Шырав
Шырав ĕçĕ:
Крыльца ҫинче ула ҫитсӑ кӗпе тӑхӑннӑ Анна Чернявкина тӑрать, вӑл тутӑрсӑрах, тӑнлавӗ тӗлӗнчи хӗрлӗ кӑтрисене лӑпкӑ ҫил вӗҫтерет.
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Яша кӑтрисене савӑнӑҫлӑн силлентеркелесе илетчӗ.
VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл юнашар выртакан хаклӑ ывӑлӗсен пуҫелӗкӗ ҫине тайӑлчӗ, вӗсен ҫамрӑк, тирпейсӗр кӑтрисене турапа турать, куҫҫульпе йӗпетет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Кала! — майра-патша хаяррӑн йынӑшса янӑ та пиҫӗ пӳрнисемпе Элиавӑн хура кӑтрисене ҫатӑр ярса тытнӑ, пит-куҫне ҫӳхе хитонӑн кӗмӗл ҫӗввисемпе чӗртерсе-шӑйӑрттарса, ун пуҫне хӑй ӳт-пӗвӗ ҫумне пӑчӑртаса хунӑ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Урине вӗсем унӑнне ҫамрӑк качака тирӗнчен ӑсталанӑ хӗрлӗ сандали тӑхӑнтарнӑ, тӗттӗмрех вут тӗслӗ кӑтрисене типӗтнӗ те шултра хура ӗнчӗ ҫипсемпе ҫивӗтлесе янӑ, аллисене чӑнкӑртатса тӑракан сулӑсемпе хитрелетсе эрешленӗ.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хай вӑл, ҫине тӑвӑр та кӗске кӑвак кӗпе, урине пир тӑла ҫинчен йывӑр пушмак тӑхӑннӑскер, пысӑк пуҫне витекен сӑрӑ кӑтрисене хумхантарса, аллисене сулкаласа пычӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Бэлӑна хамӑн килте курса, чӗркӗм ҫине лартсан, унӑн хура ҫӳҫ кӑтрисене пӗрремӗш хут чуп тусан, эпӗ, айванскер, ӗнтӗ мана ӑраскалӑм хӗрхенчӗ пулӗ те пирӗшти ячӗ-ха, тесе шутланӑччӗ…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Минскин хура кӑтрисене йӑлтӑртатакан пӳрнисем тавра явӑнтарса, вӑл ун ҫине ӑшшӑн пӑхса ларнӑ.Она с нежностью смотрела на Минского, наматывая черные его кудри на свои сверкающие пальцы.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Том яланах ҫӳҫ кӑтрисене тӳрлентере-тӳрлентере пуҫ ҫумнех ҫыпӑҫтарса хума тӑрӑшать.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Мэри ҫине тӑрсах Тома тепӗр хут ҫӑвӑнтарма тапратрӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара Том йӑлтах чӑн-чӑн ҫын, Мэрин шурӑ питлӗ тӑванӗ пек пулса тӑчӗ: йӗпе ҫӳҫне щеткӑпа тураса якатнӑ, кӗске ҫӳҫ кӑтрисене хитрен те симметриллӗ вырнаҫтарса хунӑ.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1
- 2