печкой в бане.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

2010 ҫулта унӑн «Саланнӑ кӗлте», 2011 ҫулта «Сапаскар хӗрӗ» кӗнекисем кун ҫути курнӑ.

В 2010 году опубликована ее книга «Развязанный сноп», в 2011 году — «Девушка из Сапаскар».

Ангелина Павловскаян черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ иртсе кайрӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34119.html

Ӗҫӗ вара мӑй таран: ыраш вырса пӗтермелле, сӗлӗ вырмалла, вӑрлӑхлӑх авӑн ҫапмалла, ыраш акмалла, кӗлте кӗртмелле…

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗтӗм шӑм-шак, кӗлте лавӗ айне пулнӑ пек, сурса ыратать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Уйра, юр ҫинче, ӑҫта ан пӑх — салтак вилли кӗлте пек йӑванса выртать, тет…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех