Шырав
Шырав ĕçĕ:
Картишӗнчи ут карлӑкӗ патӗнче лашасем тулхӑраҫҫӗ, ҫынсем калаҫнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ: пӳрт хыҫӗнчи сад пахчинче ҫунакан кӑвайтран симӗс тӑрӑллӑ йывӑҫсен ҫийӗпе тӗтӗм упаленет; вут ҫутинче, кӑвайт ҫывӑхӗнче казаксен мӗлкисем мӗкӗлтетсе куҫаҫҫӗ.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Картишӗнчи хуралтӑсем кивелсе кайнӑ, халь вӗсем темиҫе ҫул хӑйсене тӗплӗ-типтерлӗ алӑ пырса тӗкӗнмен пек мӗскӗннӗн курӑнса лараҫҫӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шофер чӑматансене машинӑ хыҫне вырнаҫтарнӑ вӑхӑтра унччен кӳлленчӗксене ҫеҫ катрашкалантарнӑ ҫумӑр сасартӑк асфальт ҫине чашлаттарса ячӗ, каҫхи картишӗнчи мӗн пур сасӑсене пӗр харӑс хупласа хучӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Алексей Макарович кунта пурӑнма пуҫлани нумай пулмасть-ха, ун ҫаплах ача ҫурчӗн картишӗнчи кивӗ флигельпе уйрӑлас килмен, вара ӑна пушӑ ларакан ҫурта куҫма кӑшт ҫеҫ обкомӑн ӳкӗтлеме лекмен.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хуҫалӑхӗ чӑнахах та хӑвӑрт япӑхса пырать: вӑкӑрсем картишӗнчи ҫатан картана темиҫе ҫӗртен сӗксе йӑвантарнӑ, хӑш-пӗр тӗлте чаракӗсем ӳкнӗ; ҫурхи шыв ҫисе кайнипе сарайӑн саман стени йӑтӑнса аннӑ; анкарти вӗрлӗкӗ ҫук, картишне тасатман, сарай лупасӗ айӗнче тутӑхса пӗтнӗ лобогрейка ларать, ҫавӑнтах хуҫӑлса кайнӑ ҫава тимӗрри йӑваланса выртать…
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тепӗр темиҫе сехетрен вара арестленӗ казаксем Моховсен анлӑ картишӗнчи юман пӗренесем ҫинче ларчӗҫ, вӗсене милиционерсем хуралларӗҫ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Куҫ умне картишӗнчи хӑш-пӗр улшӑнусем те шӑвӑнса тухрӗҫ: сӑрри кайнӑ кӗлет алӑкне сарӑ тӑмпа шӑлнӑ, сарай ҫине хӑмӑрланма ӗлкӗреймен ыраш улӑмӗ витнӗ; сарай ҫи виттийӗ ҫинчи йывӑрлӑхсем сайрарах курӑнаҫҫӗ, — ахӑртнех пӗр пайне карта юсама янӑ пулас.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл картишӗнчи выльӑх тислӗкне сиктерме, утӑ тураса пуҫтарма, типсе кайнӑ хыт курӑкпа шур утӑн сӳрӗк шӑршине, ҫӗрӗк тислӗкӗн хӗрхӳ шӑршине килениччен сывлама ӗмӗтленчӗ.Хотелось убирать скотину, метать сено, дышать увядшим запахом донника, пырея, пряным душком навоза.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Аксинья, картишӗнчи юр кӗрчӗ ӑшне пута-пута кӑҫаттисене пур вӑйпа иле-иле пусса, Григорий хыҫҫӑн чупрӗ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тихӑн хӑйӗн шатра еркӗнне ҫав-ҫавах Сашка ҫумне, Григорий ҫумне, рабочисем ҫумне, пан ҫумне хушса кӳлешет; картишӗнчи тӑрна ҫумне те хушать вӑл Лукерйӑна, мӗншӗн тесен лешӗ хӑйӗн чӗрине шӑнӑҫайми хусах арӑмла ачашлӑхӗпе тӑрнана та чыс тӑвать.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Картишӗнчи ҫуртсене ҫӗнӗ те шукӑль черепицӑпа витнӗ; сад-пахчи, вӑрманпала пӗрле, пӗр теҫеттин ҫурӑ яхӑн.Дворовая служба крыта черепицей, нарядной и новой; сад — десятины полторы с левадой.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Картишӗнчи икӗ кӗлечӗ те чус витнӗскерсем; хапхи юманран тунӑскер.Два амбара в дворе тоже под деревянною крышею; ворота дубовые.
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хуҫисем чылайччен чӗнмерӗҫ, картишӗнчи чӳречерен те, алӑкран та шаккама тиврӗ.Хозяева долго не отзывались, стучать пришлось и в окно, выходящее на двор, и в дверь.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лашасем хуллен утрӗҫ, ҫавӑнпа та Шошин Ульяна Шутяевӑн пӳртне кӑна мар, ытти хуралчӗсене те, картишӗнчи паллӑ япаласене те асӑрхаса илчӗ.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тепӗр ҫур сехетрен Марийкӑна арестлерӗҫ те комендатура картишӗнчи ҫуллахи пӳрте хупса, хурал тӑратрӗҫ.Через полчаса Марийку арестовали и посадили под охрану в летнюю избенку на дворе комендатуры.
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Партизансем хунар ҫутипе тӗпсакайӗнчен пуҫласа мачча таран тата картишӗнчи пур кӗтессене те тӑрӑшсах, тӳрӗ кӑмӑлпа шыраса тухрӗҫ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Салтаксем ҫак шухӑшпа кӑмӑллӑнах килӗшрӗҫ, мӗншӗн тесен, вӗсем курчӗҫ ӗнтӗ: япаласем пӳртре мар, картишӗнчи хуралтӑсенче ытларах пулчӗҫ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ӗҫе вӑраха ярас мар тесе вӑл салтаксене картишӗнчи хуралтӑсенче ухтарма, хӑй вара ҫав хушӑра пӳртре шыраса тухма пултарни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӑй ӑшӗнче вӑл шансах тӑнӑ: Ольховка ҫыннисем халӗ колхозран тарса пӗтеҫҫӗ пуль ӗнтӗ, колхоз картишӗнчи мӗнпур пурлӑха ҫӗклесе пӗтереҫҫӗ пуль, тенӗ.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ярошенко таҫтан йытпуллисем туяннӑ та вӗсене картишӗнчи, хӑйӗн кантӑкӗсем умне тума пӗчӗк бассейна янӑ.
Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.