Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫнине (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кинемей хӗрӗнкӗ ывӑлӗ калаҫнине итлесшӗн те пулман имӗш.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Ыттисем калаҫнине те итлес килет...

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ыттисем калаҫнине айккинче итлемен, пӗрле кулнӑ-ахӑлтатнӑ.

Разговоры не слушала в стороне, вместе смеялась, разговаривала.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

М.Игнатьев Петербургра экономика форумӗ ӗҫленӗ хушӑра Раҫҫей энергетика министрӗпе Александр Новакпа тӗл пулса калаҫнине, республика энергетикипе паллашма Чӑваш Ене килсе курма йыхравланине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Каҫхи шӑплӑхра ҫурма сасӑпа мӗн ҫинчен калаҫнине, мӗн ҫинчен ӗмӗтленнине никам та илтмерӗ, иккӗшӗ ҫеҫ пӗлчӗҫ, туйрӗҫ.

О чем шептались, о чем мечтали в ночной тиши никто не слышал, только двое знали, чувствовали.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Унран та ытла, ҫамрӑк хӗрарӑм мӑшӑрӗ чӑвашла калаҫнине хуратма ыйтрӗ.

Более того, молодая женщина попросила вычеркнуть то, что муж говорил на чувашском.

Чӑвашла калаҫтараймарӑм // Олег Цыпленков. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Пирӗн атте-анне, асатте-асаннешӗн чӗлхе пурнӑҫ пулнӑ, вӗсем унӑн анлӑшӗнче пурӑннӑ, хӑйсем чӑвашла калаҫнине пӗлмен те темелле.

Для наших родителей, предков язык был жизнью, они жили в его пространстве, можно сказать они даже не знали что разговаривают на чувашском.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Вӗсемсӗр сенкер экран ҫинчен артистсем хамӑрӑн тӑван чӗлхепе калаҫнине илтейӗттӗмӗр-ши?…

Куҫарса пулӑш

Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Владимир Путинпа, шел, сӑмах хушма ӗлкӗреймерӗмӗр, анчах вӑл студентсемпе ӑшшӑн калаҫнине сӑнама май килнӗшӗн хӗпӗртенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫийӗнчен тата ача-пӑча чӑвашла, хӑйсен вырӑнти диалекчӗпе калаҫнине илтсе кӑмӑл тата та ҫӗкленчӗ: чӗрех-ха пирӗн юратнӑ тӑван чӗлхемӗр!

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

28. Вӗсем ӑна питлесе каланӑ: эсӗ — Унӑн вӗренекенӗ, эпир вара — Моисей вӗренекенӗсем; 29. эпир Моисейпе Турӑ калаҫнине пӗлетпӗр, Ку ӑҫтан иккенне пӗлместпӗр, тенӗ.

28. Они же укорили его и сказали: ты ученик Его, а мы Моисеевы ученики. 29. Мы знаем, что с Моисеем говорил Бог; Сего же не знаем, откуда Он.

Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Халӑх хушшинче Ун ҫинчен ҫапла калаҫнине фарисейсем илтнӗ те, вара вӗсем тата аслӑ священниксем Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисене Иисуса тытма янӑ.

32. Услышали фарисеи такие толки о Нем в народе, и послали фарисеи и первосвященники служителей - схватить Его.

Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Эпӗ хампа кам калаҫнине пӗлесшӗн каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм; ҫаврӑнса пӑхсассӑн ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ куртӑм; 13. ҫичӗ ҫутаткӑҫ варринче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер тӑратчӗ; Вӑл подир тӑхӑннӑччӗ, кӑкӑрӗ ҫинчен ылтӑн пиҫиххи ҫыхнӑччӗ.

12. Я обратился, чтобы увидеть, чей голос, говоривший со мною; и обратившись, увидел семь золотых светильников 13. и, посреди семи светильников, подобного Сыну Человеческому, облеченного в подир и по персям опоясанного золотым поясом:

Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

45. Таса Сывлӑш тивлечӗ суя тӗнлӗ ҫынсем ҫине те аннинчен Петрпа пӗрле пынӑ ӳт кастарнӑ ӗненекенсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ: 46. ӗнтӗ лешӗсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫнине, Турра мухтанине вӗсем хӑйсем илтсе тӑнӑ.

45. И верующие из обрезанных, пришедшие с Петром, изумились, что дар Святого Духа излился и на язычников, 46. ибо слышали их говорящих языками и величающих Бога.

Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Вара вӗсем хӑш-пӗр ҫынсене: эпир вӑл Моисее тата Турра хурласа калаҫнине илтрӗмӗр, тесе калама вӗрентнӗ.

11. Тогда научили они некоторых сказать: мы слышали, как он говорил хульные слова на Моисея и на Бога.

Ап ӗҫс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Мӗнле-ха эпир пурсӑмӑр та вӗсем пирӗн тӑван чӗлхепе калаҫнине илтетпӗр: 9. эпир — Парфи, Миди, Елам ҫыннисем; Месопотамире, Иудейӑра, Капподокире, Понтра, Асийӑра, 10. Фригире, Памфилире, Египетра, Киринея ҫумӗнчи Ливи ҫӗрӗнче пурӑнакансем; Римран килнисем, тӗп иудейсем, Иудея тӗнне йышӑннисем, 11. Крит ҫыннисем, арабсем, эпир вара вӗсем Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен пирӗн чӗлхепе калаҫнине илтетпӗр, тенӗ.

8. Как же мы слышим каждый собственное наречие, в котором родились. 9. Парфяне, и Мидяне, и Еламиты, и жители Месопотамии, Иудеи и Каппадокии, Понта и Асии, 10. Фригии и Памфилии, Египта и частей Ливии, прилежащих к Киринее, и пришедшие из Рима, Иудеи и прозелиты, 11. критяне и аравитяне, слышим их нашими языками говорящих о великих делах Божиих?

Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫак кӗрленӗ шав илтӗнсессӗн, унта темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ, пурте аптӑрасах кайнӑ: ӗнтӗ кашнийӗ апостолсем унӑн чӗлхипе калаҫнине илтнӗ.

6. Когда сделался этот шум, собрался народ, и пришел в смятение, ибо каждый слышал их говорящих его наречием.

Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Иисус вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлсе вӗсене ҫапла калать: мӗншӗн эсир хӑвӑрӑн ҫӑкӑр ҫукки пирки калаҫатӑр?

17. Иисус, уразумев, говорит им: что рассуждаете о том, что нет у вас хлебов?

Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ; вӗсем хӑйсемпе пӗрле уксахсене, суккӑрсене, чӗлхесӗрсене, сусӑррисене тата урӑх тӗрлӗ чирлисене нумай илсе пынӑ, вӗсене Иисус ури умне вырттарнӑ; Вӑл вӗсене сыватнӑ; 31. халӑх вара чӗлхесӗррисем калаҫнине, сусӑррисем тӳрленнине, уксаххисем ҫӳренине, суккӑррисем куракан пулнине курса тӗлӗннӗ; пурте Израиль Туррине мухтанӑ.

30. И приступило к Нему множество народа, имея с собою хромых, слепых, немых, увечных и иных многих, и повергли их к ногам Иисусовым; и Он исцелил их; 31. так что народ дивился, видя немых говорящими, увечных здоровыми, хромых ходящими и слепых видящими; и прославлял Бога Израилева.

Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Симон вӗсем улталаса калаҫнине сиснӗ, анчах кайран халӑх хӑйне курайми пулмаллах ӳпкелеме ан тытӑнтӑр тесе, Трифон патне кӗмӗл те, Ионафан ачисене те ӑсатнӑ, 18. халӑх: «Симон кӗмӗл тӳлеменрен тата ачасене ӑсатманран Ионафан вилчӗ» тесе калама пултарнӑ.

17. Симон понимал, что они говорят с ним коварно, но послал серебро и детей, чтобы не навлечь большой ненависти от народа, 18. который сказал бы: оттого, что я не послал ему серебра и детей, Ионафан погиб.

1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех