Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартма (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман ачалӑх вӑхӑтӗнче мӗншӗн пуянлӑха кӑтартма вӑтаннӑ-ха? Ӑмсанма пултарассинчен мар пуль.

Во время моего детства зачем стеснялись показывать богатство? Может из-за зависти.

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

Сӑпайлӑх та марччӗ ӗнтӗ вӑл, пуянлӑха кӑтартма хӑратчӗҫ тесен тӗрӗсрех пулӗ.

Это было и не скромность, если сказать более точнее, боялись показывать богатство.

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

Ӳсӗр ашшӗ ӑна татах та хур кӑтартма пултарнӑ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

«Ӑраскал» — суйласа илнӗ сӑвӑсемпе поэмӑсен кӗнекине — кун ҫути кӑтартма хатӗрленчӗ...

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Клиника ӗҫ-хӗлӗ, ытти ҫӗнӗлӗх пирки каласа кӑтартма тӗп тухтӑра Юрий Зорина сӗнтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пӑва районӗнчи Элшел вӑтам шкулне тавра ялсенчен юрлас пултарулӑхне кӑтартма шкулта вӗренекен ачасем пуҫтарӑнчӗҫ.

В Альшеевскую среднюю школу Буинского района блеснуть вокальными способностями собрались учащиеся школ из окрестных сел.

Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Сцена ҫинче хӑйпе паллаштарма, тӗрлӗ пултарулӑха кӑтартма аслисем те пурте пултараймаҫҫӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Чиперуксен ӑмӑртӑвӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

…Владимир Петрович /саккунпа килӗшӳллӗн ҫырав хутӗнчи ыйтусене хуравлаканӑн ячӗ-шывне, вӑл пурӑнакан ял ятне кӑтартма юраманнине тӗпе хурса кил хуҫине ҫапла палӑртнипе ҫырлахма тивӗ — авт./ шухӑшӗпе — ял ҫыннин пӗтӗм пурнӑҫӗ халӑх умӗнче иртет.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Шӑпӑрлансем пӗтӗм япалапа интересленме юратнӑран вӗсемпе хӑрушлӑх кӑтартма пултаракан япаласем пирки те час-часах калаҫмалла, шӑрпӑк, зажигалка, электричество шнурӗсемпе розеткисем пушар патне илсе ҫитерме пултарнине те асӑрхаттарсах тӑмалла.

С малышами, интересующимися всеми подряд, надо чаще говорить о предметах, которые представляют опасность, также предупреждать о том, что спички, зажигалка, электрические шнуры и розетки могут привести к пожару.

Пурнӑҫ - чи хакли // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.05

«Палатка хулинче» пурӑнса кашни кун хӑйсене тӗрлӗ енлӗ кӑтартма пуҫларӗҫ.

Прожив в "Палаточном городке", каждый день начали себя показывать разносторонне.

Паян — вӗренӳри, спортри хастарсем, ыран — ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Хусанти «Сайдаш» Культура керменӗн юрӑ-ташӑ ушкӑнӗ Япони сцени ҫинче хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартма пултарчӗ.

Ансамбль песни и танца Дворца культуры "Сайдаш" города Казани достойно представили себя на сценах Японии.

Японире — чӑваш юрри // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Е тата пире хӑйпе пӗрле ял таврашӗнчи хир-ҫарансем, ҫырма-сӑртсем кӑтартма илсе каятчӗ.

Или же брал нас с собой показывать луга и поля, речки и холмы, расположенных в округе деревне.

Тамӑкран хӑтӑлнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Кашниех хӑй пултарнине кӑтартма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Хуняма фильмсене курнӑ хыҫҫӑн: «Ҫынсене кӑтартма юрать», — тесе ырларӗ.

Теща, посмотрев мои фильмы, одобрила: "Можно показывать народу".

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Хӑвна кӑтартма анлӑш пур — кӑларӑмсене хӑвна килӗшнӗ пек илемлетме пӗр чару та ҫук, — палӑртать яш каччӑ.

Есть пространство, где можно показать себя - по своему усмотрению, без каких-либо запретов оформить выпуски , - подмечает юноша.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗрремӗш хут Мускава хӑйӗн спектаклӗсене кӑтартма кайса килчӗ.

Чувашский государственный академический театр в первый раз побывал в Москве со своими спектаклями.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Уйрӑмах интереслӗ наука статйисене «Вестник Российского университета кооперации» тата «Фундаментальные и прикладные исследования кооперативного сектора экономики» наука журналӗсенче кун ҫути кӑтартма сӗнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑхпа право аталанӑвӗн XXI ӗмӗрти ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ // Вероника ДАВЫДОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Пӗр ӳстермесӗр калама пултаратӑп: ку — пирӗн посольствӑра халиччен йӗркеленӗ чи лайӑх презентацисенчен пӗри. Чӑваш Республики хӑйне туллин кӑтартма тӑрӑшрӗ. Республика Пуҫлӑхӗ хӑй те пулчӗ — пушшех сумлӑ», — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Юрьев музейне уҫсан эпӗ питех те савӑннӑччӗ — акӑ тинех художникӑн экспоначӗсене шкул ачисене, студентсене, хулапа ял ҫыннисене кӑтартма май тупӑнчӗ, телекуравпа радиохыпарлав пулӑшнипе тата.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Фестиваль вӑхӑтӗнче фильмсем кӑтартма, паллӑ тата ҫамрӑк актерсемпе, режиссерсемпе пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем, ҫавра сӗтелсемпе пресс-конференцисем йӗркелӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта - Пӗтӗм тӗнчери IХ кинофестиваль // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех