Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑвакраххӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫ шуррисем шывлӑраххӑн та кӑвакраххӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Белки блестели влажным голубоватым блеском.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ман умра автомобильсемпе автобуссен фарисемпе кӑвакраххӑн ҫутала-ҫутала илекен каҫхи тӗксӗм площаадь ҫеҫ выртать.

Передо мной лежала площадь — темная, вечерняя, слабо мерцающая голубым светом автомобильных и автобусных фар.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унӑн хура куҫӗсем шурӑ мамӑк тутӑр айӗнчен хаваслӑн йӑлкӑшса тинкереҫҫӗ, Григорий ун ҫине хаяккӑн пӑхкаласа пырать, сивӗпе черченнӗн хӗрелнӗ питҫӑмартине, хура ҫӑра куҫ харшийӗпе пасарнӑ хӑрпӑкӗ айӗнче кӑшт кӑвакраххӑн йӑлтӑртатакан куҫ шуррине курать.

Из-под белого пухового платка блестели, радостно искрились ее черные глаза, Григорий искоса посматривал на нее, видел нежно зарумяневшую на морозе щеку, густую черную бровь и синевато поблескивающий белок под изогнутыми заиневшими ресницами.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Урисем нӳрӗ пирки кӑвакраххӑн курӑнакан лӗпӗшке юр ҫинче шӑва-шӑва кайрӗҫ.

Ноги его разъезжались, гребли синеватый от влаги, податливый снег.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн кӑвакраххӑн йӑлтӑртатакан ҫаврака хура куҫӗ телейлӗ пӑлханупа ҫуталса нӳрелчӗ, грексенни пек тачка сӑмси айӗпе ӑшӑ кулӑ шӑвӑнса иртрӗ.

Его выпуклые черные до синевы глаза влажнели от счастливого волнения, мясистый, как у грека, нос клонила книзу улыбка.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан та хура пекех тӗксӗм ҫырӑ — ӑҫтан пӗлес-ха пӗчӗк ачан ачаш ӳчӗ айӗнче кӑвакраххӑн курӑнса выртакан тымарӗсем тӑрӑх чӗре кам юнне хӑваланине?

Темно-русый, почти черный был и Степан, — как узнать, чью кровь гоняет сердце по голубеющей сетке жил, просвечивающей под кожей ребенка?

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех