Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗнчен (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах хӑй ҫӑткӑнлӑхне пула вӑл ниепле те парӑнасшӑн пулмарӗ, килӗнчен ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ обойӑсем илсе пычӗ, Выляса янӑ май вӑл тавлашрӗ, йӗртен пӗр утӑм мала тухса пеме ирӗк ыйтрӗ, мӗншӗн тесен Васька унтан ҫӳлерех тата унӑн урисем те вӑрӑмрах.

Но он надеялся выиграть, жадности в нем не было предела, Проигрывая, Илюха приносил из дому все новые и новые обоймы, желая отыграться, Илюха нахально спорил, требовал права переступать за черту, потому что у Васьки ноги длиннее.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Халех акӑ ӑна килӗнчен илӗртсе тухасчӗ те сарайне сӗтӗрсе кӗртесчӗ, сӑнчӑрласа лартасчӗ — ан тив кӑшкӑртӑр.

Выманить бы его сейчас из дому, затащить в сарай и заковать, пусть бы орал.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Тата вӑл ҫакна та ӑнланать, хӑй килсе кӗнӗ хуторӑн хуҫине — ҫак кутӑн та кӑмӑлсӑр хресчене ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑкра килӗнчен илсе тухма ҫӑмӑлах пулмӗ.

Он знал, что не так-то просто вытащить этого упрямого и не больно-то услужливого крестьянина в метель из дома.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑйсен тусӗсемпе сывпуллашнӑ хыҫҫӑн гуигнгнмсем хӑйсен килне таврӑнаҫҫӗ, вара мӗн виличченех килӗнчен тухмаҫҫӗ.

Попрощавшись таким образом с друзьями, гуигнгнм возвращается к себе и уже до самой смерти не покидает дома.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Акӑ мӗншӗн пурлӑхлӑ ҫынсем кунта ытти тарҫӑсемпе пӗрле яланах тутаран е хӑлхаран хӑмпӑпа ҫапакан тарҫӑсем (кунти чӗлхепе каласан, клайменолесем) тытаҫҫӗ, вӗсемсӗр вара нихҫан та килӗнчен тухмаҫҫӗ.

Вот почему состоятельные люди всегда держат в числе прислуги так называемого хлопальщика (по-туземному — клайменоле) и без него никогда не выходят из дому.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Юрать-ха бургомистр шӑп та лӑп ҫак вӑхӑтра килӗнчен чупса тухрӗ, унсӑрӑн хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе хатӗрленӗ фейерверка кураймасӑрах юлатчӗ.

Хорошо что бургомистр как раз в этот момент случайно выбежал из дому, а то бы он так и не увидел фейерверка в свою честь.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вара хӑйне чипер те йӗркеллӗ пек туйсан кил алӑкне питӗрчӗ те килӗнчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Пӗчӗккӗ чухнех, хӑйӗн юлташӗсемпе Атӑл ҫине кайма пуҫтарӑннӑскер, вӑл ҫав старике пӗрре тӗлӗкӗнче курнӑ мӗн: старик ӑна юнанӑ та — Макҫӑм, хӑранипе, килӗнчен тухма туман; пӑхӑсӑн — ирхине, Атӑл пӑрӗ ҫурӑлнипе темӗн чухлӗ пулӑҫа шыва путнӑ…

Бывши еще мальчишкой, он видел его однажды во сне, когда с товарищами собирался на Волгу: старик пригрозил ему, и Максимка остался со страху дома, а поутру на Волге подломился лед и много рыбаков утонуло…

I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Тен, пур приходри пупсем те, митрополит килӗнчен тытӑнса меньшевиксен хӳрешкисем таранах, чан ҫапса… праҫнике хатӗрленеҫҫӗ пулӗ!

Уже благовестят небось попы всех приходов, от митрополичьего двора до меньшевистских задворок… к празднику!

XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӗсен килӗнчен пурӗ те ҫавӑ ҫеҫ юлнӑ!..

Вот все, что осталось от их дома!..

XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

«Мана ҫӑлаканни мана ӗнсерен ярса тытӗ те, мана хӑй килӗнчен кӑларса пӑрахӗ тесе шухӑшланӑччӗ ун чухне», тесе каласа панӑ вӑл каярахпа.

«Я так и думал, — рассказывал он потом, — что мой спаситель схватит меня за ворот и выбросит вон из дому».

Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.

Пӗр ҫыннӑн килӗнчен ҫӗр рупий укҫа ҫухалнӑ.

В доме у одного человека пропали сто рупий.

Ӑслӑ судья ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Вӑл килӗнчен кӗмӗле кайса илчӗ те ӑна купцана тавӑрса пачӗ, купци ачине парса ячӗ.

Он принес из дому серебро и отдал его купцу, а тот вернул ему сына.

Купцапа унӑн пӗлӗшӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Пӗррехинче вӑл хӑйӗн сутанчӑк тусӗн виҫӗ ҫулхи ывӑлӗ килӗнчен сиккелесе тухнине курать.

И вот раз увидел, как трехлетний сынишка вероломного друга вприпрыжку выбежал из дома.

Купцапа унӑн пӗлӗшӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ак ӗнтӗ укҫа та пӗтсе ҫитнӗ, брахман килӗнчен тухнӑ та арӑслан пурӑнакан вырӑн еннелле утнӑ.

И вот когда кончились у брахмана все деньги, вышел он из дома и направился в ту сторону, где жил лев.

Брахман, арӑслан хур тата ҫӑхан ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Рувим ҫапах та Палестинӑна каякан ушкӑнпа кайрӗ; шурӑмпуҫ килеспе старик килӗнчен вырӑса та ертсе тухрӗҫ.

Рувим все-таки поехал с группой, которая ехала в Палестину; из стариковского дома вышли на рассвете.

IV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӑл та, ман пекех, Антоновсен килӗнчен пӗр-пӗр аван мар хыпар ҫитрӗ тесе шутларӗ пулӗ.

Надо думать, ему, как и мне, пришла в голову мысль о какой-нибудь вести из дому Антоновых.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Мӗнле-ха амӑшӗ килӗнчен икӗ эрнелӗхе кайма пултарать!

Как же это мама уедет на целых две недели?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Петя, хӑранипе, килӗнчен тухса тарнӑ.

Петя испугался, выбежал из дому.

Пушар // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

Помещиксене хӑвӑртрах хӑйсен килӗнчен хӑваласа кӑларасчӗ тесе, хӑшӗсем пухуран кайма хатӗрленчӗҫ.

Некоторые тут же стали собираться, чтобы как можно скорее выбросить помещиков из их домов.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех