Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫса (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1963 ҫулта июнь уйӑхӗнче тухнӑ «Ленинец» хаҫат ҫапла пӗлтерет: «100 м чупас, ҫӳллӗшне ҫикес, йӗтре (ядро) тӗртес енӗпе Апашри Зоя Александровӑна ҫитекенни пулмарӗ. Леня Григорьев 100 м, Миша Петров 200 м чупса мала тухрӗҫ. Спортӑн пур енӗпе илсен «Урожай» спорт пӗрлешӗвӗн куҫса ҫӳрекен кубокне Апашсем тивӗҫрӗҫ».

Куҫарса пулӑш

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

– Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, эсир Чӑрӑшкассине куҫса килсенех малтанах ача садӗнче вӑй хунӑ…

Куҫарса пулӑш

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Мӑшӑр часах «Искра» хуҫалӑха ӗҫе вырнаҫрӗ, ҫемйипех унта куҫса килтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Вунӑ ҫул тултарсан, паянхи пекех лайӑх ас тӑватӑп, Чӑваш ене куҫса килтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ҫӗнтерӳҫӗ командӑсене И.Игнатьев дипломсем парса чыс турӗ, куҫса ҫӳрекен Кубок Элӗксенчен Ехремкассисене куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫакӑн хыҫҫӑн Михаил Михайлович мӑшӑрӗпе Софья Ивановнӑпа тата ывӑлӗпе Николайпа Етӗрне ҫывӑхӗнчи Янибяковӑна куҫса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Чирӗн юлашки тапхӑрӗнче вӑл ытти органсене куҫса сиенлетме пуҫласан температура хӑпарма, вӑй-хал чакма тата ҫын начарланма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Асӑннӑ чир хӑвӑртах ытти органсене куҫса сиенлетме пултарнипе уйрӑлса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Сергей Дмитриев каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн йышши куҫса ҫӳрекен пункт пулӑшӑвӗпе 5 пин ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Республикӑра сусӑрсем тата халӑхӑн питех куҫса ҫӳреймен ытти ушкӑнӗнчи ҫынсем больницӑсене, культурӑпа спорт тата суту-илӳ учрежденийӗсене килсе ҫӳреме пултармалла тӑвас ӗҫ пырать.

В республике ведутся работы по адаптации больниц, учреждений культуры и спорта, организаций торговли к потребностям инвалидов и других маломобильных групп населения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Вика Сочи хулине куҫса пычӗ.

Вика переехала в Сочи.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех