Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курӑкӑн (тĕпĕ: курӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Типӗ ӑшӑ ҫил ҫеҫенхиртен ҫеҫкене ларнӑ чапӑрӑн пылак шӑршине варкӑштарса килет, улӑхра йӗпе курӑкӑн, юшкӑн тӑприпе нӳрӗ сывлӑшӑн уҫӑ шӑрши кӗрет, карӑшсем шӑплана пӗлмесӗр авӑтаҫҫӗ, ҫыран хӗрринчи вӑрмана вара; юмахри майлах, тӗтрен кӗмӗл укаллӑ пурҫӑнӗ карса илнӗ.

Со степи сухой и теплый ветер несет к жилью медвяные запахи цветущего чабреца, а в займище пресно пахнет влажной травой, илом, сыростью, неумолчно кричат коростели, и прибрежный лес, как в сказке, весь покрыт серебристой парчою тумана.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл хӗрсе кайнӑ хура тӑпран вӗри варкӑшӗпе, хӗвелте выртса пӗтнӗ тем тӗрлӗ курӑкӑн ӳсӗртсе яракан шӑршисемпе сывларӗ, анчах та ҫумӑр ҫывхарни те сисӗнчӗ: Дон енчен тӑварсӑр нӳрӗ сывлӑш юхса килчӗ, чӗкеҫсем шӗвӗр юплӗ ҫуначӗсене ҫӗре перӗнтернӗпе пӗрех сывлӑша ҫурса ярӑнса ҫӳрерӗҫ тата инҫетре-инҫетре, сенкер тӳпе ытамӗнче, ҫеҫенхир ӑмӑрткайӑкӗ ҫывхарса ҫитнӗ аслатиллӗ ҫумӑртан аяккалларах вӗҫсе кайрӗ.

Он дышал жаром раскаленного чернозема, пьянящими запахами всех полегших под солнцем трав, но уже чувствовалось приближение дождя: тянуло пресной влагой от Дона, почти касаясь земли раздвоенными остриями крыльев, чертили воздух ласточки, и далеко-далеко в синем поднебесье парил, уходя от подступавшей грозы, степной подорлик.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем тӗттӗм тӑкӑрлӑкра сӑмах чӗнмесӗр тӑчӗҫ, унтан хускалми шӑплӑхпа, ҫӗрлехи тӗттӗмпе, ҫамрӑк курӑкӑн ӳсӗртсе яракан шӑршипе илӗртекен ҫеҫенхирелле ним шарламасӑрах утса кайрӗҫ.

Они молча постояли в темном проулке и так же молча пошли в степь, манившую безмолвием, темнотой, пьяными запахами молодой травы.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ирӗлнӗ хура тӑпран авалтанхи шӑршипе ҫамрӑк курӑкӑн ӗмӗр ҫӗнӗ шӑршине ҫӑран сӑрхӑнтаракан ҫеҫенхир, кӑштах симӗсленнӗскер, хӑйӗн пӑхса ытарма ҫук илемӗпе чуна эпеклесе илӗртрӗ.

Несказанным очарованием была полна степь, чуть зазеленевшая, налитая древним запахом оттаявшего чернозема и вечно юным молодой травы.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Подтелков, утнӑ май, нӳрӗ курӑкӑн нумай тӗрлӗ уҫӑмсӑр шӑршине шӑршласа пырать.

К многообразным невнятным ароматам намокшей травы принюхивался, шагая, Подтелков.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫамрӑк курӑкӑн, суха тимӗрри ҫавӑрса пӑрахнӑ, анчах юр шывӗн тӑварсӑр тутине ҫухатма ӗлкӗреймен ҫӗрӗн тутлӑ шӑршипе сывласси килчӗ унӑн, — чунӗ хӑпартланса ҫӗкленчӗ.

Представляя себе, как будет вдыхать сладкий дух молодой травы и поднятого лемехами чернозема, еще не утратившего пресного аромата снеговой сырости, — теплело на душе.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Таса хирте ҫум курӑкӑн шӑрши-марши те ан юлтӑр!

Сорную траву из поля вон!

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑнтӑртан вӗрекен ҫил Чир енчен ҫӗрӗшнӗ курӑкӑн пылак тутӑллӑ шӑршине варкӑштарса килет, кӑнтӑрлахи вӑхӑтсенче ҫуркуннехи пекех, сенкер те акӑш-макӑш черчен мӗлкесем тавра курӑм хӗррипе вӗлтӗртетсе выляҫҫӗ.

Южный ветер нес с Чира томленые запахи травного тлена, и в полдни на горизонте уже маячили, как весной, голубые, нежнейшие тени.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кансӗр ҫывӑрнипе пичӗ чалӑшшӑн ҫӗвекленсе йӗрленнӗ Григорий ыйхӑран ҫӗр варринче вӑранса пуҫне ҫӗклерӗ, темӗнле курӑкӑн ытла та тутлӑ шӑршине туйса илнӗ, анчах ҫав самантрах ӑна сисми пулнӑ лаша пек, тутине мӗкӗлтеттерсе выртрӗ.

Проснувшись и приподняв голову, с косыми рубцами на щеках от неловкого сна, Григорий долго жевал губами, как лошадь, на минуту ощутившая и утратившая необыкновенный аромат какой-то травки.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах тутлӑ ыйхӑ ӑна ҫавӑнтах ӳсӗртсе ярса анкӑ-минкӗлентерчӗ; вӑл мӗнле выртнӑ ҫаплах мелсӗррӗн тӗлӗрсе кайрӗ те тӗлӗкре вӗри ҫил ҫунтарса янӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑван ҫеҫен хире, тип курӑкӑн хӑмӑр кӑвак тӗслӗ ҫӑра тӗмӗсене, тӗпӗкленсе ӳсекен тӗксӗм сенкер чӑпар тӗмӗсем хушшинче таканламан лаша йӗрӗсем выртнине курчӗ…

Но сон опьянил его; он уснул в той неловкой позе, которую принял лежа, и во сне видел бескрайную выжженную суховеем степь, розовато-лиловые заросли бессмертника, меж чубатым сиреневым чеборцом следы некованых конских копыт…

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каҫсерен сӑрт хысакӗсем тӑрринчен хутор ҫине ҫӑра пӑчӑ сывлӑш шӑвӑнса анать, ҫилпеле сывлӑша ӗнӗк курӑкӑн ҫӗвек шӑрши тулса ларать.

Ночами в хутор сползала с гребня густая текучая духота, ветер насыщал воздух пряным запахом прижженных трав.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӑвӑшлаттарнӑ курӑкӑн чалӑш тӑршшӗ ҫурма-ҫаврашки унӑн ури айне пырса выртрӗ.

Саженное полукружье смахнутой травы легло под его ногами.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хутор анкартийӗсем ҫумӗнчи ҫулса пӑрахнӑ улӑп шупка-симӗс лаптӑксемпе ҫутӑлса выртать; ҫулма ӗлкӗреймен вырӑнсенчи курӑкӑн ешӗл-ҫутӑ пурҫӑнне ҫил хумхантарса вӑштӑртаттарать.

Луг, скошенный возле хуторских гумен, светлел бледно-зелеными пятнами; там, где еще не сняли травы, ветерок шершавил зеленый с глянцевитой чернью травяной шелк.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем чӑнах та типӗ курӑкӑн тутлӑ шӑрши кӗрекен утӑ купи ҫумне ларчӗҫ.

Они сели под копной, от которой действительно исходил ароматный запах сухих цветов.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫав вӑхӑт хушшинче вӗсем ҫырмана анчӗҫ, вара, утӑ купи патне ҫитсен: — Рагулин патне мӗн хӑямат тума каяс пирӗн? Ҫак шӑршӑ кӗрекен канал ҫумне ларса калаҫсан аванрах пулӗ… Ҫулнӑ курӑкӑн шӑршине юрататӑп эпӗ, — терӗ Евсей.

Тем временем они спустились в ложбину, и когда подъехали к копне сена, Евсей сказал: — И за каким дьяволом ехать нам к Рагулину! Лучше мы посидим и побеседуем возле этой пахучей копенки… Люблю запах скошенной травы.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ашшӗ вилни ҫинчен вӑл тӗксӗм те салхуллӑ лӑпкӑ сада курнипе ҫеҫ мар аса илчӗ, ун ҫинчен ӑна пӳртум садӗнчен кӑвак чечекпе утмӑлтурат тата темле курӑкӑн кӑмӑла пӑтратакан ҫав тери пылак шӑрши кӗни те аса илтерчӗ…

Воспоминания о смерти отца были вызваны не только темным и грустно-молчаливым садом, а и тем приторно-сладким запахом чебреца, васильков и еще какой-то пахучей травы, которым несло из палисадника…

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Тӑрӑшӑп, — терӗ Кондратьев, чакӑр курӑкӑн чечекӗсене пӗр ывӑҫ пуҫтарса.

— Постараюсь, — сказал Кондратьев, собирая в руке уже пучочек чебрецовых цветков.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Егор, санӑн мӗнле иккӗленӳсем пуррине, татса парайман ыйтусем туха-туха тӑнине каласа памарӑн-ҫке эсӗ? — терӗ Кондратьев, чакӑр курӑкӑн кӗрен-кӑвак чечекне шыраса тупса.

— Егор, так ты и не сказал, — заговорил Кондратьев, отыскав в траве лиловый цветок чебреца, — какие у тебя возникают сомнения и нерешенные вопросы?

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Витепе курӑкӑн шӑршине сиснӗ лашасем, чӗлпӗрсене туртса, хӑвӑртрах утма тытӑнчӗҫ те хӑйсемех картишне пӑрӑнса кӗчӗҫ.

Лошади, почуяв запах конюшни и травы, потянули поводья, пошли веселее и сами завернули во двор.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Ҫеҫен хир ҫинче ҫулнӑ курӑкӑн пуҫа ҫавӑракан, яланах кӑштах салхулантаракан ырӑ шӑрши тӑрать, ҫул хӗррипе ларса тухнӑ юманлӑхсенчен сулхӑн тата ҫӗрме тытӑннӑ ҫулҫӑсен чуна ҫӗклекен шӑрши перет; каврӑҫӑн пӗлтӗрхи ҫулҫинчен вара темшӗн ҫурхи шӑршӑ, кӑштах тата фиалка шӑрши те кӗрет.

…Степь под ветром могуче и мерно дышала во всю свою широченную грудь пьянящим и всегда немного грустным ароматом скошенной травы, от дубовых перелесков, мимо которых бежала дорога, тянуло прохладой, мертвым, но бодрящим запахом сопревшей дубовой листвы, а вот прошлогодние листья ясеня почему-то пахли молодостью, весной и, быть может, немножко — фиалками.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех