Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫрӗҫ (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Яшми ачисем Палас урлӑ пуринчен малтан чупса каҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шупашкарта вӗсем воевода ҫуртӗнче ҫӗр каҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтанхи каҫ Тукайпа ун ҫыннисем Алттыш ҫӗрпӳ тӗп ялӗнче — Мӑн Сӗнтӗрте ҫӗр каҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем Ахматек пасарта паллашнӑ пӗр тутар патӗнче ҫӗр каҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Стрелецсем пысӑк йышпа Атӑл леш енне каҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑл урлӑ пӑлхавҫӑсем пит хӑвӑрт каҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑрах алӑпа хӗҫ-пӑшал тытса, тепринпе ишсе ҫырма урлӑ каҫрӗҫ те ҫыран ик енне те нумай ҫын пӑрахса хӑварса путлӑхлӑ вырӑнсемпе вӑрмана кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виҫӗ кун хушши ҫарсем Атӑл урлӑ каҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗве вӑррине ҫитсен Шах-Чурапа Явӑш васкаса Атал леш енне каҫрӗҫ те нимле ясырьсӗр-мӗнсӗр Хусаналла ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӑвисене тӳрех кӗрсе вырнаҫмарӗҫ, кӑштах тиркесси те пулчӗ курӑнать, икӗ ҫӗр ирӗкрех ҫӗр каҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Вӗсем кӗҫӗр клубра ҫӗр каҫрӗҫ, варарахпа сан патна илсе пырӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Пӗррехинче, ҫулла, канмалли кун, Исаковпа Зоя Атӑл леш енне каҫрӗҫ.

Однажды летом, в выходной день, Исаков и Зоя переправились за Волгу.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Лавсем Ахти варӗнчен улӑха анчӗҫ, унтан аслӑ ҫул урлӑ каҫрӗҫ те тӳрех Шӗшлӗ арманӗ патнелле уттарчӗҫ, армана кӗрсех кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӗсем васкаса утса кӗпер урлӑ каҫрӗҫ, сылтӑмалла пӑрӑнчӗҫ.

И они быстро зашагали через мост, свернули вправо.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Темле лупашка урлӑ каҫрӗҫ вӗсем, уҫланка тухрӗҫ.

И, перейдя через какой-то ров, очутились на полянке.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лупашка урлӑ каҫрӗҫ, каялла ҫаврӑнчӗҫ.

Вот уже осталась позади ложбина.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Муркаш шывӗ урлӑ каҫрӗҫ, тӑвалла хӑпарчӗҫ.

Переехали речку Моргаушку, поднялись в гору.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урапасем кӗпер урлӑ тӑнкӑртаттарса каҫрӗҫ, улӑха тухрӗҫ.

Телеги, громыхая по бревенчатому мосту, въезжают в луга.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫалапа Яка Илле, Хушаҫҫӗ Петӗрӗ, Каҫҫан пичче тата темиҫе старик каллех Някуҫ мучи ҫурчӗ еннелле каҫрӗҫ.

А вечером снова шагали к дому Нягуся вместе Илле, с Петром Велятом, Касьяном и другими стариками.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӗм хӳтӗре юри ларса, Ик ҫамрӑк сахал мар калаҫрӗҫ; Ҫул тӑрӑх утрӗҫ, урлӑ каҫрӗҫ

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех