Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑтса (тĕпĕ: йӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кантрапа урлӑ-пирлӗ ҫыхса пӗтернӗ пысӑк картон ещӗк йӑтса утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Якур Вассана паҫӑр Магдале ҫӗкленӗ пекех ҫӗклерӗ те ҫулҫӑсен ҫӳллӗ купи патне хавассӑн, тӗлӗкри пек телейлӗн йӑтса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тулта чарӑнмӗ-ши, тесе ачине урама йӑтса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ачасене пӳрте иккӗшӗ умлӑн-хыҫлӑн йӑтса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Питӗ лайӑх, тӗрӗс-тӗкел», — терӗҫ ӑна сестрасем, вара ывӑла урӑх пӳлӗме йӑтса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кукаҫей пӗр витре пыл йӑтса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вара часах пусӑ хӗрринчи салтак тӳми чечекӗсем хушшинчен хуткупӑсне йӑтса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Авӑ, вӑл тулли витрине йӑтса сӗт бидонӗ патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Каҫхине хунар йӑтса витесене кӗре-кӗре тухасси, ӑна-кӑна тӗрӗслесси, астуса тӑрасси уншӑн халӗ темрен те хаваслӑрах пек сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавӑнпа Палюков хӑй, пушӑ йӑтса, ир пуҫласа каҫченех кӗтӳ кӗтме тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сарай тӑрринчен утӑ антарчӗ те, ӑна йӑтса, витенелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Пӗр михӗ ҫеҫ йӑтса кӗчӗ-и?

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Часрах тумлан та вутӑ йӑтса кӗр, — терӗ ӑна Васса.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихӑн, талт-талт пусса, кӑмака хыҫне кӗрсе кайрӗ те чӑлхипе ҫӑматтине йӑтса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗрӗс, — арӑмӗ патне сӑра йӑтса пычӗ Мустай.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мӗн тума йӑтса кайнӑ вӑл ун патне пуртӑ?

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак вӑхӑтра Васса картишне вӑрӑм авӑрлӑ пуртӑ йӑтса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак юрату туйӑмне маларах эпир хамӑр чӗрере, пуҫра йӑтса ҫӳренӗ пулсан, юлашки вунӑ ҫул хушшинче куҫ умне кӑларса тӑратмалли мелсемпе усӑ курма пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044

Тепӗр эрнерен, районсем тӑрӑх ҫӳреме тухса кайнӑ чух, Петӗр хӑйӗн «ылтӑн» пурлӑхне ман патра хӑварчӗ, «чӑнах та, йӑтса ҫӳреме йывӑртарах, сан патра вӗсем лайӑхрах упранӗҫ», терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Чемей хӗрӗсем халӗ выльӑх-чӗрлӗх валли апат йӑтса, шыв ҫӗклесе тертленмеҫҫӗ, ҫинҫе пилӗкӗсене пӑсмаҫҫӗ, — мучи ҫамрӑксем еннелле чеен куҫ хӗссе илет.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех