Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑвайтран (тĕпĕ: кӑвайт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫунакан вут пуленкине, кӑвайтран кӑларса, ҫара алӑпа тытасси пекех ӗнтӗ!

Наверно, так же страшно взять в руки горящую головешку из костра!

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кӑвайтран хӗрлӗ чӗлхесем вӗлкӗшеҫҫӗ.

Шевелится рыжими лохмами костер.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ачасем пӗр-пӗрин ҫумне хутланса кӗрсе пурте ҫывӑратчӗҫ-ха, кӑвайтран та кӗлпе ҫунса пӗтмен йывӑҫ турачӗсем ҫеҫ тӑрса юлнӑ, унтан кӑшт ҫеҫ кӑвак тӗтӗм тухса тӑрать.

Все ребята еще спали, уткнувшись головами в животы друг другу, а от костра остались кучи золы и черных головешек да чуть заметный синий дымок.

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Кӑвайтран кӑмрӑк ҫеҫ амаланса тӑрать, текех турат пухма та хӑякан ҫук.

От костра остались одни красные угли, но никто не шел за топливом.

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Картишӗнчи ут карлӑкӗ патӗнче лашасем тулхӑраҫҫӗ, ҫынсем калаҫнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ: пӳрт хыҫӗнчи сад пахчинче ҫунакан кӑвайтран симӗс тӑрӑллӑ йывӑҫсен ҫийӗпе тӗтӗм упаленет; вут ҫутинче, кӑвайт ҫывӑхӗнче казаксен мӗлкисем мӗкӗлтетсе куҫаҫҫӗ.

Во дворе у коновязи фыркали лошади, слышались людские голоса; за домом в саду горел костер, над зелеными вершинами деревьев стлался дым; освещенные огнем около костра двигались фигуры казаков.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ыттисем майӗпен-майӗпенех, кӑвайтран инҫех мар пӑрӑнса, уҫланкӑ тӑрӑх сапаланчӗҫ.

Остальные постепенно разбрелись по поляне невдалеке от костра.

XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Стан тӑнӑ ҫӗрте халӗ сӳнме пуҫланӑ кӑвайтран кӑвак тӗтӗм йӑсӑрланса тухать, инҫетре, лере, ҫуллахи ҫул тӑрӑх, сӑрӑ тусан мӑкӑрланса тӑни, вӑл ҫилпе вӗҫсе сирӗлни курӑнать.

Там, где был стан, полз синий дымок непотухшего костра, а вдали по летнему шляху вилась и таяла на ветру седая пыль.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех