Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Тата каланӑ вӗсене: калӑпӑр, сирӗн хушшӑрта камӑн та пулсан тусӗ пултӑр; вӑл тусӗ патне ҫур ҫӗр тӗлӗнче пырса: «тусӑм! мана кивҫен виҫӗ ҫӑкӑр парса яр-ха: 6. ман патӑма ҫула май тусӑм кӗчӗ те, манӑн ӑна ҫитерме нимӗн те ҫук» тетӗр; 7. лешӗ шалтан ӑна ҫапла хуравлатӑр: «ан чӑрмантар мана, алӑксене те питӗрнӗ, ачамсем те хампа пӗрле вырӑн ҫинче; тӑраймастӑп, сана нимӗн те параймастӑп» тетӗр.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑнпа ӗнтӗ хӑвӑр епле итленине астуса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн камӑн пур, ӑна парӗҫ; камӑн ҫук, унӑнне илме ӗмӗтленнине те туртса илӗҫ, тенӗ.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ҫавӑнпа калатӑп сана: вӑл ҫапла хытӑ юратнӑран унӑн нумай ҫылӑхӗ каҫарӑнать; камӑн ҫылӑхӗ сахал каҫарӑнать, вӑл юратасса та сахал юратать, тенӗ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иоанн вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: камӑн икӗ кӗпе пур, вӑл пӗрне тумтир ҫуккине патӑр; камӑн ҫимелли пур, вӑл та ҫаплах тутӑр, тенӗ.11. Он сказал им в ответ: у кого две одежды, тот дай неимущему, и у кого есть пища, делай то же.
Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Моисей пире валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «камӑн та пулин тӑванӗ ача-пӑча курмасӑр вилсен, ҫав ҫын тӑванӗ ун арӑмне качча илтӗр, ҫапла вилнӗ тӑванӗн йӑхне тӑстӑр» тенӗ.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, камӑн ҫук, унӑнне мӗнпур пеккине те туртса илӗҫ, тенӗ.25. Ибо кто имеет, тому дано будет, а кто не имеет, у того отнимется и то, что имеет.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хуҫи ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «эй усал та кахал чура! эпӗ акман ҫӗрте вырнине, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтарнине пӗле тӑркач 27. санӑн ман кӗмӗле суту-илӳ тӑвакансене памаллаччӗ, киле таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм; 28. ӗнтӗ таланта унран илӗр те вунӑ талантлине парӑр: 29. камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ; 30. юрӑхсӑр чурана тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ» тенӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлти Патшалӑхӑн вӑрттӑнлӑхӗсене сире пӗлмелле тунӑ, вӗсене ун пек туман: 12. камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн тата хушӑнӗ; камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ; 13. вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, итлесен те илтмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене ытарлӑн калатӑп; 14. Исаия пророк калани вӗсен тӗлӗшӗнчен вырӑна килет.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ун чухне вара Ҫӳлти Турӑ чӗрӗлсе тӑнӑ халӑхсене ҫапла калӗ: «пӑхӑр та хӑвӑр кама йышӑнманнине, камӑншӑн ӗҫлеменнине, камӑн ӳкӗчӗсене уяманнине ӑнланса илӗр. 38. Хӑвӑр ума, унтан хирӗҫҫине пӑхӑр: унта — ырӑлӑх та канӑҫлӑх, кунта — вут-ҫулӑм та асап».
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Иерусалима хирӗҫ ҫапӑҫнӑ халӑхсене пурне те ҫакӑн пек пӗтерсе тӑкӗ: кирек камӑн та ури ҫинче тӑнӑ чухнех ӳчӗ-тирӗ хӑрса ларӗ, куҫ лупашкинче куҫӗ сӳнсе ларӗ, ҫӑварӗнче чӗлхи типсе ларӗ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫакна ӑнланма камӑн ӑсӗ ҫитейӗ? ҫакна пӗлме камӑн тӑнӗ ҫитейӗ? Ҫӳлхуҫа ҫулӗсем тӗрӗс, Унӑн ҫулӗпе сӑваплӑ ҫынсем ҫӳреҫҫӗ, йӗркесӗр ҫынсем ун ҫине ӳкеҫҫӗ.
Ос 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те хуралҫӑ, килекен хӗҫе курса, трупапа кӑшкӑртмарӗ, халӑха систермерӗ пулсан — хӗҫ ҫитсе камӑн та пулин пурӑнӑҫне пӗтерчӗ пулсан — ҫав ҫынна ҫылӑхӗшӗн ярса илнӗ, анчах та унӑн юнне хуралҫӑ аллинчен шыраса илӗп.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эхер те камӑн та пулин ывӑл ҫуралсассӑн, ҫавӑ ашшӗ тӑвакан пӗтӗм ҫылӑха курса та ун пек тумасассӑн: 15. тусем ҫинче чӳк парни ҫимест пулсан, Израиль килӗн йӗрӗхӗсем ҫине пӑхмасть пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлемест пулсан, 16. ҫынна хӗсӗрлемест пулсан, салук илмест, вӑйпа туртса илмест пулсан, выҫӑ ҫынна ҫӑкӑр парать, ҫарамас ҫынна тумтир тӑхӑнтартать пулсан, 17. аллине мӗскӗне кӳрентересрен чарать пулсан, услам илмест, ытлашши илмест пулсан, Манӑн йӗркемсене туса тӑрать пулсан, Манӑн ӳкӗтӗмсем тӑрӑх пурӑнать пулсан, ҫав ҫын ашшӗ ирсӗрлӗхӗшӗн вилмест; вӑл чӗрӗ юлать.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Камӑн та пулин чӗри вӗсен ирсӗр ӗҫӗсемпе вӗсен йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене кӑмӑлласа пӑрахсан, ҫапла тунине хӑйсен пуҫӗ ҫине ҫитерӗп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ пӗчӗк йыш анчах Египет ҫӗрӗнчен Иудея ҫӗрне таврӑнӗ, вара Египета пурӑнас тесе кайнӑ Иудейӑн юлашки ҫыннисем камӑн сӑмахӗ тӳрре тухнине пӗлсе илӗҫ: Манӑн сӑмахӑм-и, вӗсен-и. 29. Эпӗ сире ҫак вырӑнта хаса парассине пӗлтерсе сире хӑват палли кӑтартатӑп: Манӑн сӑмахӑмсем тӳрре тухасса, сире вилӗм ҫитессе пӗлсех тӑрӑр.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ӑҫта карта ҫук, унта ҫурт-йӗре тустараҫҫӗ; камӑн арӑм ҫук, ҫавӑ кулянса ҫапкаланса ҫӳрет: 28. кӑралпа авӑрланнӑ вӑрӑ-хураха, хуларан хулана ҫапкаланса ҫӳрекенскере, кам ӗнентӗр?
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Камӑн ҫынна вӗлерме ирӗк пур, ҫав ҫынран аяккарах пӑрӑн, вара вилӗм сехрипе сехӗрленмӗн; 17. ун пек ҫынпа ҫывӑхланас пулсассӑн вара — асӑрхан: пурӑнас кунҫулна ан таттӑр, 18. пӗлсех тӑр: эсӗ серепесем хушшипе пыратӑн, шӗвреке тӑрӑллӑ хӳме ҫинче ҫӳретӗн.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кам шавлать, ахӑрать? кам ахлатать? кам вӑрҫать-харкашать? камӑн инкек-синкек сиксе тухнӑ? кам сӑлтавсӑрах суранланнӑ? камӑн куҫӗ юнӑхнӑ?
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа ҫынсен чун хавалне Иерусалима таврӑнма, унти Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӗнӗрен лартма хускатса янӑ та, вара ҫав ҫынсем — Иудӑпа Вениамин ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем, священниксемпе левитсем, ӗнтӗ камӑн кӑмӑлӗ ҫаврӑннӑ, ҫавсем пурте — кар ҫӗкленнӗ; 9. кӳршӗллӗ пурӑнакансем вӗсене мӗн пуррипе пулӑшнӑ: ылтӑн-кӗмӗл те, лашасемпе выльӑх-чӗрлӗх те панӑ, нумайӑшӗ тата, хаваллӑ кӑмӑлпа Турӑ Ҫурчӗ валли парне хывма пулса, темӗн чухлӗ парне панӑ.
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Турӑ ҫынсен чун хавалне Иерусалима таврӑнма, унти Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӗнӗрен юсаса лартма хускатса янӑ та, вара ҫав ҫынсем — Иудӑпа Вениамин ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем, священниксемпе левитсем, ӗнтӗ камӑн кӑмӑлӗ ҫаврӑннӑ, ҫавсем пурте — кар ҫӗкленнӗ.
1 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.