Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗлӗтре, таҫта ҫӳлте, ту ӑмӑрт кайӑкӗ ҫаврӑнса вӗҫет: те пӗр-пӗр ҫӗрте виле тупнӑ ӗнтӗ вӑл, те пӗр хускалмасӑр выртакан ҫынна виле вырӑнне хурать-ши.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑхӑтлӑха курӑннӑ хӗвел пӗлӗт хыҫне пытанчӗ, вара, сарлака ҫуначӗсемпе уҫӑ ҫиле яра-яра тытса, икӗ ҫеҫен хир ӑмӑрт кайӑкӗ ҫӳлелле ыткӑнчӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хура пӗлӗт хушшинче те хаяр тинӗс ҫийӗнче йӑмӑх ҫиҫӗм пек йӑр-ярӑн ярӑнса ҫӳрет хӑватлӑн Тӑвӑл кайӑкӗ — йыхравҫӑ.Между тучами и морем гордо реет Буревестник, черной молнии подобный.
Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.
Пилеш кайӑкӗ йывӑҫ ҫине, Том пуҫӗ тӗлнех, пырса ларчӗ те, питӗ хытӑ савӑнса, хӑйӗн тӗклӗ кӳршисене мӑшкӑллама тытӑнче.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Тӗрлӗ тӗслӗ ҫиппе шӑрҫасенчен тӗрленӗ чӑрӑш туратти ҫинче ларакан уйӑп кайӑкӗ питӗ хитрен курӑнать.Вышитые разноцветными нитками и бисером, снегири, сидящие на ветке ели, смотрится очень красиво.
Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№
Хӗрарӑм ҫумӗнче пепке пулсан, кашни шӑпӑрланӑн тытӑнса утмалли аркӑ — амӑшӗн арки — пулсан тата вӗсене арҫын — ашшӗ, упӑшка — хӳтӗлесе-упраса тӑрсан шанас килет, чӑваш тӑрӑхӗнче килсе тӗпленнӗ телей кайӑкӗ ҫуначӗпе сулса пирӗн тӑрӑхпа сывпуллашма васкамӗ...
Ачасен йышӗ ӳсет, тӑлӑхсен шучӗ чакать // Маргарита ИЛЬИНА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Паллах, кашнин телей кайӑкӗ — расна.
Ачасен йышӗ ӳсет, тӑлӑхсен шучӗ чакать // Маргарита ИЛЬИНА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Ҫакӑ пӗлӗтрен вӗҫсе аннӑ телей кайӑкӗ пек туйӑннӑ.
Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
3. Мана, Сывлӑш ҫавӑрса илнӗскере, пушхире илсе кайрӗ; эпӗ унта хӗрлӗ тискер кайӑк ҫинче ларакан арӑма куртӑм, тискер кайӑкӗ ҫичӗ пуҫлӑччӗ, вунӑ мӑйракаллӑччӗ, хӑй Турра хурлакан ятсемпе витӗннӗччӗ.
Ӳлӗм 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ун ванчӑкӗсем ҫине тӗрлӗрен вӗҫен кайӑк килсе ларчӗ, турачӗсем хушшине тӗрлӗрен хир кайӑкӗ вырӑнаҫрӗ, терӗ.13. На обломках его поместились всякие птицы небесные, и в сучьях были всякие полевые звери.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун хунавӗсем хушшинче тӗрлӗ вӗҫен кайӑк йӑва ҫавӑратчӗ, ун турачӗсем айӗнче тӗрлӗрен хир кайӑкӗ ҫура ҫурататчӗ, унӑн хӳттинче тӗрлӗрен йышлӑ халӑх пурӑнатчӗ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Мӑнаҫлӑ ҫыннӑн чӗри — сунар кайӑкӗ пек: кам та пулин ӳкнине сӑнавҫӑлла вӑрттӑн сыхласа тӑрать; 31. ырра усала ҫавӑрса, вӑрттӑн сӑтӑр тӑвать, таса ҫын ятне варалать.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫакӑ пӗтӗмпе ӗмӗлке пек, хӑвӑрт сӳнекен сас-хура пек ҫухалчӗ. 10. Хумханакан шыв ҫийӗн карап иртсе кайсассӑн, ӗнтӗ хумсем хушшинче унӑн йӗрне те, унӑн тӗпӗ хӑварнӑ ҫула та тупаймӑн; 11. сывлӑшра вӗҫсе иртекен кайӑк хыҫҫӑн та унӑн ҫулӗн нимӗнле палли те юлмасть, кайӑкӗ хӑвӑрт вӗҫсе пынӑран ҫуначӗ сывлӑша ҫурса пырать, сывлӑшӗ варкӑшса юлать, кайӑкӗ вӗҫсе иртрӗ — сывлӑшра пӗр паллӑ та юлмарӗ; 12. е тата — тӗллесе янӑ ҫӗмрен те ҫавӑн пекех: вӑл ҫурса иртекен сывлӑш ҫийӗнчех каялла пӗрлешет те — ҫӗмрен ӑҫтан вӗҫсе иртнине те пӗлейместӗн; 13. ҫавӑн пекех эпир те ҫуралнӑ та — вилнӗ, ырӑ ӗҫӗн пӗр паллине те кӑтартаймарӑмӑр, хамӑрӑн усаллӑхпах хӑрӑнтӑмӑр» тейӗҫ.
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисем пурте пӗтнӗ; этемрен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ, ҫӗлен-калти, тӳпе айӗнчи вӗҫен кайӑкӗ таран — пурте ҫӗр ҫинчен пӗтнӗ, Ной ҫеҫ, унпа пӗрле карап ҫинче пулнисем ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
Пулт 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.