Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайӑкӗ (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхине, сарайри кашта ҫинче Петюк ятлӑ ирхи шурӑмпуҫ кайӑкӗ шарлаттарса янипе мӑштӑр вӑранса кайсан, Павӑл тенкел ҫинче хут татки выртнине асӑрхарӗ, ун ҫине тем паллӑ алӑпа — Лена аллипе кукӑртса, «хуҫкаласа» шӑрҫалани те тӳрех паллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Шел, эпӗ сана тулли ҫемье телейӗ кӳреймерӗм, сан телей кайӑкӗ пулаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫук-ха, хӑех хӑйпе Полина хушшине хӳнӗ хӳме те куҫ умне шукаласа тухать-ха (ҫыхӑнӑва ҫыру ҫырса пуҫарса ярсан хуравлӗ-ши «5» паллӑпа хакламалли хӗр «4» паллӑна ҫеҫ тивӗҫекен качча?), пурпӗрех, пульницӑра сиплев курсне вӗҫлесе йӑл илсен, Ула Тимӗр татӑклӑн хӑйне алла илчӗ те чун-чӗринчи ялан вӗҫеври «телей кайӑкӗ» патне ҫакӑн пек ҫыру шӑрҫаласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Таҫта катара-катара, асамлӑ шӑплӑха сӑркатса, этеме ҫӗнӗ кун сӑмсаланни ҫинчен хыпар ярса, ирхи шурӑмпуҫ кайӑкӗ хатӑррӑн шарлаттарать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унчченех Мининсем питлӗхлӗ, кермен пек кӗрнеклӗ, ӗмӗрлӗхе чаплӑ ҫурт-йӗр, карта-вите, кил кайӑкӗ вӗҫсе тухайми тӑн-тӑн карта-хура ҫавӑрнӑччӗ-ха, тӑра-киле мунча та хӑй черетне кӗтсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Вӗлтӗрен кайӑкӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— У-у, хӑямат кайӑкӗ, ырлӑха кӑшкӑратӑн-и эсӗ ман тӗллӗнех?

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эккей, кулатник кайӑкӗ

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тьфу, шуйттан кайӑкӗ! — лачах сурчӗ Настаҫ кинеми.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

«Тӑманана ӑна шуйттан кайӑкӗ теҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл кӑшкӑрни ырӑ мар пуласса пӗлтерет», — тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Чӑн та ял кайӑкӗ вӑл ҫерҫи.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Сала — ял, сала кайӑк тени апла — ял кайӑкӗ тенине пӗлтерет ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

— Ах, мур кайӑкӗ?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Кайӑкӗ хӑй те таҫта ҫакӑнталла килсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

Геша ун хыҫҫӑн, кайӑкӗ тата тепӗр йывӑҫ ҫине…

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

Кайӑкӗ парт! вӗҫрӗ те тепӗр йывӑҫ ҫине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

Чӗпписене ҫитерме ӗнтӗ кайӑкӗ ҫӑварӗ тулли шӑна-пӑван тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

— Эс, вӗлтрен кайӑкӗ!

Куҫарса пулӑш

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Манран инҫе мар ҫаран кайӑкӗ савӑнса юрлани илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хуҫа ҫапла калать, тет: чӑваша ҫӗрӗк пулӑпа тип ҫӑкӑр та ырӑ апат, чӑваш, ун кайӑкӗ евӗр, начар апатпа та пурӑнать тесе калать, тет.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех