Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫнӑ (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сисмерӗм те, хайхи ман пӑшашир лешсемпе тӗл пулас ҫӗрте, Атӑл ҫулӗ урлӑ каҫнӑ чух, сылтӑм тилхеперен пӗтӗм вӑйпа карт! туртрӗ шӑп сулӑнчӑк тӗлӗнче.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Моргиана Джесси стена урлӑ каҫнӑ вырӑна ҫитсе тӑрсанах йытӑ курӑк хушшине чӑмрӗ, унта тӑпах чарӑнчӗ те хӑрлатма тытӑнчӗ.

Как только Моргиана пришла к тому месту, где Джесси перелезла через стену, собака сунулась в траву, замерла там и стала ворчать.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Джесси чӳречерен тухса пахчара ҫухалнӑ, кайран вара, ахӑртнех, хӳме урлӑ каҫнӑ, — терӗ Ева Детрей енне ҫаврӑнса.

— Джесси скрылась через окно в сад, а потом, вероятно, перелезла через стену, — сказала Ева, обращаясь к Детрею.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Диван хӑлӑпӗсене пӳрнисемпе шаккакалать, унтан Гез ҫине пылчӑклӑ урамран асӑрхануллӑн каҫнӑ чухнехилле пӑхса питне пӗркелентерчӗ те куҫӗсене айккинелле пӑрчӗ.

Она постукивала пальцами о ручку дивана, потом, с выражением осторожно переходящей грязную улицу, взглянула на Геза и, поморщась, отвела взгляд.

XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ытлашши ҫу тавраш пусма ӗлкӗреймен-ха хӗрӗхрен каҫнӑ арҫынна.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Хирпе улӑм йӑтса килсе ҫырма урлӑ нушаланса каҫнӑ тӗле нимӗн те курӑнми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

«Арӑмне ним вырӑнне хуман, ӗҫекен упӑшкин патакӗнчен тарса пӗчӗк ачисемпе пӗрле Лиза аппа пиҫнӗ яшкине те тепӗр чухне ҫиеймен. Ачисене лӑплантарса е кӳршӗри Миките Анна аппасем патӗнче е Улитта аппасем патӗнче ҫӗр каҫнӑ. Мӗнле кӑна чӑтса, тӳссе тӑватӑ ачине ӳстерсе, ҫитӗнтерсе ҫын ҫине кӑларчӗ-тӗр?» — тесе аса илеҫҫӗ ял ҫыннисем.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Вӑтӑр миля сарлакӑш, шывсӑр пуш хир урлӑ каҫнӑ чухне Гента сив чир ураран ӳкерчӗ.

На переходе через безводную пустыню в тридцать миль шириной Гент заболел лихорадкой.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Сӑнсӑрланнӑ шупка пичӗпе куҫ лупашкисем тӗксӗмленни ҫине пӑхсан, вӑл та вӑрмантах выртса ҫӗр каҫнӑ, тесе шутлама пулать.

Бледное, измятое лицо с темными впадинами под глазами заставляло думать, что он, вероятно, тоже ночевал в лесу.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Инҫех те мар пӳрт ларать — вӑрӑм лутра хуралтӑллӑ, йывӑҫ хуппи тӑрӑллӑ пӗр хутлӑ ҫурт; ку пӳрте ҫур ӗмӗр каялла таҫтан куҫса килнӗ ҫынсем пураланӑ; хул пуҫҫинчен карабин ҫакса, пуш хир урлӑ сухаланса каҫнӑ тимӗр ҫынсен курӑмлӑ та кӑнттамрах йӗрӗ ҫак пӳртре.

Невдалеке стоял дом — низкое, длинное здание с одноэтажной надстройкой и крышей из древесной коры, — дом, срубленный полстолетия назад руками переселенцев, — грубый выразительный след железных людей, избороздивших пустыню с карабином за плечами.

II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Онега шывӗ урлӑ каҫнӑ чухне ялта ҫавӑн пекех йывӑҫ юпасене те асӑрхама пулать — ку вӑл 30 ҫул каялла тума палӑртнӑ кӗпер юлашкийӗсем.

Пересекая реку Онегу, в деревне также можно заметить деревянные опоры — это остатки моста, который планировалось построить 30 лет назад.

Архангельск облаҫӗнче альтернативӑсӑр тӳлевлӗ кӗпер ӗҫлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31709.html

Кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне пурин те тӳлеме тивет — вырӑнта пурӑнаканскер пулсан та, кунталла канма килекен пулсан та.

При переезде через мост всем приходится платить — будь-то местному жителю, будь-то приехавшему сюда отдыхать.

Архангельск облаҫӗнче альтернативӑсӑр тӳлевлӗ кӗпер ӗҫлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31709.html

Эсӗ кӗпер тӑрӑх пароход ҫине каҫнӑ чух матрос енне ҫавӑрӑнса пӑхса: листовкӑсемпе, комитетран, тесе кала, контролерпа ан та калаҫ.

Ты, когда проходить по сходням будешь, повернись к матросу и скажи: с листовками, мол, от комитета, а с контролером и не разговаривай.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Матроссем, «ӑнӑҫлӑ сиксе каҫнӑ» ятпа кӑштах сыпнӑскерсем, ҫӳлте юрлаҫҫӗ — халӗ шикленмесӗр; юрӑ каютӑра та илтӗнет.

Матросы, выпив тоже слегка «на благополучный проскок», пели, теперь не стесняясь, вверху; пение доносилось в каюту.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Курӑк хушшинче хӑмӑр, йӗпкӗн хӗрлӗ тата кӑвак чечексем чӳхенеҫҫӗ; мӑклӑ тунасенчен чӑлханнӑ тӗкӗл тура тунсӑхлӑн, пӗр кӗвӗллӗн сӗрлет; инҫетри ҫутӑ пайӑркисен авӑрӗнчен вӗҫсе каҫнӑ кайӑк ушкӑнӗ негрсен оркестрне евӗрлесе кӑшкӑрашать.

Лиловые, пурпурные и голубые цветы качались в траве; слышалось меланхолическое гудение шмеля, запутавшегося в мшистых стеблях; птицы, перелетая глубину далеких просветов, разражались криками, напоминающими негритянский оркестр.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ҫакӑ ҫав тери хӑвӑрт пулса иртрӗ, тытӑҫнине курас мар тесе алӑк уратинчен васкаса каҫнӑ Гелли кӑшкӑрма ҫеҫ ӗлкӗрчӗ.

Это произошло так быстро, что, поспешно переступая порог, чтобы не видеть свалки, Гелли успела только проговорить:

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Тен, вӑтӑр урлӑ та тинтерех кӑна каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗлетки унчченхи пекех йӑрӑс, ҫулӗпе аллӑ урлӑ каҫнӑ ҫын тесе ниепле калаймӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫурри ытла ку енче ӗнтӗ, каялла тарас-тӑк, чугун ҫул урлӑ тепре каҫнӑ чухне пурне те ҫулса тӑкӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Блемер унӑн силленекен кӗлеткине пӑхса юлнӑ май халӗ те ӗненмест-ха, анчах Тарт пӗкӗрӗлсе вӑрман катин чӑпар ешӗллӗхне кӗрсен матрос тӳссе тӑраймарӗ, таркӑна ҫухатасран хӑранипе тӑруках тилӗрсе кайрӗ, сывлайми пулчӗ, уҫланкӑпа чупса каҫнӑ ҫӗртех курокне пеме хатӗрлерӗ, тӗм авӑннӑ-ҫатӑртатнӑ еннелле кӑшкӑрчӗ:

Блемер смотрел на его раскачивающуюся фигуру и все еще не верил, но, когда Тарт, согнувшись, нырнул в пеструю зелень опушки, — матрос не выдержал, задохнувшись от внезапного гнева и страха упустить беглеца, Блемер перебежал поляну, на ходу взвел курок и крикнул в ту сторону, где гнулись и трещали кусты:

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех