Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каччӑсемпе (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан кулянӑр: каччӑсемпе паллашатӑр, вӗсем валли хӑйне евӗрлӗ кастинг йӗркелетӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Тӗрлӗ ҫулсенчи - шкул ҫулне ҫитмен тата вунсакӑр ҫул тултарман каччӑсемпе хӗрсем - сцена ҫинче чӑваш, вырӑс, тутар халӑх юррисемпе савӑнтарнӑ, ташшисемпе чунсене тыткӑнланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Утравӗ» чӑнах та ҫирӗп // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ун хыҫҫӑн сцена ҫине вӑтам ушкӑнри каччӑсемпе хӗрсем тухрӗҫ.

После на сцену вышли юноши и девушки средней группы.

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Андрей Николаевпа Зоя Маслова районӑн малашлӑхӗ ҫамрӑксенчен нумай килнине палӑртса хӑварчӗҫ, каччӑсемпе хӗрсем унӑн аталанӑвне палӑрӑмлӑ тӳпе хывасса шаннине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑхран хакли ҫук // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ҫитес ҫулсенче ӗҫ вырӑнне улӑштарасси пирки тӗлӗк те тӗлленмест ҫамрӑкскер, пачах урӑхла, вӑл хӑйӗн тӗслӗхӗпе выльӑх ӗрчетес ӗҫе ҫамрӑксене явӑҫтарасшӑн, унӑн шухӑшӗпе, каччӑсемпе хӗрсене кунта мӗнле те пулин илӗртсе килмеллех.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Мирлӗ пурнӑҫра та салтак атти тӑхӑннӑ каччӑсемпе тӗрлӗ инкек сиксе тухма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

«Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене кӗрес ыйтусем абитуриентсемпе ашшӗ-амӑшне хумхантараҫҫӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн сроксене ҫирӗплетни аслӑ пӗлӳ илме хатӗрленекен выпускниксен правине хӳтӗлессине ӳстерет, — тенӗ парламентарий. — Ҫавна май каччӑсемпе хӗрсем мӗн пур нюанссене пӗлсе тӑма пултараҫҫӗ, хӑш экзамена тӗплӗнрех хатӗрленме кирлине пӗлсе пӗлӳ пухаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: "Экзаменччен кӑшт маларах кӳртӗм тӗрӗслевне улӑштарни килӗшӳллӗ мар" // Авангард. «Авангард», 2016.05.06

7. Ҫӳлхуҫана ҫӗр ҫинче те мухтӑр: мӑн пулӑсем, пур тӗпсӗр шывсем, 8. вут-ҫулӑм та пӑр, юр та тӗтӗре, Унӑн сӑмахне пурӑнӑҫа килтерекен ҫил-тӑвӑл, 9. тусемпе сӑртсем, ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫсемпе кедр йывӑҫӗсем, 10. тискер кайӑксемпе пур тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗлен-калтапа ҫунатлӑ вӗҫен кайӑксем, 11. ҫӗр ҫинчи патшасемпе мӗнпур халӑхсем, пуҫлӑхсемпе ҫӗр ҫинчи мӗнпур тӳресем, 12. каччӑсемпе хӗрсем, ваттисемпе ҫамрӑккисем — 13. пурте Ҫӳлхуҫа ятне мухтаччӑр: пӗр Унӑн ячӗ ҫеҫ асла тухнӑ, Унӑн мухтавлӑхӗ ҫӗртен те, тӳперен те ҫӳлерех.

7. Хвалите Господа от земли, великие рыбы и все бездны, 8. огонь и град, снег и туман, бурный ветер, исполняющий слово Его, 9. горы и все холмы, дерева плодоносные и все кедры, 10. звери и всякий скот, пресмыкающиеся и птицы крылатые, 11. цари земные и все народы, князья и все судьи земные, 12. юноши и девицы, старцы и отроки 13. да хвалят имя Господа, ибо имя Его единого превознесенно, слава Его на земле и на небесах.

Пс 148 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗр пӳлӗмре пурӑнакан Люба тем пек ырӑ ӑс парасшӑн пулчӗ ӑна, вӗренме хистерӗ, малашнехи пурнӑҫ паянхи кунран килнине ҫирӗплетрӗ, каччӑсемпе асӑрхануллӑ пулма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Каччӑсемпе хӗрсенчен тухтӑр пулас ӗмӗтлисем пур-и?

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех