Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫнӑ (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑк урати урлӑ каҫнӑ чух вӗсем савӑнсах пӗрне-пӗри перӗнеҫҫӗ.

Когда они переступали порог, то ли нечаянно, то ли нарочно соприкоснулись телами.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Микки патне ӗҫпе чупса каҫнӑ Ивук Савтепие курсан ӗҫӗ ҫинчен те манса кайрӗ темелле.

Но когда Ивук забежал к Микки по делу и, увидев Савдеби, кинулся к ней с объятьями,

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗнер кӑнтӑрлапа хуларан тухнӑ вӗсем, Атӑл урлӑ каҫма хӑтланса чылай ирттернӗ, Сӗве хӗрринче ҫӗр каҫнӑ.

Выехали из Казани в обед, да на переправе проторчали до ночи, так и пришлось заночевать на берегу Свияги.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑтӑр урлӑ каҫнӑ ҫын чӑвашра ватӑ шутланать.

Мужчина за тридцать среди чуваш слывет старым.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсем лупашка урлӑ та каҫнӑ ӗнтӗ, тӑлӑх йывӑҫран та иртнӗ.

Люди миновали низину, одинокое дерево.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шупашкара васкать отряд, — Шыв урлӑ каҫнӑ самозванец, — Хыпар пур: вӑй халь пуҫтарать «Мужицкий царь»…

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тен, тӗксӗмленчӗ янкӑр шанчӑк Ун Атӑл урлӑ каҫнӑ чух, Шиклентерет, тен, паттӑр ҫарӑн Малашӗ, уҫӑмсӑр шӑпи?

Куҫарса пулӑш

XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑшра халь ерипен, сисми Хӗмленнӗ туйӑмӗ вырнаҫнӑ, Унпа вӑл темиҫе ҫӗр каҫнӑ, Пӑлхатнӑ шухӑша тӳсми.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Конюхсен пӳртӗнче ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн вӑл никам хутса ӑшӑтман килне таврӑнать те, апат пӗҫерсе ҫисе, ҫум пахчана ҫӗрулми аври йӑтма тухать.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Самаях тӗттӗм пулса ҫитсен, юлашки хут каҫнӑ чух стариксем те ларса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тырӑ парса таврӑнсан председателе Йалӑма1 каҫнӑ терӗҫ, ҫавӑнпа та Михала правленине тепре ҫитсе курма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫӗнӗ Вӗренертен тӑван хӗрӗм Галина Георгиевна патӗнчен икӗ кун каялла кӑна таврӑнтӑм-ха, унтах хӗл каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнать Тикашра ветеран // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9274-pur-nat ... ra-veteran

Вӗсем Африкӑра, Кӑнтӑр Азире хӗл каҫнӑ май тӑван тавралӑхсӑр, тӑван юрӑсӑр тунсӑхлани ҫинчен систереҫҫӗ.

Они намекают, что по мере зимовки в Африке, Южной Азии скучают по родному краю, по родной песне.

Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // София Петрова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Педагогсен шкулта, ашшӗ-амӑшӗн килте ачасемпе ӑнлантару ӗҫӗсем ирттермелле, ҫул урлӑ каҫнӑ чухне, ҫул хӗррипе утнӑ чухне мӗнле йӗркесене пӑхӑнмаллине аса илтермелле.

Куҫарса пулӑш

Асӑрханӑр - ачасем! // Геннадий КАЗЫКИН. http://alikovopress.ru/asarxanar-achasem!.html

Пӗлеҫҫӗ, ватӑ вӑл, тӑхӑр вуннӑ урлӑ каҫнӑ, ҫапах та тӗреклӗ, тӑнне ҫухатман, никам каламасан та ҫакӑн пек кӑткӑс самантра мӗн тумаллине вӑл калатех.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мускав шывӗ урлӑ каҫнӑ чухне вӗсене вырӑс ратникӗсем тытса чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Касимовран иртсен вӑрманта путлӑхлӑ вырӑнсем пуҫланчӗҫ, юлан утсем, ҫырма урлӑ каҫнӑ чухнехи пек, ялан шыв шӑмпӑртаттарса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлнисем те тӑхӑр теҫетке урлӑ каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Дон шывӗ урлӑ ишсе каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Юрать-ха ҫакӑнса тӑракан кӗперсем республикӑра татах та пур, каярах ялсене ӳкернӗ май сахал мар куркаларӑм, вӗсем урлӑ каҫнӑ май ачалӑхри самантсене аса илтӗм.

Хорошо, что висячие мосты еще есть в республике, поэтому позже, фотографируя деревни, я видел их немало и, переходя по ним, вспомнил моменты детства.

Йывӑҫ кӗперсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32584.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех