Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑкӑр сăмах пирĕн базăра пур.
кӑкӑр (тĕпĕ: кӑкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Крым Республикинче А.Иванов тата пысӑкрах ҫитӗнӳ тунӑ: 32 килограмлӑ икӗ снаряда кӑкӑр ҫинчен 109 хут тӗртсе, унтан кире пуканне 189 хут ҫӗклесе ҫамрӑксен Европа рекордне ҫӗнетнӗ, спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗн нормативне тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Крымран — тӑватӑ медальпе // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Кашни кӗтесре кӑкӑр ҫапса Турра ӗненетӗп тесе ҫӳренине те йышӑнмастӑп.

Я отвергаю и такое, когда в каждом углу с бахвальством кричат, что верят Бога.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ача кӗтнӗ, кӑкӑр ӗмӗртнӗ, вӑй-хал ӗҫӗ тунӑ вӑхӑтра, ватлӑхра организма витаминсем тата ытларах кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Унтан сывласа кӑлармалла, ҫурӑма ҫӳлелле мӑкӑртса авмалла, хырӑма шалалла туртса кӗртмелле, янаха кӑкӑр ҫумне хӗстермелле, сывлава 3 ҫеккунт тытса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Кислородпа тивӗҫтерӗҫ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Янаха кӑкӑр ҫумне хӗстермелле.

Подбородок прижать к груди.

Кислородпа тивӗҫтерӗҫ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Тинӗс-ҫар флотне туса хунӑранпа 320 ҫул тултарнӑ ятпа чылай ветерана кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑ парса чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс-ҫар флочӗн кунне уявларӗҫ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Палӑртнӑ тӑрӑх, упӑшкипе арӑмӗ кӑкӑр ачине йӗркеллӗ пӑхман, эрех ӗҫсе айкашса пурӑннӑ, ниҫта та ӗҫлемен.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ҫакна шута илсе ӑна СССР культура министерствипе культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн Тӗп Комитечӗ «Отличник культурного шефства над селом» кӑкӑр паллипе хавхалантарнӑччӗ...

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Иккӗшӗн те кӑкӑр тулли орден тата медаль.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫӗнтерӳ кунӗнче ветерансен кӑкӑр ҫинчи наградӑсем ытти чухнехинчен ҫутӑрах ялтӑраса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем парӑнмаҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Пахча ҫимӗҫ квасӗ вар-хырӑмӑн кирек мӗнле чирӗсем, пӳре чирӗсем вӗрӗлсен юрамасть, ача кӗтекен тата кӑкӑр ӗмӗртекен хӗрарӑмсен те ӗҫмесен лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхшӑн паха квас // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Пирӗн 20 ӗҫчене «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» кӑкӑр паллипе чысланӑ.

Наших 20 работников чествовали нагрудным знаком "Почётный донор России".

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Хӗрарӑмсем ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн — 1 ҫултан, кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтарсан 3 уйӑхран донор пулаяҫҫӗ.

Женщины могут стать донорами через год после рождения ребёнка и через 3 месяца после прекращения кормления грудью.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Шута илӗр: ача кӗтекен, кӑкӑр ӗмӗртекен хӗрарӑмсене, аллергиллӗ ҫынсене юрамасть.

Учтите: беременным, кормящим грудью женщинам, восприимчивым к аллергии людям нельзя.

Ҫирӗк йӗкелне типӗтеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Панкреатит паллисем: кӑкӑр кӑшкарӗ тавра хӗстерсе ыратать; апат ҫинӗ хыҫҫӑн хырӑм кӳпӗнет; выҫ хырӑмла ҫӑварта йӳҫекрех тутӑ тӑрать; тула каясси пӑсӑлать, каяш ҫилӗмленет.

Куҫарса пулӑш

Хырӑм ай парӗ тиркет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Вуншар та ҫӗршер вил тӑпри: ваттисенчен пуҫласа кӑкӑр ачи таранах.

Десятки и сотни могил: от глубокого старца до грудного ребенка.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Вӑл этеме пурнӑҫ парнелет, кӑкӑр сӗчӗпе тӑрантса вӑй парать, тӑван чӗлхепе ҫут тӗнчене юратма вӗрентет, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Сӑмахран, тӗрлӗ тенкӗпе тата вӗтӗ шӑрҫапа эрешленӗ тухья ҫар ҫыннин шлемне аса илтерет, кӑкӑр умне ҫакмалли ама, шӳлкеме, тевет те вӑрҫӑ хатӗрӗсем евӗр.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

27. Вӑл ҫапла каланӑ чухне халӑх хушшинчен Ӑна пӗр хӗрарӑм кӑшкӑрса каланӑ: Сана ҫӗклесе ҫӳренӗ вар, Сана ӗмӗртсе ӳстернӗ кӑкӑр телейлӗ! тенӗ.

27. Когда же Он говорил это, одна женщина, возвысив голос из народа, сказала Ему: блаженно чрево, носившее Тебя, и сосцы, Тебя питавшие!

Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсир «Эсӗ пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисенӗн чӗлхи-ҫӑварне Хӑвна мухтамалла турӑн» тенине нихӑҫан та вуламан-им? тенӗ.

разве вы никогда не читали: из уст младенцев и грудных детей Ты устроил хвалу?

Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех