Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Шкулта калани нимех те мар пултӑр эппин, — терӗ Кораблев.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Тӗрӗс мар апла калани, — терӗм вара салхуланса.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫитменнине тата хамӑн характер ҫинчен те ҫырмалла иккен — мӗнле вӑл ман (питӗ путсӗр), мӗн лайӑхрах — тӳррӗн калани е ҫынтан пытарни (юлашки), мӗне чун туртать (пӗлместӗп-ха), кампа тус пулӑттӑн (Тятюкпа), тӑшману пур-и (Пур! Ромка кам пултӑр?..), кама чун савать (ҫук ха), пурнӑҫ килӗшет-и сана (хамӑн пурнӑҫ питех мар), мӗн ҫинчен ӗмӗтленетӗн (ҫынсемшӗн мӗнле те пулин паттӑр ӗҫ тӑвасчӗ тата Тятюкӑнни пек мамӑк берет илесчӗ).
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫапла, хӑйӗн тӗрӗс тесе ӗненсе тӑнӑ шухӑшнех хирӗҫ пула, нимӗн пӗлмен, ним сӑнаса курман ҫынсем калани хыҫҫӑн каякан хисеплӗ ҫарҫыннине эпӗ ҫемҫелӗхӗшӗн шеллемесӗр тӑма пултараймарӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ тӳррипе калани Пугачев кӑмӑлне килчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Казаксенчен пӗри, «Аслӑ государь сана хӑй патне пыма хушать», тесе, чупса пырса калани манӑн шухӑшӑма татрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тӗрлӗрен ҫынсем пур-ҫке, хӑшӗсем акӑ нимӗнсӗрех эрешменсемпе таракансенчен, шӑшисенчен хӑраҫҫӗ, тӳррипех калас-ши, эпӗ ача чухнех пӗр карчӑк ман пирки аннене юмӑҫ ярса панӑ; хаяр арӑмӗнчен вилмелле, тенӗ вӑл ман пирки; ку мана ун чухнех ытла тӗлӗнтернӗ: авланасси ҫине ҫав тери йӗрӗнсе пӑхакан пултӑм… анчах вӑл калани мана тӗрӗсе килес пек туйӑнать; ҫапах та эпе май килнӗ таран ҫавӑ каярах килтӗрччӗ тесе тӑрӑшӑп-ха.
Июнӗн 14-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫук, эпӗ вӗсем ҫинчен татса калани те Ӑспа сивлек асӑрхани те Чӗрен асаплӑ паллисем ҫеҫ пулнӑ.
Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӗсем ҫинчен ҫапла тарӑхса калани вырӑнлах та пулмӗ, эпӗ вӗт тӗнчере вӗсемсӗр пуҫне ниме те юратман, вӗсемшӗн канӑҫлӑха та, хисеплӗхе те, пурнӑҫӑма та пама хатӗр пулнӑ…
Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Чӑнах та… анчах куҫран пӑхса курӑнакан юрату хӗрарӑмшӑн нимӗн те мар вӑл, сӑмахла калани вара…
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Пит те лайӑх-ха эсир ҫапла калани, — терӗ вӑл, — мӗншӗн тесен эсир эпӗ юрланине нимӗн те итлемерӗр; музыкӑна, тен, юратсах каймастӑр пулӗ?..
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ, вӗсенчен кӑшт аяккарах пӑрӑнса, тепӗр тенкел ҫине пырса лартӑм, палланӑ Д… офицерсене иккӗшне те чарса тӑтӑм та вӗсене темӗн ҫинчен каласа патӑм; эпӗ калани ытла кулӑшла пулчӗ пулас та, вӗсем ӑнран каясса ҫити ахӑлтатма тытӑнчӗҫ.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ хам асӑрханине кӑна калатӑп, хам сӑнаса пӗлнӗ тӑрӑх ҫеҫ, ҫавӑнпа манӑн сире ҫапла калани тӗрӗс тесе пӗр сӑмахсӑрах ӗнентерес шухӑшӑм ҫук.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Апла калани вӗсене йӑпантараймасть те-ха, анчах вӑл чӑннипех ҫавӑн пек. Тахҫан, ытла ҫамрӑк чухнех-ха, атте-анне ҫуртӗнчен тухса кайсанах, хама мӗн илӗртет, ҫавна урса кайнӑ пек астивесшӗн пулса, укҫа тӑкнӑ, ҫав ырлӑхсем, паллах ӗнтӗ, йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ мана.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ калани чӑнах та тӗрӗсех ӗнтӗ: парнесем унӑн кӑмӑлне ҫурри таран ҫеҫ ҫавӑрчӗҫ; кӑштах ачашланчӗ вӑл, кӑштах шанакан пулчӗ — ытлашшийӗ нимӗн те ҫук; аптранипе вара Печорин юлашки меслетне ӗҫе кӗртесшӗнччӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫамрӑк та уҫӑ кӑмӑллӑ-ҫке пирӗн публика, вӑл юптарусене те, вӗсен вӗҫӗнче вӗрентсе калани пулмасан, ӑнланаймасть-ха.
Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫак сӑмахсене калани ӗнтӗркесе выртакан ҫынсене сивӗ шывпа сапнӑ пекех пулчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Сысна ҫурин хӳри таран», тет чехсен халӑх сӑмахӗ ҫавӑн пек пӗчӗк те чӑркӑш чиновниксем ҫинчен; ҫапла калани вӗсене чи хытӑ ыратакан вырӑнтан пырса ҫапать.
«Вӑл» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ку — кулса калани пулман.
«Вӑл» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тӗрмери тӑванлӑх пӗр-пӗринпе пӗр интерессемпе, пӗр хуралпа, пӗр коридорсемпе тата ҫуршар сехет хушши пулакан пӗр прогулкӑсемпе ҫыхӑнса тӑракан пӗр этажри пур камерӑсене те пӗрлештерет, прогулкӑсем вӑхӑтӗнче пӗр-пӗр питӗ кирлӗ хыпара пӗлтерме, е камӑнне те пулин пурнӑҫне ҫӑлма пӗр сӑмах калани е алӑпа сулни те ҫителӗклӗ пулать.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953