Шырав
Шырав ĕçĕ:
Раҫҫейре агропромышленность комплексне аталантарма мӗн кирли пурне те пур, шалти тата тулашри рыноксене пахалӑхлӑ, юрӑхлӑ, чи кирли — усӑллӑ продукци тӑратмалла, ҫав хушӑрах экономикӑн чикӗ хушшинчи секторӗсенче технологи суверенитетне — ял хуҫалӑх строительстви пеккисене — тумалла, — пӗлтернӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин.
Агропромышленноҫ комплексне аталантарасси пирки Путин комментари тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... un-3471336
Тӑванӑм, май килнӗ чух паян эп санпа чи кирли ҫинчен калаҫасшӑн, асту, чи кирли ҫинчен.
13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чи кирли вара… — ҫак авӑкра эпӗ Попа — вӑл хут татки тейӗн — куҫӑмсемпе вӗттӗн-вӗттӗн ҫурса тӑкрӑм, — чи кирли — ӑнсӑртран мӗн те пулин курсан ҫакӑ кама та-тӑр кӑмӑллӑ пулни пирки тишкерсе хакламасӑр нихӑҫан та сӳпӗлтетсе памасса пӗлетӗп.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫаксем пурте Кутузова ҫапӑҫма кирли ҫинчен, май килсен чи юнлӑ, чи хӑрушӑ ҫапӑҫу — урам хушшинчи ҫапӑҫу таранах ҫитме кирли ҫинчен каланӑ.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ку ӗҫре вара, хӑвах пӗлетӗн, кирли, чи кирли — ӗҫ тӗплӗ пулса иртни, никам та ан лектӗр.
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Сomme il faut пулма иккӗмӗш кирли — чӗрнесем, вӗсем вӑрӑм, яп-яка тата тап-таса пулмалла; виҫҫӗмӗшӗ — пуҫ тайма, ташлама, калаҫма пӗлесси; тӑваттӑмӗшӗ, ку чи кирли, — кирек мӗн ҫине те лӑпкӑн пӑхасси тата, йӗрӗнереххӗн ҫӳресе, капӑр кичемлӗхе ялан палӑртасси.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кун хыҫҫӑн вара государствӑна аш-какай памалли плана тултарас тесен, мӗн чухлӗ пӑлан пусма кирли ҫинчен, хӗл каҫма мӗн чухлӗ какай, колхозниксене валли тумтир ҫӗлеме мӗн чухлӗ тир кирли ҫинчен, суту-илӳ базине е урӑх организацисене мӗн чухлӗ пӑлан сутасси ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ.
Хуҫи кам? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чи кирли — Толстой: вӑл пурнӑҫ туйӑмӗ мӗнре иккенне пӗлет, — нимӗн те ан ту, имӗш, санӑн телее, санӑн савӑнӑҫа мӗн кирли пурте хӑй тӗллӗнех пулать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Лика кулса ячӗ те лаша лайӑх пулни ҫинчен, анчах хӑш-пӗр ҫӗре, унӑн аякӗсем ытла начаркка пулнӑ пирки, мамӑк хума кирли ҫинчен тата, унсӑр пуҫне, лашана пиртен тунине пӗлмелле ан пултӑр тесе, ӑна сӑрлама кирли ҫинчен каласа пачӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Игорь Александрович пире ятлама тытӑнать пулӗ тенӗччӗ эпӗ, анчах вӑл кашни ачана вӗрентме государство мӗн чухлӗ укҫа тӑкаклани ҫинчен, лайӑх вӗренме кирли тата шкул пурлӑхӗпе шкулне хӑйне упрама кирли ҫинчен лӑпкӑн каласа пачӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
— Матти, чи кирли вӑл ҫитесси пулать; ҫитесси — ҫак ӗҫре чи кирли пулать, Матти…— Матти, самое главное — дойти; дойти — самое главное в этом деле, Матти…
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ҫак задачӑна пӗччен пурнӑҫлама ҫукки ӑна тума мӗнле те пулин «приводной» чӗнсем шырама кирли тата ҫӗр ҫине наступлени тума пултаракан хӑйӗн «ҫарне» йӗркелеме кирли ӑна паллӑ пулса тӑчӗ.
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Шухӑшӗсем тепре Федор Лукич Хохлаков кабинетне илсе кӗреҫҫӗ — унта вӑл хӗрсе каять, Савва Остроухов хутне кӗрсе, ӑна пулӑшма кирли ҫинчен, вӑл пуҫланӑ ӗҫ ыттисемшӗн пример пулма кирли ҫинчен калать.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Кунта, хӗрарӑмсем, чи кирли, — калаҫма пуҫларӗ Дарья, вӑрӑм та типшӗм, пуҫне ҫыхнӑ пӗчӗк тутӑрне куҫӗ ҫинех антарса лартнӑ хӗрарӑм, — чи кирли акӑ мӗнре: Сталин пурнӑҫӗнчи паллӑ вӑхӑтсене ҫирӗп пӗлме кирлӗ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чи кирли, — ҫыхакан йӗпсипе вӑл сывлӑшалла ваштӑр ҫапса илчӗ, — чи кирли — система.Самое главное, — она ударила по воздуху вязальным крючком, — самое главное — система.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах пурнӑҫра чи кирли вӑл — ӗҫ, ҫавӑнпа вара реальнӑҫшӑн та чи кирли — ӗҫ, реальноҫӗн чи тӗрӗс палли ӗнтӗ — ӗҫлӗхлӗх пулать.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хайхи Беликова юлташӗсем те, хӗрарӑмсем те авланма кирли ҫинчен, авланмасан, вара унӑн пурӑнан ӗмӗрӗнче ним те юлманни ҫинчен калама тытӑнаҫҫӗ; хӗр ҫураҫас ятпа пурсӑмӑр та саламлама тытӑнатпӑр ӑна, пите-куҫа ӗретлӗ тытса, ниме юрамисӗр халлапсем, сӑмахран, мӑшӑрлану — пӗлсе тумалли пысӑк пусӑм пулни ҫинчен калаҫса ирттеркелетпӗр, ҫитменне Вареньки хӑй те вара япӑх хӗрех мар, кӑмӑла каймалла, статски советник хӗрӗ, хуторӗ те пур ун, чи пахи вара — хӑйне хӑй Беликовпа вашават, кӑмӑллӑ тытакан малтанхи хӗрарӑм пулнӑ иккен вӑл, — Беликов тӑн-пуҫӗ ҫавӑрӑнса каять те, чӑнласах авланма кирли ҫинчен шухӑшласа хурать вара.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Пирӗншӗн халӗ уйри тырӑ — чи кирли, кирлинчен кирли.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑна кирек ӑҫта, кирек хӑҫан тӗл пулсан та вӑл чи малтанхи сӑмахсенчех калаҫасса чи кирли ҫинчен хускатать, ун пирки иккӗленесси те ҫук, мӗншӗн тесен пирӗн туслӑх та чи кирли ҫинчен калаҫнипе тытӑнса тӑратчӗ, хамӑр ҫинчен калаҫма эпир аса та илмен.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
33. Вӑл вара вӗренекенӗсем енне ҫаврӑнса пӑхнӑ та Петра чарса лартса каланӑ: кай ман патӑмран, шуйттан! эсӗ Турра кирли ҫинчен шухӑшламастӑн, этеме кирли ҫинчен шухӑшлатӑн, тенӗ.
Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.