Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫнӑ (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чулман Атӑл урлӑ каҫнӑ чухне Пӑкачав ҫарне самаях пулӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ӗлӗк драгун офицерӗ пулнӑ, Хусан патӗнче Пӑкачав енне каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Миҫе хӗл каҫнӑ, миҫе ҫу пурӑнса ирттернӗ пӗр-пӗччен — ӑна Кӗлсулттан карчамас хӑй ҫеҫ пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Путӗр-путӗр путене Йӑва тӗлне тупмасӑр Ҫерем ҫинче ҫӗр каҫнӑ, Пирӗн шӑллӑм, намӑссӑр, Арӑм тӗлне тупмасӑр, Хыт сак ҫинче ҫӗр каҫнӑ…»

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑрман урлӑ каҫнӑ чух Хӑмӑр палан тӗл пултӑм, Хир-хир урлӑ килнӗ чух Шур урхамах тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗрхи культурӑсем иртнӗ ҫул 260 гектар ҫине акса хӑварнӑ, вӗсем лайӑх хӗл каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Шӑллӗпе иккӗш ҫӗр каҫнӑ вырӑна вӑл часах шыраса тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Кӗрхи культурӑсем лайӑх хӗл каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe

Днепр урлӑ каҫнӑ, Белгород, Харьков, Киев хулисене, Румыни, Польша, Чехословаки ҫӗршывӗсене нимӗҫсенчен ирӗке кӑларма хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

А.Ф.Егоров ӑна Днепр урлӑ каҫнӑ чухне хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Ҫак эпӗ ҫӗр каҫнӑ ҫуртра ӳснӗ Маруся ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тятюк пирӗн ҫуртра ҫӗр каҫнӑ, — тет Маруся.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Каҫнӑ чух эпӗ шыв ҫине мар, тепӗр енне пӑхрӑм та хӑраса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анӑҫ еннерех, пӗр тӗлте, пӗлӗт пӑртак ҫуталса тӑрать — ҫавӑнта ӗнтӗ халӗ кӑнтӑр чикки урлӑ ярӑнса каҫнӑ хӗвел.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Хӑштик-хӑштик сывлаҫҫӗ юлташӑмсем, хӑйсен пурнӑҫӗн юххине ҫавӑрнӑ ача-пӑча ӗҫне-хӗлне, шӗпӗр-шепӗр япаласене пӗрчӗлекелеҫҫӗ, вырӑнлӑ-юравлӑ йӑскӑлтатса, харсӑрланса-сатурланса тунӑ «пуҫсӑрлӑхӗсемпе» мухтанаҫҫӗ: пӗри, арҫурие ҫаврӑнса, пушшӑн янӑраса, юхӑнса ларакан ҫӑм арманӗн маховикне «ҫухӑрта-ҫухӑрта» ҫавӑрнӑ; тепри, хӑйӗн килти качака такинчен тӗслӗх илсе, анкартинчи хӑрӑк ҫатан карти урлӑ шӑчӑпа ялт! кӑна сиксе каҫнӑ; виҫҫӗмӗшӗ хӑрах алӑпа кӑна вастра ишсе пӗве сарлакӑшне ним мар парӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Кам пӗлет, тен, ӳпкине шӑпах леш хӑй ҫӗр каҫнӑ лапра ҫӑрӑлчӑкӗнче сивӗ лартнӑ?

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Пӗррехинче Ҫтаппан мучие (вӑл ку тӗлелле ҫитмӗл пиллӗк ҫул урлӑ та каҫнӑ пулнӑ) катари, ют ялти «тӗтреллӗ» пӗлӗшӗ хӑйсен ялӗнче Праски ятлӑ, ывӑлӗпе кинӗ хӳтерсе кӑларса янине пула килсӗр-ҫуртсӑр ҫапкаланса-кӗленсе ҫӳрекен хӗрарӑм ҫинчен каласа парать, ҫавна арӑм — суппи ҫитсен тӗренмелли тӗрек — тума сӗнет.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

«Кунта каҫкӑҫ кӑна мар, каҫнӑ чух хӑвна шай тытмалли те пур иккен! — кӑмӑлӗпе тулса илчӗ Пурис, вара пушӑ сылтӑм аллипе пӗр пиҫӗ турат вӗҫӗнчен ҫатӑрласа тытса, сулахай урипе «каҫкӑҫ» ҫине, варрине, йӑпӑл-йӑпӑл пускаласа, тепринпе ҫӗртен вирлӗн тапса ячӗ те леш еннелле вашт! сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ревлен Петрович ҫак пӗр аллӑ ҫулсенчен каҫнӑ арҫын ҫине тӗсесе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Амӑшӗ кӳрше каҫнӑ пулас, алӑкне ҫаклатмасӑрах хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех