Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗнчен (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнпурӗ те хӑйсен килӗнчен аяккарах каяс килчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн Тихон Ивановича килӗнчен епле те пулин хӑвӑртрах кӑларса ярас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Палюков килӗнчен вӑш-ваш пуҫтарӑнса тухрӗ те урам тӑрӑх хавассӑн шӑхӑркаласа утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑван килӗнчен тухса кайни чылай пулать ӗнтӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл, йӑмӑкӗнчен чылай аслӑскер, тӑван килӗнчен ҫап-ҫамрӑклах «вӗҫсе» тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Ҫавӑнпа килӗшенҫи тунӑ вӑл ман сӑмахсемпе, ҫавӑнпа васканӑ та мана хӑй килӗнчен кӑларса яма.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Анчах ыйтам-ха сирӗнтен: Тихӑн амӑшне, кӑкӑр ачиллӗ хӗрарӑма, ашшӗ тӑван килӗнчен хӑваласа янине пӗлсен мӗншӗн намӑсланман эсир?

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анюк сӑмахӗсене пӗтӗмӗшпех ӗненетӗп пулсан та, Ҫтаппан кӑмӑлне лайӑх пӗлсен те, вӑл, Анюк, тӑван килӗнчен тухса кайса кунта, пысӑк ҫемьеллӗ ҫын патӗнче, пурӑннине ӑнлансах ҫитерейместӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Кулак» тенисене тӗп тунӑ ҫулсенче вӗсем иккӗшӗ те Сулагаевсене килӗнчен кӑларса ярас тесе никамран ытларах ҫине тӑнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пурпӗрех килӗнчен хӑваласа кӑларчӗҫ вӗт вӗсене.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Ку тӗлелле Илья Семенович самаях халсӑрланнӑччӗ, килӗнчен унта-кунта питех тухса ҫӳрейместчӗ, колхозри ҫитменлӗхсем пирки чӗрре кӗрсех шавламастчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Килӗнчен тухнӑ чухне вӑл сӗтел ҫинче Нина панӑ чечексене асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Лида эпӗ пырас умӗн шӑп пӗр кун малтан килӗнчен тухса кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Юлашкинчен хӑй те, ӑҫта каяссине никама пӗлтермесӗр, килӗнчен тухса тарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Чӑн та, Николай Мартынов хайлавӗсенче тӑван тавралӑх, тӑван кӗтес, тӑван кил сӑнарӗсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ, вӗсенчи ӗҫ-пуҫ та чылай чух вӑл е ку ҫын тӑван килӗнчен уйрӑлнипе е, ытларах чух, тӑван килне таврӑннипе пуҫланаҫҫӗ, е тата таҫта аякра пӑчӑхса антӑха пуҫланӑ чун тӑван кӗтесре ҫӗнӗрен сывлӑш ҫавӑрса ярать, пурнан пурнӑҫӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхса малалла пурнас хевтине тупать.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Алексей вара 1868 ҫулхи октябрӗн 28-мӗшӗнче ҫемйине систермесӗр килӗнчен тухса кайнӑ, ҫитмӗл ҫухрӑма хыҫа хӑварса Чӗмпӗре ҫуранах ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Чӑннипех те ҫапла пулса тухрӗ-и-ха ӗнтӗ патька-патшапа, Укаслупа, Алюновпа тӑван килӗнчен тухса килнӗ кашни чӑваш ҫыннипе: ҫутӑ кӳлли — ман куҫҫуль, хура вӑрман — ман тӑшман.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантерӗн килӗнчен тухса тармалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карчӑка килӗнчен илсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килӗнчен тухаймасть.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех