Шырав
Шырав ĕçĕ:
39. Исаия вӗсем мӗншӗн ӗненме пултарайманни ҫинчен те каланӑ: 40. «Турӑ вӗсен куҫне суккӑрлатнӑ, вӗсен чӗрине чул пек хытарнӑ, ҫавӑнпа вӗсем куҫӗпе те курмаҫҫӗ, чӗрипе те ӑнланмаҫҫӗ, вӗсем Ман енне ҫаврӑннӑ пулсассӑн, Эпӗ вӗсене сывататтӑм» тенӗ.
Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл ҫапла каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхне сире пӗлмелле тунӑ, ыттисене вара ытарлӑ каламалла: вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, илтсен те ӑнланмаҫҫӗ.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме пӳрнӗ, ыттисене вара ҫакна пурне те ытарлӑн каламалла: 12. вӗсем Турӑ енне ҫаврӑнасшӑн мар, ҫылӑхӗсене каҫарттарасшӑн мар: вӗсем куҫпа пӑхсассӑн та курмаҫҫӗ; хӑлхапа илтсессӗн те ӑнланмаҫҫӗ.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлти Патшалӑхӑн вӑрттӑнлӑхӗсене сире пӗлмелле тунӑ, вӗсене ун пек туман: 12. камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн тата хушӑнӗ; камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ; 13. вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, итлесен те илтмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене ытарлӑн калатӑп; 14. Исаия пророк калани вӗсен тӗлӗшӗнчен вырӑна килет.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! эсӗ пӑлханакан халӑх хушшинче пурӑнатӑн; курас тесен, вӗсен куҫӗ пур, анчах курмаҫҫӗ; илтес тесен, вӗсен хӑлхи пур, анчах илтмеҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — пӑлханакан халӑх, терӗ.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем курмаҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, вӗсем ӗнтӗ ҫавна пулах намӑса тӑрса юлӗҫ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл ҫапла каларӗ: кай та кала ҫав халӑха: илтме илтӗр те — ӑнланса илеймӗр, куҫӑрпа пӑхса тӑрӑр та — кураймӑр: 10. ӗнтӗ ҫак халӑхӑн чӗрийӗ хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсене хупнӑ, куҫӗсемпе те курмаҫҫӗ, хӑлхисемпе те илтмеҫҫӗ, чӗрисемпе те ӑнкараймаҫҫӗ, хӑйсен ҫулне улӑштараймаҫҫӗ — сывалма пултараймаҫҫӗ, терӗ.
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Суя тӗнлисен йӗрӗхӗсем — ылтӑнпа кӗмӗл, этем алли тунӑ япала: 16. ҫӑварӗ те пур — калаҫмаҫҫӗ; куҫӗ те пур — курмаҫҫӗ; 17. хӑлхи те пур — илтмеҫҫӗ, ӑшӗнче сывлан сывлӑшӗ те ҫук.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсен ҫӑварӗ те пур — калаҫмаҫҫӗ; куҫӗ те пур — курмаҫҫӗ; 14. хӑлхи те пур — илтмеҫҫӗ; сӑмси те пур — шӑрша туймаҫҫӗ; 15. алли те пур — хыпашлаймаҫҫӗ; ури те пур — утаймаҫҫӗ; пырӗнчен сасӑ та кӑлараймаҫҫӗ.
Пс 113 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ вара, — манӑн урасем кӗҫех тайӑлатчӗҫ, ура тупанӗсем кӗҫех шуса каятчӗҫ, — 3. йӗркесӗр ҫынсем тулӑх пурӑннине кура, ӑссӑр ҫынсене ӑмсантӑм: 4. вӗсем мӗн виличченех асап курмаҫҫӗ, вӗсенӗн вӑйӗ тӗреклӗ; 5. вӗсем этем ӗҫлекен ӗҫре ҫӳремеҫҫӗ, ытти ҫынсемпе пӗрле хӗн курмаҫҫӗ.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна пӗлекенсем те Унӑн кунӗсене курмаҫҫӗ!
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Кунӑмсем хыпарҫӑран та хӑвӑртрах чупаҫҫӗ, иртеҫҫӗ ҫапла, ыррине курмаҫҫӗ, 26. ҫӑмӑл кимӗ ишсе иртнӗ пек ыткӑнаҫҫӗ, ӑмӑрткайӑк тупӑш ҫине вӗҫсе аннӑ пек вирхӗнеҫҫӗ.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эхер те санӑн ывӑлусем ҫуралсассӑн, [хӑвӑн] ывӑлусен ывӑлӗсем ҫуралсассӑн, унтан эсир ҫӗр ҫинче чылайччен пурӑннӑ майӑн ирсӗрленсе кайса пӗр-пӗр суя туррӑн ӗлкине тусассӑн, ҫак усал ӗҫе Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, куҫӗ умӗнче туса Ӑна ҫиллентерсе ярсассӑн, 26. тӳпепе ҫӗре асӑнса калатӑп сире паян: эсир Иордан леш енне каҫса еткерлӗхе илес ҫӗрӗре часах ҫухататӑр; унта нумай вӑхӑт пурӑнаймастӑр, пӗтетӗр; 27. вара Ҫӳлхуҫа сире [пур] тӗрлӗ халӑх хушшине сапаласа ярӗ, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа ҫитерсе хӑварнӑ халӑхсем хушшинче эсир пӗчӗк йышлӑн тӑрса юлатӑр; 28. унта эсир [урӑх] турӑсене, этем алли йывӑҫран тата чултан тунӑскерсене, пӑхӑнса пурӑнатӑр: вӗсем курмаҫҫӗ те, илтмеҫҫӗ те, апат та ҫимеҫҫӗ, шӑршӑ та пӗлмеҫҫӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.