Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

крепӑҫе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн чухне поручика суд туса крепӑҫе хупмалла турӗҫ, унӑн амӑшӗ калать…

Тогда поручика засудили в крепость, а матушка его говорит…

V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Офицерсем ӑна палланӑ та, лаша ҫине лартса, крепӑҫе илсе кайнӑ.

Узнали его офицеры, повезли в крепость.

6 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

«Нимӗн тума та ҫук, вӑй пур чухне сӗтерӗнес-ха, ларсан тӑраймӑп та. Крепӑҫе эпӗ паянах ҫитес ҫук, ҫутӑлсан, вӑрманта выртӑп, унта кун ирттерӗп те ҫӗрле каллех кайӑп», — тесе шухӑшланӑ Жилин.

«Нечего делать, — думает, — буду тащиться, пока сила есть. А если сесть, так и не встану. До крепости мне не дойти, а как рассветет, — лягу в лесу, переднюю, а ночью опять пойду».

6 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗччен пулнӑ пулсан, эпӗ тахҫанах крепӑҫе ҫитнӗ пулӑттӑм», — тесе шухӑшланӑ.

Один я бы давно ушел».

5 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл каланипе, Пугачев мана Оренбурга шпион туса янӑ пулать; эпӗ, кулленех ҫапӑҫма туханҫи пулса, хулара мӗн пулса иртни ҫинчен хут ҫине ҫырса пӗлтернӗ пулать; юлашкинчен вара, пуҫӗпех самозванец енне куҫса, унпала пӗрле крепӑҫрен крепӑҫе ҫӳренӗ, Пугачев енне куҫнӑ юлта-сен пуҫне ҫиме, вӗсен вырӑнне ларма, Пугачев панӑ парнесемпе усӑ курма тӑрӑшнӑ пулать.

По его словам, я отряжен был от Пугачева в Оренбург шпионом; ежедневно выезжал на перестрелки, дабы передавать письменные известия о всем, что делалось в городе; что наконец явно передался самозванцу, разъезжал с ним из крепости в крепость, стараясь всячески губить своих товарищей-изменников, дабы занимать их места и пользоваться наградами, раздаваемыми от самозванца.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мана ҫунса кайнӑ хула варринче тӑрса юлнӑ крепӑҫе илсе пычӗҫ.

Меня привезли в крепость, уцелевшую посереди сгоревшего города.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫапла пӗр-икӗ сехет кайнӑ пулӗ-и, сисмен те, Пугачев аллинчи кӳршӗ крепӑҫе пырса кӗнӗ.

Неприметным образом часа через два очутились мы в ближней крепости, также подвластной Пугачеву.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачев крепӑҫе тӗрӗслесе пӑхса тухма кайрӗ.

Пугачев отправился осматривать крепость.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ку хӗр кунти пуп тӑванӗн хӗрӗ мар: вӑл ҫак крепӑҫе илнӗ хыҫҫӑн ҫакса вӗлернӗ Иван Мироновӑн хӗрӗ, — терӗ.

Эта девушка не племянница здешнего попа: она дочь Ивана Миронова, который казнен при взятии здешней крепости.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мана ураран ҫапса ӳкерчӗҫ, анчах эпӗ каллех тӑрса пӑлхавҫӑсемпе пӗрле крепӑҫе кӗтӗм.

Меня сшибли было с ног, но я встал и вместе с мятежниками вошел в крепость.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак самантра пӑлхавҫӑсем пирӗн ҫинелле чупса пычӗҫ те крепӑҫе кӗрсе кайрӗҫ.

В эту минуту мятежники набежали на нас и ворвались в крепость.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ӗлкӗреймерӗ, — терӗ Иван Игнатьич, — Оренбург ҫулне пӳлнӗ, крепӑҫе ҫавӑрса илнӗ.

— Не успела, — отвечал Иван Игнатьич, — дорога в Оренбург отрезана; крепость окружена.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кӳршӗри крепӑҫе илнӗ тенине илтсенех, вӑл хӑйне ырӑмаррӑн туйрӗ, чирлесрен хӑратӑп.

Ей сделалось дурно, как услышала о взятии Нижнеозерной; боюсь, чтобы не занемогла.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Халлӗхе ҫул ирӗклӗ, вӗсене Оренбурга, е тӑшмансем ҫитсе кӗмелле мар, инҫерехри шанчӑклӑ крепӑҫе ӑсатӑр.

Отправьте их в Оренбург, если дорога еще свободна, или в отдаленную, более надежную крепость, куда злодеи не успели бы достигнуть.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Крепӑҫе хамӑр чунсем тухичченех сыхласси — пирӗн хисеплӗ ӗҫ пулса тӑрать, ун ҫинчен калама та кирлӗ мар ӗнтӗ.

— Долг наш защищать крепость до последнего нашего издыхания; об этом и говорить нечего.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Юлай, ыйт-ха унтан хӑвӑр чӗлхӗрпе, кам ӑна пирӗн крепӑҫе янӑ?

Юлай, спроси-ка у него по-вашему, кто его подослал в нашу крепость?

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ку вӑрӑ-хурах часах пирӗн крепӑҫе ҫитме шутлани ҫинчен пӗлтернӗ; казаксемпе салтаксене хӑйӗн шайкине куҫма чӗннӗ, командирсене хӑйне хирӗҫ тӑмалла марри ҫинчен каласа ӳкӗтленӗ, хирӗҫ тӑрсан, асаплантарса вӗлерессипе хӑратнӑ.

Разбойник объявлял о своем намерении немедленно идти на нашу крепость; приглашал казаков и солдат в свою шайку, а командиров увещевал не супротивляться, угрожая казнию в противном случае.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫакна пула, ҫакна илсенех, сирӗн, господин капитан, вӑраха ямасӑрах асӑннӑ тӑшмана тата самозванеца хирӗҫ тӑма тивӗҫлӗн хатӗрленме, май килсессӗн, хӑвӑра шанса панӑ крепӑҫе пырса тапӑнсассӑн, ӑна тӗппех те пӗтерме хушатӑп.

Того ради, с получением сего, имеете вы, господин капитан, немедленно принять надлежащие меры к отражению помянутого злодея и самозванца, а буде можно и к совершенному уничтожению оного, если он обратится на крепость, вверенную вашему попечению.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак ҫырупа сире, хурал аллинчен тухса тарнӑ Дон казакӗ тата раскольник Емельян Пугачев, вилнӗ ӗмпӳ III-мӗш Петр ятне хӑй ҫине йышӑннине калама ҫук иртӗнсе, Яик ялӗсенче пӑлхану туни, темиҫе крепӑҫе тытса илсе ҫаратни, пур ҫӗрте те хурах пусса вилӗм кӳни ҫинчен пӗлтеретӗп.

Сим извещаю вас, что убежавший из-под караула донской казак и раскольник Емельян Пугачев, учиня непростительную дерзость принятием на себя имени покойного императора Петра III, собрал злодейскую шайку, произвел возмущение в яицких селениях и уже взял и разорил несколько крепостей, производя везде грабежи и смертные убийства.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унӑн ӗҫри сӳрӗклӗхне тата ҫемҫе кӑмӑллӑхне пула, Василиса Егоровна упӑшкин службӑри ӗҫӗсем ҫине те хӑйӗн хуҫалӑхӗнчи ӗҫӗсем ҫине пӑхнӑ пекех пӑхнӑ; крепӑҫе те вӑл хӑйӗн килҫуртне йӗркелесе пурӑннӑ пекех тытса тӑнӑ.

Это согласовалось с его беспечностию, Василиса Егоровна и на дела службы смотрела, как на свои хозяйские, и управляла крепостию так точно, как и своим домком.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех