Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йӗнер ҫумне икӗ хутаҫ ҫакса янӑ: пӗринче клеенка плащ тата хулӑн, пӑтапа ҫапнӑ атӑсем курӑннӑ, Верхлевӑра тӗртнӗ пиртен ҫӗлетнӗ темиҫе кӗпе — ашшӗ ҫине тӑнипе туяннӑ япаласене хунӑ; тепринче ҫӳхе пуставран ҫӗлетнӗ лайӑх фрак, ҫӑмламас пальто, пӗр дюжина ҫӳхе кӗпе тата амӑшӗ вӗрентнине асӑнмалӑх, ятарласах Мускавра ҫӗлетнӗ ботинка пулнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӑтра ҫӳҫлӗ, хӗрлӗ лампаслӑ кӑвак шӑлавар тӑхӑннӑ казаксем хӑрах урине йӗнер пускӑҫне чиксе, хӑрах ура ҫинче сиксе тӑраҫҫӗ.Чубатые казаки в синих шароварах с красными лампасами прыгали на одной ноге, вдев другую в стремя.
XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл, алӑк патӗнче, урайне пӑрахнӑ йӗнер ҫинче ларать.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мана хам ятпа ятарласа пӗр пӗчӗк кӗтес халаларӗҫ, ӑна чапаксем, ашӑксем, плащ-палаткӑсем ҫакса картларӗҫ, пуҫелӗк вырӑнне йӗнер хучӗҫ, ая ҫемҫе кӗҫҫе сарчӗҫ.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Ҫын ултӑ самах ҫеҫ калама пултарать: чак, йӗнер, ещӗк, ҫил-тӑман, Абрам.— Человек может произнести только шесть слов: кура, седло, ящик, вьюга, пьют, Абрам.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ, лаша ҫилхинчен ҫатӑртаттарса тытса, йӗнер урлӑ ларса пытӑм.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Александр Дмитриевич — калама ҫук чаплӑ кавалерист, йӗнер ҫинче шӑратса янӑ пек ларать; лашасене лайӑх чухлать, юратать, сехечӗ-сехечӗпе мана юланутпа ҫӳреме вӗрентет.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ граждан вӑрҫинче виҫӗ ҫулччен Котовский ҫумӗнче тӑнӑ, йӗнер ҫинчен анман…Я в гражданскую войну три года при Котовском состоял, с коня не слезал…
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Йӗнер, ешӗк, ҫил-тӑман, ӗҫеҫҫӗ, Абрам, — терӗм эпӗ, куҫҫулӗме ҫӑтса.— Седло, ящик, вьюга, пьют, Абрам, — сказал я, чувствуя, что слезы льются прямо в рот.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл, хӑйне утлантарма пулӑшасшӑн пулнӑ казаксене кӗтмесӗрех, йӗнер ҫине вӑр-вар улӑхса ларчӗ.Он проворно вскочил в седло, не дождавшись казаков, которые хотели было подсадить его.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Икӗ казак ӑна аллисенчен тытса йӗнер ҫине лартрӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ирхине, ыйӑхран вӑраннӑ-вӑранманах, Иван Иваныч халалласа хӑварнӑ ултӑ сӑмаха, «чӑхӑ», «йӗнер», «ещӗк», «ҫил-тӑман», «ӗҫеҫҫӗ», «Абрам» сӑмахсене хытӑ кӑшкӑрса калама тӑрӑшаттӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Юхан шыв варринче, чи хӑвӑрт юхнӑ ҫӗре ҫитсен, Мери сасартӑк йӗнер ҫинче сулкаланса илчӗ.Мы были уж на середине, в самой быстрине, когда она вдруг на седле покачнулась.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Печорин лашине утланчӗ; эпӗ Бэлӑна ҫӗклесе аран-аран ун патне йӗнер ҫине лартрӑм; вӑл ӑна аллипе ҫавӑрса тытрӗ те, эпир каялла кайрӑмӑр.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Йӗнер пускӑчи ҫине тӑрса, хӑйсен чӗлхипе темӗн кӑшкӑрчӗ вӑл, саламачӗпе юнарӗ те вӗҫтере пачӗ.Он привстал на стременах, крикнул что-то по-своему, пригрозил нагайкой — и был таков.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ йӗнер ҫинерех лӑпчӑнтӑм та, Аллаха шанса, утӑма пӗрех пушӑпа сӑтӑрса илтӗм, унччен ӑна пӗрре те ҫапса кӳрентерменччӗ-ха.Прилег я на седло, поручил себе аллаху и в первый раз в жизни оскорбил коня ударом плети.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл Муромские йӗнер ҫине хӑпарса ларма пулӑшнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Санӑн пиҫиххи ӗне ҫинчи йӗнер пек сулланкалать.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑл хӑвӑрт кӑна урипе йӗнер тимӗрӗ ҫине пусрӗ те, лаши ҫине утланса ларчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Шинелӗ — вӑрӑм, ура тупанӗ таранах, юбка пек, пуҫӗ ҫинче — хура така тирӗнчен ҫӗленӗ хӗрлӗ тӑрӑллӑ ҫаврака ҫӗлӗк, погонӗсем ҫинче — пӗчӗк йӗнер пускаҫӗсем урлӑ — хӗресленнӗ икӗ хӗҫ кӗлетки, атӑ кӗлисем ҫинче — шпорсем, юлашкинчен — ҫар ҫыннине илем кӳртекен чи чаплӑ япала — ҫурӑмӗ хыҫнелле уртса янӑ хӑмаҫ пек хӗрле башлык пулнӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948