Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл кулса ячӗ, анчах ун кулли сасартӑк чарӑнчӗ, хӑйӗн сӑмахӗсемех ӑна тӗлӗнтерсе янӑ пек, вӑл сиккеленмесӗр ларчӗ, куҫӗсенче вара, ахаль чухне ҫав тери хаваслӑ та савӑнӑҫлӑскерсенче, темӗскер вӑтаннӑ пекки ҫеҫ те мар, салхулӑх та вӗлтлетсе иртрӗ.
XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Леноре фраун куҫӗсенче куҫҫулӗ курӑнса кайрӗ.
XIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Хӗр ун еннелле ҫаврӑнчӗ те: «утӑрах ӗнтӗ, утӑр» терӗ, ун сассинче, ун куҫӗсенче, шурса кайнӑ питҫӑмартийӗ патне темле хуҫлатса хунӑ аллинче вӑл ҫав тери хӑраса ӳкни палӑрнипе Санин пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ун хыҫҫӑн уҫӑ алӑкран кӗрсе кайрӗ.
II // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫак вӑхӑтра Филька Таньӑн куҫӗсем тӗлӗнмелле хытӑ хӑраса ӳкнине курчӗ, кун пеккине вӑл унӑн куҫӗсенче те, питӗнче те курманччӗ.
XX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Филька куҫӗсенче вара куҫҫуль ҫуталса кайрӗ.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Куҫӗсенче хаяр савӑнӑҫ йӑлтӑрккисем курӑнса кайрӗҫ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӗрсе кайнӑ, пурте хӗрхеннипе хавхаланнӑ артистка, хӑй куҫӗсенче юри тунӑ хаваслӑхпа чӑн-чӑнах тертленнине палӑртса, кӗтмен ҫӗртен ҫывхарса килнӗ хӑрушӑ вилӗм умӗн пӗлӗт ҫине те илтӗнмелле кӗлтума тытӑнсан, унӑн Lascia mi vivere…
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Берсенев вара юрӑсем ҫинчен Болгарири хальхи пурнӑҫ ҫине куҫрӗ; хӑйӗн тӑван ҫӗршывне аса илнипех Инсаровӑн кӑмӑлӗ улшӑннине Берсенев ҫавӑн чухне пуҫласа курчӗ: унӑн пичӗ хӗрелсе каймарӗ, сасси те улшӑнмарӗ — ҫук! анчах мӗнпур ӳт-пӗвӗ ҫирӗпленсе малалла туртӑннӑ пек пулчӗ, тути хаярланса ҫӳхелчӗ, куҫӗсенче темле сӳнми ҫулӑм ялкӑшса тӑчӗ.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗнче, тимлӗ те пӑртак шиклӗрех курӑнакан сӑн-питӗнче, улшӑнса тӑракан таса куҫӗсенче, ирӗксӗртен кулнӑ пек кулнинче, лӑпкӑ та пӗр тикӗс мар сассинче темле ҫилӗллӗ кӑмӑл, электричествӑлла хӗм, сасартӑк килсе тухакан темле васкавлӑх палӑрать, пӗр сӑмахпа каласан, пурне те килӗшсех кайман тата хӑшпӗрисене шиклентерекен паллӑ пур.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл Еленӑпа юнашар хуллен утрӗ, мелсӗррӗн яра-яра пуҫрӗ, ун аллинчен те мелсӗррӗн тытса пычӗ, хушӑран ӑна хул-пуҫҫийӗпе те тӗрткелесе илчӗ, пӗрре те ун ҫине пӑхмарӗ; анчах вӑл, ирӗккӗн пулмасан та, ҫӑмӑллӑн калаҫрӗ; вӑл ахаль сӑмахсемпе те тӗрӗс сӑмахларӗ, унӑн пӗрре йывӑҫ вуллисем ҫине, тепре хӑйӑр сарнӑ сукмак ҫине пӑхакан куҫӗсенче кӑмӑлӗ ырӑ туйӑмпа ҫӗкленни палӑрса тӑчӗ, лӑпкӑ сассинче вара хӑй шухӑшне урӑх ҫынна, хӑйшӗн хаклӑ ҫынна, каласа пама май килнӗшӗн хавасланни илтӗнчӗ.
IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унӑн ҫамрӑк та ҫаврака сӑн-питӗнче, хура йӑваш куҫӗсенче, мӑкӑрӑлса тӑракан хитре тутинче тата шурӑ аллисенче темле ачалла кӑмӑллӑх, хӑй ҫине пӑхтаракан темле илемлӗх пур.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ахальрен мар калаҫнӑ хушӑра Каи-Куму йӑл кулать пулин те унӑн куҫӗсенче курайманлӑх пурри сисӗнет.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Павел, ҫав чарӑна пӗлмесӗр вӗренесшӗн малалла туртакан вӑйне пула, хӑйӗн ҫунса тӑракан ӳт-пӗвӗ хытӑ ыратнине те, куҫӗсенче вут ҫуннине те, хӑйне ачашламан йывӑр пурӑнӑҫне те манса каять.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Леденев Корчагинӑн иртнӗ пурӑнӑҫӗ ҫинчен итлесе ларчӗ, Павел унӑн чӗрӗ куҫӗсенче хӑйне ырланине курчӗ.Слушал Леденев повесть Корчагина о прожитом, и Павел ловил на себе его одобрительный, живой взгляд.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тая куҫӗсенче мӗн пирки сӳнми ҫулӑм йӑлтӑртатни сӑлтавне чи малтан унӑн аппӑшӗ пӗлет, ҫав кунран вара йӑмӑкӗпе аппӑшӗ хушшине ютшӑну мӗлки кӗрсе выртать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Старике текех кӗтесри чӳречерен ҫурҫӗр тӗлӗнче ҫутӑ йӗр курӑнми пулчӗ, амӑшӗ Тая куҫӗсенче темӗнле пытанчӑк савӑнӑҫ пуррине асӑрхама пуҫларӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Темле хытӑлӑх, сивӗлӗх пурри курӑнчӗ ӑна паян унӑн халиччен ялан савӑнӑҫлӑ куҫӗсенче.Что-то жесткое и холодное высмотрела она сегодня в его глазах, ранее всегда живых.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Куҫхаршийӗсем унӑн пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн пӗрӗннӗ, куҫӗсенче харсӑрлӑх пытанса тӑрать.Плотно были сдвинуты брови, и в темных глазах затаилось упорство.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Корчагин, профессорӑн пысӑк кукша пуҫӗ ҫине пӑхса, ҫивӗч куҫӗсенче мӗн пуррине пӗлме тӑрӑшрӗ, анчах та Бажанов — нимӗнпе витерме ҫук ҫын.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пысӑк хуйӑх сасӑсене пусарнӑ, ҫынсем хуллен калаҫаҫҫӗ, темиҫе ҫӗр ҫын куҫӗсенче хуйӑх курӑнса тӑрать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.