Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каччӑсемпе (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каччӑсемпе арҫынсен кӑҫал та пӗр ҫулталӑк хӗсметре тӑмӑлла пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак аттине 1400 ар тӑхӑнӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60665

Каччӑсемпе хӗрсем фронта тухса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Каччӑсемпе пӗр танах пикесем те чикӗ хуралҫисем пулас тӗллевлӗ.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен ҫамрӑк тусӗсем - слётра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60951

Каччӑсемпе хӗр ҫумсем Чӗкеҫ туйне тӑваҫҫӗ, Тарӑхласа чӗлхисем Шуртан туйне хурлаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ӑслӑн-тӑнлӑн тухма пулӑшнӑ «иккӗмӗш ашшӗ-амӑшӗсене» тав туса, шкулпа сывпуллашса, каччӑсемпе хӗрсем, хӑйсем пӗве кӗрсе ҫитнине палӑртакан докуменчӗсене чӗре ҫывӑхне тытса, тӗркӗлтетсе, какӑлтатса шавласа (нумайӑшӗ мӑшӑррӑн-мӑшӑррӑн, алран алӑ тытӑнса, алла-аллӑн ҫавтӑнса) кӑмӑлӗсене вӗҫтеркелесе, юлташла та туслӑн шӳтлесе-кулса, чун кӗлекен апла-капла сӑмах ваклакаласа, урама тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ачасем хыҫҫӑн Ленӑпа Ваня, Василий Петровичпа Тамара, стройкӑри каччӑсемпе фермӑри хӗрсем юнашаррӑн утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Виктор тавра пухӑнса тӑнӑ каччӑсемпе хӗрсем патӗнчен Доруца уйрӑлчӗ те столовӑйне кӗмелли пусма картлашки ҫине улӑхса кайрӗ.

Доруца отделился от группы парней и девушек, стоявших вокруг Виктора, и поднялся по ступенькам к двери столовой.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах чӗри пӗрре те уй еннелле выртман пирки: — Ытти каччӑсемпе танах, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытти каччӑсемпе пӗрле Элекҫей те Анука килсе курни ӑна калама ҫук савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха, тем таранах усал чӗреллӗскер, ытти каччӑсемпе час-часах ҫапӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялти пурнӑҫсем тата паллакан каччӑсемпе хӗрсем ҫинчен халапласа тӑнӑ хыҫҫӑн Элекҫей хӗрсене ӑсатма пырас кӑмӑлӗ пуррине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах чӗлхене калаҫма тунӑ, хӗрсем ҫӑвар уҫма вӑтанаҫҫӗ пулсан каччӑсемпе кӗҫӗн кин хӑй калаҫать.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑсемпе хӗрсем ахӑлтатса кулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫара кайса килнӗ Микулай тимӗрҫӗ кашни каҫсерен пекех каччӑсемпе кӗрешет.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Апат ҫинӗ хыҫҫӑн каччӑсемпе хӗрсем ӗҫ укҫи илеҫҫӗ, тӑван киле ҫитсен, тырӑ вырӑнтах илме документсем ҫыртараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Кунта паллакан каччӑсемпе хӗрсем темӗн чухлех.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Кӗҫех ак каччӑсемпе хӗрсем пӗтӗм йышпа утма пуҫламалла, кӗҫех ак паллашу сехечӗ пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ватӑ ҫынсем, пурте тенӗ пекех ӗнтӗ, ял ҫывӑхне тӑрса юлнӑччӗ, хӑш-пӗр каччӑсемпе ик-виҫӗ хӗр ҫеҫ лавсем хыҫҫӑн васкамасӑр утаҫҫӗ.

За повозками идут несколько парней и девчат; старики и пожилые отстали у самой околицы.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Вӑл акӑ пирӗн каччӑсемпе упа хӑйӗн ҫурисене вылянӑ пек выляма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви ял ҫинче каччӑсемпе куҫкӗретех ҫӳрекен хӗр пулман, Галимджанпа вӑл кӑнтӑр кунӗнче ял витӗр юнашар тӑрса утман та пулӗ, ҫавӑнпа амӑшӗ вӑл кампа ҫӳренине ку таранччен те тӗплӗ пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех