Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калани сăмах пирĕн базăра пур.
калани (тĕпĕ: калани) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав сӑмахсене пӗтӗм чӗререн калани палӑрса тӑчӗ.

Это походило на правду.

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫапла калани хулӑла пин хут ҫаптарнинчен те усалтарах пулчӗ, ҫавӑнпа та Томӑн чери ӳт ыратнӑ пек мар, тата хытӑрах ыратрӗ.

Это было хуже всякой порки, и душа Тома ныла больше, чем тело.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл хӑй куҫӗпе курмашкӑн хӳме патнелле кайрӗ, Том калани пӗр ҫирӗм процент тӗрӗс пулсан та, вӑл уншӑн савӑнӗччӗ.

Она пошла посмотреть сама и была бы довольна, если бы слова Тома оказались правдой хотя бы на двадцать процентов.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каласса вӑл, чӑнах та, питӗ усал япаласем калать, анчах каланӑ чухне хӑй макӑрмасть пулсан, вӑл калани никама та ыраттармасть.

Говорит-то она бог знает что, да ведь от слов ничего не сделается, разве сама заплачет.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Апла калани пуҫлӑха кӳрентерет хурать.

Такие речи огорчают начальника.

Пулӑ ҫурӑмӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 177–179 с.

Вӑл калани яланах вырӑна килнӗ.

Сказанное им всегда было к месту.

Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97

Ытлашши вӑрӑм тӑсса калани итлеме йӑлӑхтарать,— терӗ тахӑшӗ хыҫалта ларакансенчен.

Когда говорят сильно растянуто, надоедает слушать,— сказал кто-то из сидящих сзади.

Кӗске доклад // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 174–175 с.

– Чи хӑрушши вӑл – пӗр-пӗр кун аттепе анне патне ҫар комиссариатӗнчен икӗ офицер килсе: «Сирӗн ывӑлӑр ҫав-ҫав вырӑнта вилнӗ», – тесе калани.

— Самое страшное — то, в один день к родителям придут два офицера с военного комиссариата и скажут: "Ваш сын в том-том месте погиб".

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Чи хӑрушши вӑл – пӗр-пӗр кун аттепе анне патне ҫар комиссариатӗнчен икӗ офицер килсе: «Сирӗн ывӑлӑр ҫав-ҫав вырӑнта вилнӗ», – тесе калани.

Самое страшное — то, в один день к отцу с матерью с военного комиссариата пришли два офицера: "Ваш сын в том-том месте погиб".

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Мӗтри мучи калани мана Ева Лисина сӑмахӗсене аса илтерет: — Ахаль ҫынсем хушшинче (службӑра, сӑмахран) хама «чудачка», «смешная» тенине чылай илткеленӗ, – ҫырать паллӑ ҫыравҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19

Халӑх сӑмахлӑхӗнче ҫапла калани пур: «Пулӑ – тарӑнрах вырӑн, этем лайӑхрах пурнӑҫ шырать».

В народной словесности есть такое выражение: «Рыба — глубинное место, человек ищет лучшей жизни».

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Эппин, авторӗ пурӑннӑ чухнех тӗрӗссине тӗрӗс, суйнине суя тесе калани истори чӑнлӑхӗшӗн кирлӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Монологри чи «тачка» вырӑн, паллах, хуҫа хӑйне кирпӗч пек хулӑн монографисем, кӗнекесем ҫырса паракансене валли штат, лабораторисем тытса тӑни ҫинчен калани.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Капла калани ялтан хулана куҫнине те пырса тивет.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Пӗчӗккинчен /кун пек калани пӗлтерӗшсӗррине пӗлтермест/ пуҫласа ҫар парачӗ таранах.

Куҫарса пулӑш

Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Манӑн псевдоним мар ӗнтӗ вӑл, ятӑма чӑвашлатса калани кӑна.

А мой даже не псевдоним, а чувашская форма имени.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Паллах, ҫирӗпрех пусарса калани кирлех.

Конечно, нужен твердое весомое слово.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

– Ман ӗмӗрте никам та кайса курман ҫав вырӑна, асаттесен асламӑшӗсем калани ҫеҫ юлнӑ.

- На моем веку никто и не был на этом месте, остались только рассказы бабушек наших дедов.

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Кӗлӗсенче ҫаврасене ҫыхса тӑракан синтаксис повторӗ тата сӑмахташ (сӑмаха темиҫе хут калани) сайра тӗл пулать.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ун пек калани чуна хӑпартлантарать те ӗнтӗ.

Такие слова и приводят душу в восторг.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех